Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сарӑ сухалӗ ӳссе кайнӑ, тахҫантанпа ҫуман ҫӳҫӗ шӑрт пек хытӑ, пур еннелле те тӑрмакланса тӑрать, пичӗ тӑртаннӑ; куҫ шӑрҫи тӗксӗмленнӗ, куҫ шурри тарӑхнӑ вӑкӑрӑнни пек хӗрелсе кайнӑ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сӑнран пӑхма имшеркке, пичӗ шуранка, кӑн-кӑвак куҫӗсем тулли черкке пек ҫутӑлаҫҫӗ, кӑштах кӑтраланса тӑракан сарӑ ҫӳҫӗ кӗҫҫелене пуҫланӑ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл яштака пӳллӗ, тӗреклӗ хул пуҫҫиллӗ, йӑмӑх хура ҫӳҫӗ кӑштах кӑтраланса тӑрать, хура куҫӗсем кӑвар пек ялкӑшаҫҫӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Борис, куҫне хупса, янк! ячӗ те пуҫне сулласа илчӗ, хура кӑтра ҫӳҫӗ сарлака ҫамки ҫинелле сапаланса анчӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ибраев аллӑсенчен иртнӗ кӑна, анчах ҫӳҫӗ шап-шурах.
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫӳҫӗ те нумаях шуралман-ха унӑн.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пӗри сан ятлӑскер — Вася, ҫамрӑклах ҫӳҫӗ кӑвакарма пуҫланӑччӗ унӑн, Полтава облаҫӗнчен килнӗ украинец, тепри Леня — Ульяновск облаҫӗнчен.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Кӑтрарах хура ҫӳҫӗ тӑрмаланнӑ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Хӗрлӗ ҫӳҫӗ те шуралнӑ, мӑйӑхӗ ҫинче ҫеҫ ҫаплипех пушар тӗслӗ пӗрчӗсем тӑлӑххӑн тӑра-тӑра юлнӑ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Пурте килӗшӳллӗччӗ ҫак хӗрачан: кӑн-кӑвак пысӑк куҫӗ те, сап-сарӑ ҫӳҫӗ те.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Кӑшӑлласа каснӑ ҫӳҫӗ те яка выртать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрарӑмӑн сарӑ ҫӳҫӗ ҫине нӳрӗ тӑпра тӑкӑнса тулнӑ, тутӑрӗ ӗнси ҫине анса ларнӑ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫинчен хӑлхасӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑрарах хура сухалӗ, шӗвӗрӗлсе, кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса анать.
Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрӗн уҫҫӑн пӑхакан сенкер куҫӗсем те, яланах кулса тӑракан ҫӳхе тутисем те, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те, тутӑрӗ айӗнчен кӑтраланса тухакан сарӑ ҫӳҫӗ те, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗпе ҫинҫе пилӗкӗ те, шӑратса янӑ пек кӗрнеклӗ урисем те — пурте килӗшеҫҫӗ ӑна.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ пӗшкӗнсе хӑлхине ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, чӗри тапнине итлеме тӑчӗ, анчах ҫак самантра сарӑ хулӑн ҫӳҫӗ тусӑлнӑ, сӑнне те, тӑнне те ҫухатнӑ Тарье чупса ҫитрӗ те, ывӑлӗпе упӑшки умне тӑсӑлса ӳксе, пӗтӗм ҫын чӗрине ыраттармалла хӑрушӑ сасӑпа: — Эй, турӑ! Мӗнпе ҫырлахтараймарӑмӑр-ши сана?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пирӗн ял хӗрӗ сарӑ хӗр, Сарӑ ҫӳҫӗ пилӗкрен.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Унӑн вӗрене-вӗрене ҫӳҫӗ тӑкӑнса пуҫӗ ҫуталса юлнӑ пуль?
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тутӑрӗ айӗнчен ҫамки ҫине сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ пӗтӗрӗнсе тухнӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрӗн пуҫӗнчи тутӑрӗ мӑйӗ ҫине анса ларнӑ та, ҫурма кӑтра ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Алттышпа арӑмӗн ҫӳҫӗ пӗр уйӑхрах кӗл сапнӑ пек кӑвакарса ларчӗ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.