Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапӑҫса каяҫҫӗ вит пирӗн куназсем, куратни, пурте вил ӳсӗр.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пурӑнтӑр пулатчӗ унта Мухаммед-Гирейпе ҫапӑҫса».
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗкхине мантӑн-им, эс манпа ҫапӑҫса курнӑччӗ пулас.
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эпир лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнасшӑн, Мускавпа вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫса хамӑр ханлӑха хавшатасшӑн мар, ҫавӑнпа хана та Мускав аллинчен илсе лартас тетпӗр.
2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапӑҫса та кураймӗ вара.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ундрицов унран пӗр ҫул ҫеҫ аслӑрӑх, анчах вӑл парти членӗ, вӑрҫӑра та ҫапӑҫса курнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пупӗсем турӑран этемпе этем ҫапӑҫса ҫылӑха кӗрсе юн юхтарнине каҫарма ыйтнӑ, патшалӑха тӑшмансенчен упрама пулӑшу ыйтнӑ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл йӗркешӗн эп ҫапӑҫса аманса та килнӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сарт Ҫеменӗ Уҫӑп Тимахвейчпа пӗрле ӳснӗ, анчах ҫур ӗмӗрне килте пурӑнса ирттермен: ҫирӗм икӗ ҫул таҫта «сартсем» патӗнче салтакра пурӑннӑ, тӗрӗксемпе те ҫапӑҫса курнӑ, улпутсем патӗнче те Аҫтархан кӗпӗрнинче пул тытса нумай пурӑннӑ — ҫапах та ырӑ кил-ҫурт лартайман.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Маркка пичче те пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн пит пӑшӑрханнӑ: пысӑк укҫалла вылянине хӑй ӗмӗрӗнче курманскер, ҫапӑҫса кайса пӗр-пӗрне инкек тӑвасран шикленсе, вӑл Эльгеева кайса систернӗ: сехет таврашне выляса яма пуҫлани — пӗр-пӗрне хӗнесе тӑвасси патне те илсе пыма пултарнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫавӑнпа ялти хисеплӗ ҫынсем — хӑмла хуҫи Паймук, Сарт Ҫеменӗ (тӗрӗксемпе ҫапӑҫса курнӑ салтак!), сысна шӑрчӗ пуҫтаракан Карачӑм Кавӑрли стражникрен каҫару ыйтнӑ, анчах леш «пӗчӗк пӑлхав» ҫинчен ҫапах уретнике систернӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тарӑхнӑ, шӑв-шав ҫӗкленӗ, харкашнӑ е ҫапӑҫса та кӗрсе кайнӑ вӑхӑтсем тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ; ҫӑмӑлттай арӑмӗн романӗсем ҫине вӑл алӑ сулнӑ, курмӑш пулма хӑнӑхса ҫитнӗ.
Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html
Эпир Ҫӗнтерӳ хакне пурте лайӑх пӗлетпӗр, хамӑрӑн мӑнаҫлӑ патшалӑхпа, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ аттесен, асаттесемпе кукаҫисен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланатпӑр, Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫса пуҫ хунисене ӗмӗр асра тытатпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/09/chva ... terukune-y
Негрсене помбэ ӗҫме никам та кансӗрлемест; ӗҫсе тӑрансан вӗсем ташлама, кӗрешсе ӑмӑртма пуҫларӗҫ, — чутах ҫапӑҫса каятчӗҫ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Йытӑсем ҫапӑҫса тӑранчӗҫ те — чӗлхисене кӑларса лараҫҫӗ те выртаҫҫӗ.Собаки, окончив драку, расселись и разлеглись, высунув языки.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Паян ҫапӑҫса хӑваласа ярсан, вара шуррисем Богучара ҫитиччен ниҫта та тытӑнса тӑраймӗҫ.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Миҫе провод касса татнисене, миҫе телеграф юпине пӑчкӑпа татса йӑвантарнисене — шутласа та кӑларма ҫук, анчах чӑнласах ҫапӑҫса курман-ха.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫапла кӑшт ҫеҫ ҫапӑҫса каяттӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ те, вун икӗ ҫултискер, ҫаплах шухӑшлаттӑм; ҫавӑн чухне йывӑҫ хӗҫ чутласа ӑсталарӑм та — тал пиҫенпе ҫапӑҫса ӑна ҫӗнтерме хула ҫаранӗ ҫине тухрӑм.
I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Чутах ҫапӑҫса каятчӗҫ, ҫав самантра Бетсие кӳршӗ хӗрарӑмӗ кантӑкран кӑшкӑрса чӗнчӗ.Едва не загорелась драка, но тут прачку через окно окликнула соседка.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.