Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаксене курсан, тинех чун кӗнӗ пек туйӑнчӗ Власа, шӑртлӑ ҫӳҫӗ хусканкаласа илчӗ.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӑйсен общежитийӗнчен койкӑпа тӳшек-минтер йӑтса килсе чун кӗртрӗ пӳлӗме.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫын умӗнче мӑшкӑл куриччен унашкал чун темскер тума та хатӗр.
Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Юлашкинчен аптӑранӑ хӗрарӑм мӗнпур чун тарӑхӑвне хут ҫине ҫырас терӗ, ҫыру ҫырса пама ансатрах пек туйӑнчӗ ӑна.
Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Мӗнпур чун хавалӗпе радисткӑна пулӑшнӑ пек, шӑлне ҫыртса, паҫӑрхи сӑмахсене пӑшӑлтатрӗ: «Упа тытрӑмӑр…»
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӑна шыраса тупмасӑр чун лӑпланас ҫук ман.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Хамӑр колхозниксене чун усрамалӑх тырӑ парасчӗ тени салатни пулать-и?
Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Куҫпа курмасӑр чун тӳсмест вӗт-ха.
Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Чун юратать пулсан, мӗншӗн ӑна уҫҫӑнах калама именмелле-ха?
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тинех чун кӗчӗ Соньӑна.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сеялкӑсемпе сӳресем кӑкарнӑ кустӑрмаллӑ тракторсем тӑрӑлтатса хире чун кӗртеҫҫӗ.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӗнтӗ коммунист пулсан, ӗлӗкхи чун савнине те чуптума юрамасть-шим?
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӗвел шевли шыв ҫийӗнче йӑлтӑртатса вылять, унта тӗрлӗ япаласем, чӗрӗ пек, ишсе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем ҫавӑншӑн питӗ савӑннӑ темелле: калушӗ те, ывӑсӗ те, йӗтӗрӗ те, йывӑҫ кашӑкӗсем те, пуканӗсем те хӑйсене чун кӗнӗн туяҫҫӗ шывра.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Чун сисрӗ эсӗ килессе, Ваҫук! — вӑйлӑ ҫил ҫӗклесе илнӗ пек хускалса, качча мӑйӗнчен ыталарӗ Натиш.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Эпӗр ак, Уканьпа иксӗмӗр, икӗ мӗскӗн чун, пӗчченлӗхе хӑнӑхнӑ та, мӗн виличчен ҫапла хуран кутӗнче кӑштӑртатса ирттеретпӗр пуль ӗмӗре.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫырмари йӑмрасем ҫинче кивӗ йӑвисене тупнӑ хура кураксем каҫса кайса шав тӑваҫҫӗ, ҫут тӗнчере вӗсенчен телейлӗ чун урӑх ҫук та тейӗн.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Упӑшки, чун патӗнчи ҫывӑх юлташӗ, сывӑ пуҫпах таҫти аякри ҫӗрте тӑван килйышӗнчен уйрӑм пурӑннӑ иккен.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тӗрлӗ ҫын пур ялта, тӗрлӗ кӑмӑл, тӗрлӗ чун — ял Совет председателӗн кашнин кӗввине пӗлмелле, кашнинпе калаҫма сӑмах тупмалла.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Вӑрҫӑ чарӑнсанах ҫитсе куратӑп асаттесен ҫӗршывне, чун ҫавӑнталла туртать, Хӗветӗр.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Мӗнле тӳсет-ши тамӑк шӑтӑкне хӗсӗннӗ этемӗн пӗчӗк пуҫӗ, чӑмӑртан пысӑк мар чӗри чун тарӑхнипе епле кӑна ҫурӑлса каймасть-ши?..