Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапкаланчӑк the word is in our database.
ҫапкаланчӑк (тĕпĕ: ҫапкаланчӑк) more information about the word form can be found here.
— Тасал, ҫапкаланчӑк!

— Пошел прочь, шалопут!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.

Уж, верно, не о том, что сама судьба явилась к нему в этот день в образе заморыша с темными пятнами на голове, в болтающихся сапогах, в форменной курточке, из которой торчала худая шея.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать.

Сначала мулла прочитает им что-то из Корана; потом дарят молодых и всех их родственников, едят, пьют бузу; потом начинается джигитовка, и всегда один какой-нибудь оборвыш, засаленный, на скверной хромой лошаденке, ломается, паясничает, смешит честную компанию; потом, когда смеркнется, в кунацкой начинается, по-нашему сказать, бал.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗчӗк ҫапкаланчӑк хӑлхисемшӗн ҫак сӑмахсем питех те тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗҫ.

Такие слова бездомному мальчику приходилось слышать впервые.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, хӑранипе чӗтресе, шӑтӑкран пӑхрӗ те аран илтӗнмелле, хуллен ҫапла каларӗ: — Ой, Гек, вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ! — терӗ.

Том, весь дрожа от страха, уступил на этот раз, приложился глазом к щели и произнес едва слышным шепотом: — Ой, Гек, это бродячая собака!

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн пӗтӗмпех сехре хӑпнӑччӗ, — вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ тесе шутланӑччӗ эпӗ.

А то знаешь, Том, я прямо до смерти испугался, я думал, бродячая собака.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ уншӑн сире ҫӗр ҫултан та пулин тавӑратӑпах тесе тупа тусан, сирӗн аҫу мана, ҫапкаланчӑк вырӑнне шутласа, тӗрмене хуптарчӗ.

а когда я поклялся, что отплачу вам, хотя бы через сто лет, ваш папаша засадил меня в тюрьму, как бродягу.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

5. Ӗненмен иудейсем кӗвӗҫе пуҫланӑ; урамри ҫапкаланчӑк ҫынсене ертнӗ те ушкӑнӗпе пухӑнса хулари халӑха пӑлхатса ҫӳренӗ; апостолсене халӑх умне илсе тухасшӑн вӗсем ӗнтӗ Иасон килне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.

5. Но неуверовавшие Иудеи, возревновав и взяв с площади некоторых негодных людей, собрались толпою и возмущали город и, приступив к дому Иасона, домогались вывести их к народу.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах: 14. акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ.

13. И сказал Каин Господу [Богу]: наказание мое больше, нежели снести можно; 14. вот, Ты теперь сгоняешь меня с лица земли, и от лица Твоего я скроюсь, и буду изгнанником и скитальцем на земле; и всякий, кто встретится со мною, убьет меня.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. [Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет; 11. санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ сана ылханчӗ; 12. эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ.

10. И сказал [Господь]: что ты сделал? голос крови брата твоего вопиет ко Мне от земли; 11. и ныне проклят ты от земли, которая отверзла уста свои принять кровь брата твоего от руки твоей; 12. когда ты будешь возделывать землю, она не станет более давать силы своей для тебя; ты будешь изгнанником и скитальцем на земле.

Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Николай Матвеева Шанар ялӗнчи ҫапкаланчӑк йытӑсемпе кӗрешме план хатӗрлес, Кӳкеҫри ача амӑшне паркри хӑрӑк йывӑҫсене кастарас, вӑрманти хытӑ каяша пуҫтарас ыйтусем кӑсӑклантарчӗҫ.

Help to translate

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed