Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пит шӑммисем сиккелесе илчӗҫ, сухалӗ кӑкри ҫине пӗрчӗн-пӗрчӗн юхса аннӑ пек чӗтреме тытӑнчӗ, вӑл куҫӗсене хӗссе, пуҫне сулкаласа пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Лена чӗтреме чарӑннӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Лена тата кӑштах ларнӑ, анчах ҫапла чӗтреме чарӑнайман.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Мышцӑсем чӗтреме чарӑнчӗҫ.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Суран хытӑ ыратмасть пулин те, хӗр ҫав тери хытӑ шӑнса чӗтреме тытӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
(Павел шӑртланса кайнипе чӗтреме тытӑнчӗ.)
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Шурӑ та ҫаврака пӗлӗтсем юмахри шыв айӗнчи кимӗсем пек вӑрахӑн шуса иртеҫҫӗ, — вара сасартӑк ҫак мӗнпур тинӗс, ҫак хӗвел ҫутине тулнӑ сывлӑш хӗвелпе ҫуталса тӑракан ҫак туратсемпе ҫулҫӑсем, — йӑлтӑртатса вӗттӗн-вӗттӗн чӗтреме пуҫлать те, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ вӗҫӗмсӗр вӗтӗ хум евӗрлӗ кӑштӑртатса калаҫнин уҫӑмлӑхӗ ҫӗкленет.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Хресчен ҫаксене пире, урӑх япала ҫинчен калаҫнӑ пекех, куланҫи туса каласа пачӗ; анчах та унӑн пӗчӗк те пӗрӗнсе кайнӑ куҫӗ ҫине куҫҫуль тумламӗ тухрӗ, унӑн тута хӗррисем чӗтреме тытӑнчӗҫ.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Ермолай, ҫак шухӑшсӑр та кӑмӑллӑ ҫын ӑна хытӑ тыткалать, киле пырсан вара ҫилӗллӗ те салхуллӑ пулса каять, — мӗскӗн арӑмӗ ӑна мӗнле юрамаллине те пӗлмест, вӑл пӗрре пӑхса илсенех чӗтреме пуҫлать, юлашки укҫипе ӑна валли эрех илет, вӑл кӑмака ҫине хӑпарса выртса вилнӗ пек ҫывӑрса кайсан, хӑйӗн тӑлӑпӗпе типтерлесе витет.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑрҫӑ ҫулӗнчи асаплӑ кунсене аса илсен тӳрех тути чӗтреме тытӑнать Валя аппан.При воспоминании о мучительных днях военного года у тети Вали сразу задрожали губы.
«Ҫын шучӗ пултӑр тесе илсе кайрӗҫ» // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.10, http://gazeta1931.ru/gazeta/8102-ch-ms-r-chik-sem-35
Хӑйӗн урисем ывӑнса чӗтреме пуҫланине ачасем ан сисчӗр тесе, Ленька ҫӗр ҫине ларчӗ.Ленька даже сел, опасаясь, как бы ребята не заметили, что у него слабеют ноги.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫук, акӑ ҫакӑн чухлӗ те хӑравҫӑ мар, — терӗ вӑл пӳрни вӗҫне кӑтартса, — анчах эпӗ пӗр пытармасӑр калатӑп: виселица ҫинчен аса илсенех, манӑн ҫан-ҫурӑм чӗтреме тытӑнать.
XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кинжал мана, ӳт татӑкне ҫаклатса, кӑшт ҫеҫ тивнӗ мӗн, эпӗ чӗтреме тытӑнсан, ӳт татӑлсах кайрӗ.Кинжал задел меня только чуть-чуть, зацепив лишь клочок кожи, и, когда я задрожал, кожа порвалась.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Манӑн ӳт-пӳ чӗтреме пуҫларӗ.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эпӗ вӗсене чӗтреме чарма пултараймастӑп.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Кивелнӗ карлӑксем чӗтреме пуҫларӗҫ, шофер машина хӑвӑртлӑхне чакарчӗ.Ветхие перила задрожали, и шофёру пришлось убавить скорость.
Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ку сӑмахсене илтсен, асламӑшӗн аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ, вӑл хыпӑнса ӳкрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Купцан алли-ури чӗтреме тытӑнать, савӑннипе вара: «Акӑ ҫав «кӗрен чечек», ҫут тӗнчере кунтан хитри те ҫук, ҫакна ыйтать те ӗнтӗ ман кӗҫӗн хӗрӗм», тесе кӑшкӑрса ярать.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Тутисем чӗтреме пуҫларӗҫ, аллинчи чӗлӗмӗ урайне тухса ӳкрӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Старик ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, ҫаннипе тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ, анчах ҫаплах чӗтреме чарӑнаймасӑр: — Ман патӑма ҫывӑха килме хӑйнӑ пулсан кӑтартнӑ пулӑттӑм эп сана… Эпӗ сана пӗрре тапсах вӗлерсе пӑрахнӑ пулӑттӑм… — терӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.