Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тусем хушшинче хӑшпӗр тӗлте ирӗлсе кӑпӑшкаланнӑ юр выртать, аяларах, ҫул хӗрринче, канавсенче ҫуркуннехи шыв шӑнкӑртатать, хуралнӑ ҫулҫӑсене шӑтарса, унта-кунта ҫеҫпӗл те тухнӑ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ҫап-ҫаврака куҫӗсем юнпа кӗвӗлсе ларнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Акӑ ҫивӗтӗсене ӗнсе хыҫне чӑмаклантарса ҫыхса янӑ ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ҫап-ҫаврака куҫлӑ хӗрача санитаркӑсем йӗлтӗрсемпе вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.На лыжах несутся девушки-санитарки, собравшие пучками косы на затылке, с глазами-фиалками.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ҫеҫпӗл?
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ҫеҫпӗл.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кровать ҫумӗнчех тумбочка ҫинче ҫеҫпӗл евӗрлӗ шанма ӗлкӗреймен кӑвак чечексем тултарнӑ пӗчӗк карҫинккӑ ларать.У самой кровати на тумбочке стояла корзинка со свежими синими цветами, похожими на подснежники.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пурне те ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртекен премьерӑна йыхравлаҫҫӗ.
«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28381.html
Вуласа чӑрманмарӗ ӑна Андрей Васильевич, вуламасӑрах тӗппипех ӑнланчӗ — ку ҫыру вӑл — хӗр чӗринче чӗрӗлнӗ чи пирвайхи ҫеҫпӗл, таса чунӑн чи малтанхи кӗрлевлӗ чанӗ.Андрей Васильевич не стал читать... и так ясно, о чем могла написать девушка.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тунти кун, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта Шупашкарти халӑхсен хушшинчи кино фестивалӗ VII-мӗш хут уҫӑлӗ.
Шупашкарта VII-мӗш кино фестивалӗ уҫӑлать // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Туркайсӑр пуҫне митинга Чӑваш Ен Культура министӑрӗ Сергей Казаков, ЧНК президиум пайташӗ Михаил Краснов, Ҫеҫпӗл музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ытти паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишшине аса илмелли митингра Туркай Украина пирки калаҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Chuvash.org порталне ертсе пыракан Николай Плотников сӑмахӗсенчен, Туркай Ҫеҫпӗл пирки ҫеҫ мар, ытларах Украинӑн хальхи политика тӑрӑмӗ пирки калаҫрӗ.
Ҫеҫпӗл Мишшине аса илмелли митингра Туркай Украина пирки калаҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ патӗнче чӑваш халӑх сӑвӑҫне халалланӑ митинг иртнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишшине аса илмелли митингра Туркай Украина пирки калаҫнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ май артистсем хӗрсех репетици ирттереҫҫӗ.
Ҫамрӑксен театрӗнче премьера кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27790.html
Урамри хӗрачасен аллисенче шурӑ ҫеҫпӗл чечекӗсем курӑнма пуҫларӗҫ.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ахальтен мар-тӑр Ҫеҫпӗл хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрта Толстойӑн «Хаджи Мурат» ятлӑ кӗнекине ҫав тери пикенсе куҫарнӑ.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
Ҫеҫпӗл те, Хусанкайпа Митта та Толстоя чӑвашла сахал мар куҫарнӑ.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
— Ку лютик, сар чечек, — терӗ вӑл, — ак ку ҫеҫпӗл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ.
Артист пьеса ҫырса стипендие тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26588.html
Эпир ҫапла тӑвӑпӑр, — терӗ те Сталин, ҫеҫпӗл чечекӗсене сӗтел ҫинче ларакан сарлака та лутра вазӑри пысӑк ҫыхӑ ҫумне чиксе хучӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗтӗм чуна тытса илекен ҫак калаҫӑва пула вӗҫӗмсӗр пӑлханса кайнӑ Воропаев аллине шинель кӗсйине чиксе ячӗ те тутӑрӗпе пӗрле ирхи ҫеҫпӗл чечекӗсен ҫыххине туртса кӑларчӗ, ҫӗре ӳкерчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.