Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫелсе (тĕпĕ: ҫемҫел) more information about the word form can be found here.
Лӑнках ҫемҫелсе кайнӑ урисене хӑвӑртрах чуптарас тесе, унӑн пӗтӗм вӑйран тӗрмекленме тивет.

Требуется страшное усилие, чтобы заставить безвольно подгибающиеся ноги бежать быстрее.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Гимназин кирпӗч ҫуртне хирӗҫле урам кӗтессинче ҫемҫелсе кайнӑ генерал такӑнчӗ те вӗри хӑйӑр ҫине ӳпне тӑсӑлса выртрӗ.

На углу против кирпичного здания гимназии ослабевший генерал споткнулся, упал ничком на горячий песок.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нюшкӑ Аникейшӗн пуҫа анратакан эмелех пулнӑ, кӑшт унпа пӗрле пулсанах, Аникей хӑйне хӑй пӗлмен, ачаш туйӑмсемпе ҫемҫелсе кайнӑ, пӗтӗм ҫут тӗнчене манма хатӗр пулнӑ.

Она действовала на Аникея как дурман, и, стоило ему побыть с нею немного, как он становился сам не свой, размякал от нежных чувств, готов был забыть обо всем на свете.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑннипе ун алли-ури ҫавӑнтах ӑшӑнса, ҫемҫелсе кайрӗ, куҫ хупанкисем йывӑрланчӗҫ, вӑл тутлӑн анасласа илчӗ те ҫывӑрас килсе кайнипе йӑл кулчӗ.

Сразу усталость налила теплом его ноги и руки, отяжелила веки, и, широко и сладко зевнув, он улыбнулся внезапно возникшему желанию.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксенин алли-ури ӑшӑнса, ҫемҫелсе кайнӑччӗ, хускалас та, ашшӗпе Егор калаҫнине те итлес килместчӗ; мӗн калӑн: икӗ ҫын эрех черкки тытса ларнӑ та пур япалана та «критиклеме» пӑхаҫҫӗ.

В ноги и руки ее вступила истомная, усталая теплота, лень было двигаться и даже прислушиваться к разговору отца и Егора: сошлись за рюмкой вина два мужика и начинают на все и на вся наводить критику.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн урисем чӗтресе, ҫемҫелсе кайрӗҫ, вӑл пӗкӗрӗлсе крыльца картлашки ҫине ларчӗ те куҫӗсене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ.

Он ощутил слабость в ногах, сутулясь, опустился на ступеньку крыльца и прикрыл ладонью глаза.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, кайрӗ те халӑх! — пиҫиххи вӗҫӗпе вылянӑ май хальхинче хаваслӑн кулса илчӗ Кудинов, майӗпенех кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе.

— Ну и народишко пошел! — уже весело улыбался Кудинов, играя пояском, добрея с каждой минутой.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑмӗ ҫемҫелсе кайма та ӗлкӗрнӗ: ҫӑварӗ сӗлекеленсе хӗрелнӗ; вӑл куҫса ларӗччӗ те пулӗ-ха урӑх ҫӗре, анчах вӑйӗ пӗтнӗ; упӑшкине те, хӗрарӑмсем кулса пӑхнине те курать хӑй, ҫапах та тӗреклӗ алла ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫертме ниепле те хӑват ҫитереймест: намӑсӗ-симӗсӗ пулман та тейӗн, — хӗрӗнкӗллӗн те халтан кайнӑ пек кулкаласа ларать.

А бабочка уже сомлела: слюняво покраснел у нее рот; она бы и отодвинулась, да моченьки нет; она и мужа видит, и улыбчивые взгляды баб, но вот так-таки нет сил снять со спины могучую руку: стыда будто и не было, и она смеется пьяненько и расслабленно.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пысӑк чинлӑ хӑнасенчен пӗри, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе килнӗскер, хура вӑлчапа вараланнӑ салфетка ҫине сухалӗпе тӗршӗннӗ те чунтанах ӗсӗклесе макӑрать…

Кто-то из сановных гостей, от полноты чувств, по-простецки рыдал, уткнув бороду в салфетку, измазанную раздавленной зернистой икрой…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ӗҫес килмесӗр ӗҫрӗ, пӑртакках сыпкаласан, хӑвӑрт ӳсӗрӗлме пуҫларӗ, ҫемҫелсе кайрӗ.

Степан пил неохотно, но, выпив, начал быстро хмелеть, помягчел.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ пӗр хӗрарӑм типири тытнӑ пек вичкӗннӗн чанкӑлтатса илчӗ:

Истерический женский голос растроганно чечекал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатый, кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, кулкаласа илчӗ.

Чубатый снисходительно посмеивался.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ Валет вӑйран сулӑннӑ пек утса пычӗ.

Валет шел, размякший, обессилевший.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрхеннипе, ачашланипе часах ҫемҫелсе каять хӗрарӑм чӗри.

Падко бабье сердце на жалость, на ласку.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗлӗх пек карӑнса тӑракан калаҫу, хуллен-хуллен ҫемҫелсе, хуҫалӑх ҫине куҫрӗ.

Разговор перекинулся на хозяйство, утрачивая напряженность.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Хӗрӗнкӗ» — чухласа илчӗ Григорий, ашшӗн ҫемҫелсе кайнӑ пичӗ ҫине куҫне ывӑтса.

«Под хмельком», — определил Григорий, окидывая взглядом размякшее отцово лицо.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӑвашланчӗ, ҫурхи шыв айне пулнӑ курӑк пекех ҫемҫелсе кайрӗ.

Посмирнел, слег, как травина под полой водой.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.

Григорий улыбается, хочет еще что-то сказать, но чувствует: рука Аксиньи под его головой как-то вдруг дрябло мякнет, вдавливается в подушку и, дрогнув, через секунду снова твердеет, принимает первоначальное положение.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вагон чӳречи леш енче сивӗ те, ҫил-тӑман та ҫук пек, хӗвел хӗртсе пӑхать, пирвайхи ҫумӑрпа ҫемҫелсе симӗсленнӗ ҫӗр ҫийӗпе пур ҫӗрте те тӗксӗм-кӑвак тӗтре пӗлӗчӗсем шуса иртеҫҫӗ пек туйӑнать ӑна…

Ему казалось, что за окном вагона нет ни мороза, ни снежной вьюги, а разливается огромное солнце и текут по мягкой от первого дождя, повсюду свежезазеленевшей земле дымчатые облачка сизого марева…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн кӑмӑлӗ ӑраснах темскерле ҫемҫелсе кайнӑ пек пулчӗ, вӑл хӑй йӑвашланса, ҫынсем умӗнче, арӑмӗ умӗнче, ывӑлӗ умӗнче, мӗнпур ҫын умӗнче хӑйне хӑй кӗҫӗне хунипе пит хавхаланса кайнӑ пек пулчӗ.

Он испытывал какое-то особенное, умиленное, восторженное чувство смирения, унижения перед людьми, перед нею, перед сыном, перед всеми людьми.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed