Шырав
Шырав ĕçĕ:
Епле хапсӑнса пӑхаҫҫӗ ыттисем, кӑмӑлӗ ҫырлахнипе епле мӑнаҫлӑн ҫиҫет телейлин пит-куҫӗ, калаҫма юратман хастарлӑ пулӑҫа вӑл чи юлашкинчен пулӑшу пама тивӗҫлӗ пулнӑ-ҫке-ха!
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Уҫӑ чӳречерен ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ ҫилӗ вӑркӑшса кӗрет; сӑртсемпе лапамсенчен килекен чечек шӑрши лӑпкӑ ҫилпе хутшӑнса каять; йӗри-тавра никам пӑсман шӑплӑх тӑрать; пурте ялкӑшса ҫиҫет; пур ҫӗрте те ырӑ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ нумайччен анӑраса выртнӑ хыҫҫӑн тӑна кӗретӗп, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫаплах чарӑнмасть; ҫиҫӗм ҫӗлен ҫыххи пекех авкаланса ҫиҫет.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗр вӗҫӗмсӗр ҫиҫӗм ҫиҫет.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тирпейлӗ сапланӑ, рубильникпе мар, электричествӑ утюгӗпе лайӑх якатнӑ гимнастерки ҫинче Георги ҫиҫет.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Чернилпа вараласа пӗтернӗ сумки лӑсканчӑк кӗнеки-тетрачӗ-мӗнӗпех кӑмака ҫине вӑркӑнать вара, Самонькӑн чеерех пит-куҫӗ виҫесӗр савӑнӑҫпа ҫиҫет.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Час-час ҫиҫӗм ҫиҫет, ҫумӑр чашлаттарать, ҫил кашлать, аслати кӗмсӗртетет; эпӗ ҫаплах чупатӑп.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пурте урса кайсах чаваҫҫӗ, акӑ ӗнтӗ ҫанталӑк хӑрушла тӗттӗмленсе ларчӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, ҫил ахӑрать, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати кӗмсӗртетет, анчах никам ҫакна пӑхмасть — пурте тӑрмашсах ӗҫлеҫҫӗ; ҫиҫӗм ялтравӗнче пӗтӗмпех лайӑх курӑнать: ҫынсен пит-кӳҫӗсем те, вилтӑпри ҫинчен сапӑнакан тӑпра та; тепӗр самантранах ҫакна тӗттӗмлӗх йӑлт хупласа хурать те нимӗн те курӑнми пулать.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫиҫӗм ҫиҫет, эпир, хӳшше кӗрсе, сулла хӑй еккипе ятӑмӑр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кивӗ шуҫ лампӑна е тимӗр ункӑна хӑшкамалла та, вара пур енчен те усал сывлӑшсем вӗҫсе килеҫҫӗ, аслати кӗрлет, йӗри-тавра йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫет, тӗтӗм мӑкӑрланать, ҫав усал сывлӑшсене мӗн тума хушатӑн, пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнипе кашнин сӑнӗ тӳпери хӗвел пек ҫиҫет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Унӑн хусканӑвӗ хаваслӑ, ҫивчӗ; куҫӗсем ялкӑшаҫҫӗ, тути кулать, киленӗҫлӗ хӗрлӗ сӑнӗ ырӑ туйӑмпа ҫиҫет…Его движенья веселы, бойки; глаза сияют, ухмыляются губы, приятно алеет умиленное лицо…
Кӑмӑлне тултарнӑскер // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 166–167 с.
«Тӑвӑллӑ ҫумӑр», — шухӑшларӑм эпӗ, — чӑнах та тӑвӑллӑ ҫумӑр иккен, анчах вӑл питӗ аякра, аслати авӑтни те илтӗнмест; тӳпере кӑна туратланса кайнӑ евӗр, вӑрӑм та тӗксӗмрех ҫиҫӗм ҫиҫет; вӑл ытлашши ялтӑртатса та ҫуталмасть, вилекен кайӑкӑн ҫуначӗ евӗр чӗтренсе турткаланать.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Урамра хӗвел ҫиҫет тейӗн ҫав, сӑн-сӑпачӗ шевлепе выляса тӑрать.На её лице играют веселые лучики, словно на улице светит солнце.
Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.
«Ҫӑлӑнӑҫ вӗт ку!» — ҫиҫет сасартӑк шухӑш пуҫра.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Ӑшӑ кулӑллӑ сӑн-питре савӑнӑҫ ҫиҫет, чун-чӗрере иксӗлми телей.Лицо озаряется теплой радостной улыбкой, душа купается в счастье.
Пӗчӗк космонавт // Альбина Исемпи. Альбина Исемпи (Васильева А.П.) Пӗчӗк космонавт. — Шупашкар: 2008. — 16 с, илл.
Ҫутӑ ҫинче йӑлтӑр-йӑлтӑр тӑвать хӑй, куҫа ҫисе ярасла ҫиҫет.
Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.
Кӑмрӑк пек хура тӳпере чуна тӑвӑнтармалла чӗмсӗррӗн ылтӑн тӗслӗ тип ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫет.На аспидно-черном небе в томительном безмолвии вспыхивают золотые зарницы.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Егорӑн пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫиҫет, ҫамки ҫинче тар тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.Лицо Егора светилось довольством, на лбу блестели капли пота.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.