Шырав
Шырав ĕçĕ:
Упа пекки, пӗҫҫисене чаркаласа, вӗсем урлӑ йӗрӗнчӗклӗн пуса-пуса каҫса кайрӗ, аялти нар ҫине пырса ларчӗ, ик аллине чӑмӑртаса, юлташӗсене тав турӗ, унтан канлӗн кӑна тӑсӑлса выртрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑрттӑн тапӑннипе инкеке лекнӗ юлташӗсене чакма пулӑшас тесе офицер пулеметран персе хӳтӗленӗ, вырӑна ылмаштарнӑ чухне ӑна снайпер амантнӑ.
Изосим Башкирова халалланӑ бокс ӑмӑртӑвӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31270.html
Синопа хӑйне панӑ парнепе хӗпӗртенӗ, вӑл ӑна хӑйӗн юлташӗсене кӑтартма шутланӑ.Синопа обрадовался подарку и захотел показать его своим товарищам.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑл хӑйӗн юлташӗсене те хӑнана чӗннӗ пулӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Юлташӗсене вӑл кун ҫинчен нихҫан та пӗлтермӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ачалӑха, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсене аса илчӗҫ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Юлташӗсене Бокун паян шыв хӗрринче икӗ пӗчӗк ача тӗл пулни ҫинчен каласа пачӗ.Бокун рассказал товарищам, каких сегодня видел двух маленьких пацанов на речке.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Иван Гора хӑй юлташӗсене: «Кунти кулаксем пире провокацилеме пултарӗҫ ак. Темле пулсан та пӑшалпа пемелле мар, унсӑрӑн май килмесен ҫеҫ пеме пулать. Иккӗн, манпа пӗрле, крыльца ҫине тухӑр, винтовкӑсене хӑварӑр. Ыттисем пӳртрех ларӑр», — тесе хушать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Боецсем суранланнӑ юлташӗсене ҫӗклесе курӑк ҫине хураҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Площадка ҫинчен пилӗкӗ таранах тӑсӑлса пӑхса, вӑл юлташӗсене, аллипе сулса, хатӗрленме хушрӗ.Высунувшись по пояс с площадки, он стал махать ребятам, чтобы готовились.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ленин Петербургра пурӑннӑ питӗ ӑслӑ рабочи-слесаре, хӑйӗн ӗҫне пӗтӗм чӗререн парӑннӑ революционера, карательсен экспедицийӗ 1905 ҫулта персе пӑрахнӑ Иван Бабушкина, Туруханск крайӗнчи ссылкӑра хӑй ҫине алӑ хунӑ тӗлӗнмелле ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Иосиф Дубровинские, черносотенецсем вӗлернӗ чӑн-чӑн революци ҫулпуҫне, ытармалла мар чунлӑ Николай Баумана, полицин ӑс пӑсӑлнисем валли тунӑ больницинче пӗтнӗ Виргилий Шанцерпа таса та асаплӑ пурнӑҫӗ Красноярск тӗрминчи больницӑра татӑлнӑ питӗ пултаруллӑ Сурен Спандаряна, эмиграцире туберкулезпа чирлесе вилнӗ Екатеринослав рабочине Вилонова, Уфа тӗрминче персе пӑрахнӑ Якутов рабочи-большевика тата ытти нумай юлташӗсене аса илчӗ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин ҫаплах парти тӳснӗ ҫухатусем ҫинчен шухӑшларӗ, кӗрешӳре пуҫ хунӑ юлташӗсене аса илчӗ.Он все думал о потерях, понесенных партией; он теперь вспоминал погибших товарищей.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унӑн Свердловпа Дзержинские, вӗсем каласа панӑ тӑрӑх вара Крупскаяпа ытти юлташӗсене те, хӑйне кӳлӗ хыҫӗнчи улах вырӑнта йывӑр та кичем пулни ҫинчен шухӑшлаттарасси килмерӗ, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ туйӑмӗсене ытлашши уҫҫӑн палӑртас темерӗ.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр тапӑнчӗҫ, ун ҫинчен тем тӗрлӗ элек сарчӗҫ пулин те, вӑл кун ҫине тӳсӗмлӗн те тӑрӑхласарах ҫеҫ пӑхрӗ, ҫакӑ вара юлташӗсене тӗлӗнтерчӗ те.Его равнодушно-насмешливое отношение к бесчисленным нападкам и клеветам даже удивляло товарищей.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫапла вара вӑл, хӑй шухӑшламан ҫӗртенех, юлташӗсене хӑйне юраттарма пӗлнӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл ун чухне партири юлташӗсене уйрӑмах тимлӗн тӑрӑшса сӑнарӗ; вӗсен опытне, революцилле хӗрӳлӗхӗпе кашнин хӑйне евӗр пултарулӑхне — ораторла, литературӑлла тата организаторла таланчӗсене — тивӗҫлӗ хак пачӗ, вара вӑл, хӑй пулман пулсан, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, паллах, ун вырӑнне тӑма пултаратчӗҫ тесе пӗтӗмлетсе шутларӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тарӑхса ҫитнӗ Ней, хӑйӗн юлташӗсене ҫапла каланӑ: Наполеон «император кӑна пулас тет пулсан, ҫара ертсе пырас темест пулсан, Тюильрине кайтӑр та, командовани ӗҫне пире патӑр», тенӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузов «тусӗсенчен» тахӑшӗ пӗри Румянцева ҫапла элеклесе пӗлтернӗ: каннӑ вӑхӑтсенче Кутузов хӑйӗн юлташӗсене главнокомандующирен кулса, главнокомандующи йӑлисене туса кӑтартать, тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ялан савӑнӑҫлӑ, калаҫма ӑста, тараватлӑ ҫын, вӑл хӑйӗн юлташӗсене хӑналама нимӗҫ маркисене шеллемен; унашкал маркӑсем нумайччӗ пирӗн, вӗсене эпир нимӗҫсенчен транспорчӗ-транспорчӗпех тыта-тыта илеттӗмӗр.
Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.