Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлашки the word is in our database.
юлашки (тĕпĕ: юлашки) more information about the word form can be found here.
— Округра ирӗклӗ майпа кӗрешессипе те, чӑваш наци кӗрешӗвӗ енӗпе те ӑмӑртусем юлашки ҫулсенче питӗ сайра иртеҫҫӗ.

Help to translate

Ӗҫлес туртӑмӗ пысӑк // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... 81a%d0%ba/

Тӗш тырӑ культурисене кӗске вӑхӑтра тата тӑкаксӑр алла илесси тӗп тӗллев пулнине ҫӗр ӗҫченӗ лайӑх ӑнланать, кашнийӗ хӑйне шанса панӑ тивӗҫе туллин пурнӑҫлама тӑрӑшать пулин те, юлашки кунсенчи йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк ӗҫре чӑрмав кӳни вӗсене, паллах, шухӑшлаттармасӑр тӑма пултараймастех.

Help to translate

Вӑхӑт ӗҫе васкатма хистет // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/

Юлашки ҫулсенче муниципалитет округӗн территорийӗнче халӑх пуҫарӑвӗпе вӑя кӗнӗ ӗҫсем сахал мар.

Help to translate

Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/

Юлашки ҫулсенче ял территорийӗсене аталантарас тӗлӗшпе халӑх пуҫарулӑхӗ палӑрмаллах ӳснине куратпӑр.

— В последние годы мы видим заметный рост народной инициативы по развитию сельских территорий.

Халӑхпа пӗрле пулнинче — пысӑк вӑй // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b2a%d0%b9/

Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта юлашки ҫулсенче пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетессипе ахаль те сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ тата ҫӗнелсе улшӑнать // Светлана ПАВЛОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %82%d1%8c/

Юлашки вӑхӑтра терроризмла ӗҫсем пирки сахал мар илтетпӗр, вулатпӑр.

Help to translate

Хуҫасӑр сумка шиклентерет // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b5%d1%82/

Юлашки вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче «финанс пӗлӗвӗ» ӑнлав вӑй илчӗ.

Help to translate

Айван пулар мар // Н. ГАВРИЛОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... %b0%d1%80/

Чӑваш Енре ҫав сӑлтава пула 23 ҫынна юлашки ҫула ӑсатнӑ.

Help to translate

16 ҫула ҫитичченхисен юрамасть! // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d1%8c/

Пӗрремӗш ыйтупа илес пулсан, республика бюджечӗн тупӑш пайӗ юлашки 5 ҫулта икӗ хутчен ӳснӗ — 52,4 миллиард тенке ҫитнӗ.

Help to translate

16 ҫула ҫитичченхисен юрамасть! // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d1%8c/

Юлашки ҫулсенче аграрисем апат-ҫимӗҫре усӑ курма тата ӑна вӑрлӑх валли туса илесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрни куҫ умӗнче.

Help to translate

Тулли пучах тулли кӗреке шантарать // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... %82%d1%8c/

Анчах та юлашки вӑхӑтри ҫумӑрсем выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсене те, вырмана та чӑрмав кӳчӗҫ.

Help to translate

Мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пухса илесшӗн // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d0%bc%d3%9 ... %81%d1%88/

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, июлӗн юлашки вырсарни кунӗнче эпир Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявлатпӑр.

Help to translate

Моряксем — яланах стройра // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d0%bc%d0%b ... %80%d0%b0/

Ҫапла, «Башкирское долголетие. Туризм» программа шайӗнче ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн юлашки хут Гафури районӗнчи страус ферминче пулса курнӑ май Красноусольска маршрут йӗркеленӗ.

Help to translate

"Башкирское долголетие" - пурнӑҫ ҫинчен // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3862733

Хальхи материал, интереслӗ тематика экспозицийӗсем, чӑн-чӑн экспонатсен йышӗ юлашки 200 ҫул хушшинче ял историйӗнче хаксӑр ҫӑлкуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741

Юлашки вӑхӑтра тин эпир тӑван ҫӗршывпа республика историне кӗрсе чӑмнӑ пек пултӑмӑр.

Help to translate

Хамӑр ҫӗршывран илемли те, хитри те ҫук // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... uk-3865741

Ҫак кун яш-кӗрӗм юлашки вӑйӑ ирттернӗ.

Help to translate

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Шел пулин те юлашки вӑхӑтра ачасем шывра путса вилнӗ тӗслӗхсем республикӑра пулкаласах тӑчӗҫ.

Help to translate

Аслисемсӗр шыва кӗме юрамасть // Ольга КОРОТИНА. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d0%b0%d1%8 ... %82%d1%8c/

Вӑл ҫырла ҫитӗнтерекенсене юлашки ҫулсенче республика правительстви чылай пулӑшнине, ҫавна май фермерсен шучӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.

Help to translate

Тӗрлӗ ҫырла тутаннӑ, варени пӗҫернӗ… // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/26/%d1%82%d3%9 ... %bd%d3%97/

План хатӗрлеме, ӑна пӑхӑнма юратмастӑр тӑк, тен, ҫитес вӑхӑтра юлашки минутра йышӑну тума, лару-тӑруран тухма тивӗ.

Если предпочитаете избегать составления планов и скрупулёзное следование пунктам, то, возможно, уже в ближайшее время вам придётся принимать решения в последнюю минуту, в мгновение ока находить выход из создавшегося положения.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Фестивалӗн юлашки кунӗнче Пишпӳлек пӗвин площадкинче волейболла вылямалли ӑмӑртусенчен пуҫланнӑ, анчах ҫанталӑк япӑх пулнипе, ӑмӑртава «Парус» спорт шкулне куҫармалла пулнӑ.

Help to translate

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed