Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫаран the word is in our database.
Ҫаран (тĕпĕ: ҫаран) more information about the word form can be found here.
Утӑ ҫулнӑ вӑхӑтсенче пирӗн отряд ҫулсеренех икшер эрне ҫаран ҫинче пурӑнатчӗ.

Каждое лето во время сенокоса наш отряд жил недели по две в заливных лугах.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл инҫетренех, хиртен те, ҫаран ҫинчен те, курӑнать.

Его видно издали, с полей и лугов.

5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хӑй кӗтӳпе ҫаран ҫине кайрӗ.

А сам погнал стадо в луга.

4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫаран ҫине пӑру ҫитерме каятӑп.

Пасу телёнка на лугу.

3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫаран енчен сулхӑн перет, шурлӑхра шапасем ҫуйӑхаҫҫӗ.

С лугов тянет свежестью, в болотах квакают лягушки.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Лашасене ҫаран ҫине яратпӑр, хамӑр курень патне пыратпӑр.

Лошадей отпускаем пастись, а сами подходим к куреню.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсем лашисем ҫине сиксе утланни тата вӗсем ҫаран енне сиккипе чуптарса кайни ҫине ӑмсанса пӑхса юлатӑп.

Я с завистью смотрел, как они с гиканьем вскакивают на коней, засунув за пазуху краюху хлеба, и мчатся в луга.

2. Сехӗрленес теместӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Инҫетелле, хыр вӑрманӗ патнелле, хирсем сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫурҫӗр енче, Десна шывӗ хӗррипе — ҫаран.

Вдаль, к опушке сосновых лесов, уходят поля, а с севера, к Десне, — заливные луга.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӑлӑха юлсан, пилӗк ҫул хушшинче, Марковна упӑшки пур чухне пухнӑ пурлӑха пӗтӗмпех салатнӑ: лаша, ӗне, лайӑх тумтир хӑварман, икӗ ҫаран, пахчара ларакан ҫӗнӗ пӳрт пурине сутса янӑ тата ыттине те чылай пӗтернӗ.

В пять лет вдовства Марковна успела поразмотать все, что было нажито с мужем: лошадь, корову, хорошую одежу, два покоса, стоявшие в огороде срубы на новую избу и т. д.

IV // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Вӑкӑрӑрсем ман ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене пӗрре те тытса кӗмен.

Ваши волы пасутся на моей степи, и я ни разу не занимал их.

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Путексене ҫаран ҫинчен тытса каякан кашкӑр!..

Волк, ведущий ягнят на пастбище!..

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫӳлӗ ҫаран курӑкӗ симӗсрех, хӑва тӗмӗсемпе йӑмрасем капӑртарах тӳпе тасарах, ҫул евӗрлӗ тӑсӑлса выртакан юханшыв тасарах пек туйӑнать.

Еще зеленей кажется высокая луговая трава, пышнее ветлы и тальник, чище небо и голубее бегучая дорога реки.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Каллех Сеньӑн труби кӗрлет, параппан пӑнтӑртатать, отряд ҫаран урлӑ вар еннелле каять.

Опять гремит Сенина труба, рокочет барабан, отряд шагает через луг к яру.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл ҫаран тӑрӑх ҫӳрет, шӑрчӑксемпе лӗпӗшсем тытать: чи лайӑххисене вӑл шкула коллекци тума парӗ, ыттисене Лелькӑна парнелӗ — вӑл тӗрлӗ кӑпшанкӑсене юратать.

Он бродит по луговине, ловит кузнечиков и стрекоз: самых лучших он отдаст в школу для коллекции, остальных подарит Лельке — она любит всяких букашек.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӗсем варалла чупса анса каяҫҫӗ, ҫаран ҫине тухаҫҫӗ.

Они сбегают в яр, выходят на луговину.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лось открыткӑна айккинелле ывӑтрӗ, пӳртрен тухса ҫаран тӑрӑх ӗшне еннелле ҫул тытрӗ.

Лось швырнул открытку, вышел из дома и зашагал по лугу к роще.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑтра курӑка чалӑш хӗвел ылтӑнлатнӑ, — пӗтӗм ҫаран нӳрлӗ ылтӑнпа хӗмленсе ҫунать.

Косое солнце золотило кудрявую траву, — весь луг пылал влажным золотом.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑр евӗрлӗ, хӑйӑрлӑ лапамран, ҫурт ум енчен тӳрӗ сукмаксем ҫаран урлӑ аялалла, ӗшненелле чупаҫҫӗ, унта йывӑҫсен хушшинче кирпӗчрен тунӑ лутра ҫурт-хуралтӑ курӑнать.

От звездообразной, песчаной площадки, перед его фасадом, прямые дорожки бежали через луг, вниз, к роще, где между деревьями виднелись кирпичные, низкие постройки.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫаран ҫине сарӑ кайӑксем вӗҫсе анчӗҫ те ҫунаттисене антарса шывӑн асамат кӗперӗллӗ сирпӗнчӗкӗсен айӗнче ҫатӑлтатаҫҫӗ, аякра симӗс тӑрна-тунсӑхҫӑ вӑрӑм урисемпе тӗнкӗлтеттерсе кумса ҫӳрет.

Опустились на луг жёлтые птицы и распушились, отряхиваясь под радужным фонтаном воды, вдали бродил на длинных ногах ярко зелёный журавль-меланхолик.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лосьпа Гусев миххисене илчӗҫ те — кукша пуҫлӑ ҫулташӗпе пӗрле ӗшне еннелле ҫаран тӑрӑх аялалла ҫул тытрӗҫ.

Лось и Гусев взяли мешки, и вместе с лысым их спутником пошли по лугу вниз, к роще.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed