Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапрӗ (тĕпĕ: ҫап) more information about the word form can be found here.
Эрне каялла вӑйлӑ сивӗ ҫитсе ҫапрӗ те, ӑшӑпа кӗрпекленсе пусӑрӑннӑ юр пӑрлансах шӑнчӗ: тӗллӗн-тӗллӗн вӑл чупсан та путмасть.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав хушӑрах вӑл хӑйсен анчахрах лартнӑ пӳртне тул енчен чус, шал енчен типӗ штукатурка ҫапрӗ, хапхине кӑвак сӑрӑпа сӑрларӗ, ҫӗнӗрен мунча турӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Эрне каялла тетӗр? — икӗ аллине шарт! ҫапрӗ Ульяна.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӗвел майӗпен леш енчи хурӑнлӑх хыҫне пытанчӗ, таврана тӗксӗмрех сӑн ҫапрӗ, каҫ ҫывхарнине сиссе ҫырмара шӑпчӑксем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрлама пуҫларӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӑл вӑрман хыҫне пытана пуҫласанах таврана темӗнле тӗксӗм сӑн ҫапрӗ.

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Сюльдяшова пуҫӗпе чышма ӗлкӗреймерӗ вӑл, хусахсенчен пӗри ӑна хыҫалтан, ӗнсинчен чукмар пек аллипе кӗрӗслеттерсе ҫапрӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шт! ҫапрӗ вӑл хӗҫӗпе.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгун, эхлетсе, ӑна пуҫӗ урлӑ ҫапрӗ

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешӗ ӑна асӑрхама ӗлкӗрчӗ: тахӑш самантра учӗ айне шуса анчӗ те тӗпӗр енчен кӑлтӑрмач пек кусса тухса, драгуна аялтан ҫулелле ҫапрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра шакла пуҫлӑ драгун, аяккинчен тапӑнса, Тимофей-хусаха хӗҫӗпе пуҫӗнчен ҫапрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӗлкӗреймерӗ, Укаслу хӗҫӗ ӑна хулпуҫҫинчен пырса ҫапрӗ те вӑл, юнпа пӗвенсе, йывӑррӑн учӗн ури айне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Чумаков полковник ертсе пыракан Чархула вырӑсӗсене драгунсен тепӗр ушкӑнӗ пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫавӑнтах пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса ҫапрӗ: ҫук, юрамасть, салтаксем, тен, ҫакна кӑна кӗтеҫҫӗ пулӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ах, ҫапрӗ, ҫапрӗ! тесе кӑшкӑрса ярать те Юман тарма пуҫлать.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗмрен ҫывӑхри кашкӑр амине хырӑмӗнчен пырса ҫапрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

… Тухӑҫа сенкер тӗс ҫапрӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пысӑк инкек килсе ҫапрӗ пире.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ертаулсене пулӑшма алла яхӑн юланутҫӑпа хӑшместӗр сӑптӑрчӗ, вӑл ӑвӑслӑха кӗрес умӗн сулахаялла пӑрӑнчӗ те утне саламатпа ҫапрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утне ҫавӑрнӑ маях вӑл вӑрт! пӗшкӗнчӗ те Сюльдяшова, тумтир ҫухинчен ҫатӑрласа тытса, хӑй учӗ ҫине ҫӗклесе ҫапрӗ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк карчӑк ик пӗҫҫине ик аллипе шарт! ҫапрӗ.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed