Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннине (тĕпĕ: ҫынна) more information about the word form can be found here.
Хӑй вара тутар ҫар ҫыннине лаши ҫине хӑпартса лартрӗ, ан ӳктӗр тесе вӗренпе ҫирӗп ҫыхрӗ.

Help to translate

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вуникӗ ҫар ҫыннине тата пӑлхар паттӑрне вырнаҫтарчӗҫ ун ҫине.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чӑнах та, пӗр уйласан, ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулсан пӗтӗм тӗнче пуҫ ҫапӗччӗ ҫамрӑк пӑлхар ҫар ҫыннине.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл вырӑнта нумай ҫар ҫыннине ҫапӑҫма йывӑр.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Турихана лайӑх сыхламаншӑн вунпилӗк ҫар ҫыннине вӑл вӗлерме хушрӗ.

Help to translate

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кун пек туйӑм ҫар ҫыннине хӑрушӑ вӑхӑтра хӑрамасӑр тӗрӗс уйлама пулӑшӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсенчен аслӑрах виҫҫӗмӗш ҫыннине кил хуҫи паллаймарӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Юрать пире Тимуш манмасть: вӗсем пулӑшман пулсан, анкартие такам кӗртсе панӑ пулӗччӗ уйри тырпула, — пархатарлӑ сӑмахсемпе тав турӗ вӑл пускил ҫыннине.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа чӑннипех «упӑтеленсе» кайнӑн курӑннӑ пулӗ хула ҫыннине.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗр каҫхине Австри ҫыннине илсе пычӗҫ, эрне ытла тула тухаймасӑр асапланнӑ иккен вӑл.

Help to translate

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мана, турӑ ҫыннине, кӳрентернӗшӗн сана таса пӳлӗхҫӗ ҫичӗ хут тавӑрать, сан валли ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ амак ярать, сан кил-ҫуртна ҫитмӗл ҫичӗ тӗрлӗ хаса кӳрет.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирек мӗн тутӑр хӑйӗн ҫыннине — персе пӑрахать-и унта е таканласа Хусана леҫет — ун ирӗкӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крым султанӗ, Хусана яланах хӑйӗн юрчӗ тесе шутлаканскер, кунти княҫсемпе мӑрсасем, улансемпе юзбашисем, сеидсемпе бексем, эмирсемпе мулласем ыйтнипе, Хусан ханӗ пулма хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине ярса пачӗ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтан манӑн-ха, сӑмахран, III Василий ӑна, чаплӑ ҫар ҫыннине, хӑватлӑ султана, Белоозера е Вологдӑна ссылкӑна ярассипе хӑратнине?

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс… эс ҫапла хӑтланатӑн-и-ха, мана, пӳлӗхҫӗ ҫыннине, ура хуратӑн-и?

Help to translate

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Бахчэ-Сарайри Гирейсем Хусана хӑйсен ҫыннине лартасшӑн ҫав тери ҫине тӑраҫҫӗ курӑнать.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ уйӑх пӗр-пӗрне курманни тунсӑх кӳнӗ пулӗ чылаях ҫар ҫыннине.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫыннине те пӗлетӗп.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах… вӑт… хӑшӗ-пӗрисем калаҫҫӗ: патша йӗркине улӑштармалла теҫҫӗ, ун вырӑнне пӗр-пӗр рабочие е хресчен ҫыннине суйласа лартмалла теҫҫӗ, пуянсен тислӗк ҫӗрӗсене чухӑнсене туртса илсе памалла теҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анчах вӑл аптӑраса ӳксен сирӗн пата хӑйӗн шаннӑ ҫыннине, мӗнле те-тӗр чее тилле, сӗревшӗн касӑхана, ярать ахӑр, ҫавӑнпа та кунашкал утӑма хӑвӑр туни аванрах мар-ши?

— Но почти наверное он выкажет смущение тем, что отправит к вам своего поверенного, какую-нибудь лису, мечтавшую о взятке, а поэтому не лучше ли сделать первый такой шаг самой?

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed