Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнса (тĕпĕ: шӑн) more information about the word form can be found here.
Тӑхӑнмалли те япӑхчӗ, ура шӑнатчӗ, йӗпе-сапара йӗпенетчӗ, сивӗре шӑнса ларатчӗ.

Help to translate

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Малтан шӑнса чирленӗ, терӗҫ.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫапла, ярӑнса эпӗ шӑнса чирлерӗм.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗтетӗн кунта ларса, шӑнса пӑсӑлатӑн!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем ӳсӗр тата шӑнса кӳтнӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ.

Они помогают пьяным гражданам и замерзшим людям.

Чӑваш Енре вытрезвителе кӑҫалах уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34176.html

Пӗр хӗр шыв ҫӳрекен пӑрӑхсене шӑнса ҫурӑласран мамӑкпа чӗркет.

Help to translate

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

«Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн ҫапла вӑл. Сывалсах ҫитеймен-ха эпӗ», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Кирук.

Help to translate

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ир еннелле чул ҫурт самай сивӗннӗ, чӳрече кантӑкӗ шӑнса ларнӑ, урайӗнче ӗнтӗркенӗ кӑвак кушак та хӑна ури вӗҫне хӑпарса выртнӑ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗнле шӑнса вилмерӗн?

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӗмпӗртен эрнелӗхе килнӗ Кӗҫтук хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӗнеке вуласа ларатчӗ — пӳрт умӗнчех шӑнкӑрав янранине, шӑнса хытнӑ юра ҫуна тупанӗ кӑчӑртаттарнине илтрӗ те чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫанталӑк шартлама сивӗ; пӑр сӑмсаран ҫил шӑхӑрса вӗрет; паспа пӗркеннӗ йывӑҫсем шарт та шарт! туса ҫурӑлаҫҫӗ; ҫерҫи вӗҫнӗ ҫӗртех шӑнса ӳкет.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лешӗ пасартан шӑнса таврӑннӑ та пылпа чей ӗҫсе ларать.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн кунта выртатӑн, шӑнса пӑсӑлатӑн вӗт, атя киле.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Атьӑр пӳрте, шӑнса вилӗр таҫта, — терӗ мунчаран тухнӑ евӗр хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ каччӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пылчӑк ҫинче сапаланса выртнӑ тимӗр татӑкӗсем, кивӗ машина пайӗсем ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ, вӗсене лумпа хирсе уйӑрас пулать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кукшапуҫ (одуванчик) ҫеҫкене ларнӑ вӑхӑтра, вӗлле хурчӗсем чечек тусанӗ (пыльца) пуҫтарма кайнисем ҫеҫке ҫинчех шӑнса вилни чылай пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ҫӑвар умӗнчи вӗри сывлӑшпа йӗпенсе шӑнса хытнӑ тумтирсем, лаша хӑмӑчӗ пек, мӑй тавра явӑнатчӗҫ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Аллисем йӗпе юрпа шӑнса кӳтсен щитсене сӗтӗрме мар, сапаланнӑ тумтирсене хытарса ҫыхайми пулатчӗҫ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed