Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫпе (тĕпĕ: хӗҫ) more information about the word form can be found here.
Сылтӑм аллипе вӗсем аркатуллӑ сивӗ ҫулӑмпа сирпӗнекен бронза чӑмаккисем ывӑтаҫҫӗ, сулахай аллипе ӳсӗрсемпе ӑссӑрсене хӗҫпе тиреҫҫӗ те касаҫҫӗ.

Правою рукою они бросали бронзовые шары, разрывавшиеся холодным, разрушающим пламенем, левою рукою погружали меч в пьяных и безумных.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Манӑн пуҫ уҫӑ, манӑн кӑкӑр — ҫара; эпӗ суя сӑмах калас тӑк мана хӗҫпе чиксе вӗлерӗр.

«Моя голова открыта, моя грудь обнажена, — поразите меня мечом, если я скажу ложь.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳперен аннисем вӗсене хӗҫпе касаҫҫӗ, вӗсен ӑнне-тӑнне арпаштараҫҫӗ: Аолсен ҫарӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ, — пӗр-пӗрне тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ.

Пришельцы поражали их мечами и наводили помрачения: войска Аолов сражались между собой, принимая друг друга за врагов.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле вӑй пуҫтарнӑ пӗлӳҫӗ Олег: Хурах хурри пулнӑ таврашӑн Вутпа та, хӗҫпе те, аҫа ҫиҫӗм пек, Усал хусара тавӑрасшӑн.

Как ныне сбирается вещий Олег Отмстить неразумным хозарам: Их села и нивы за буйный набег Обрек он мечам и пожарам.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт тӗрлешнӗ тӗлте, такам ҫинҫе ылтӑн хӗҫпе сулса илнӗ евӗр, шевле ялтӑртатса сӳнчӗ.

Далеко, на самом краю неба, вспыхнула зарница, будто кто-то взмахнул тонким золотым клинком.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫапах та тӗрме ҫыннисем ӑна ӗненмерӗҫ, юри тӑвать тесе саламатпа, хӗҫпе хӑратрӗҫ.

А те, кто допрашивал, не верили ей, обвиняли в притворстве, угрожали плетьми, шашкой.

III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Хӗҫпе ытларах ӗҫлӗр.

Действуйте холодным оружием.

ХII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Мигель килне виҫӗ ҫӗнӗ суран, хӗҫпе каснӑ икӗ суран, пӑшалпа пенӗ пӗр сурӑн тата салтаксене паракан укҫаран пухнӑ икӗ ҫӗр реал укҫа илсе тавӑрӑннӑ.

Мигель привёз домой две новые колотые раны, одну огнестрельную и двести реалов, скоплённых из солдатского жалованья.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Кирек хӑш офицер та ӑна, урамра курсан, персе вӗлерме е хӗҫпе касса пӑрахма пултарать.

Любой офицер мог застрелить или зарубить его шашкой, если увидит на улице.

Смольнӑя // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Урайӗнче, тӑрӑх сак ҫумӗнче, икӗ ҫулхи ачана хӗҫпе урайне пӑталаса хунӑ.

На полу, возле тахты, лежал убитый двухлетний ребенок.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сасӑсем тӑрӑх эпӗ парти ячейкин секретарӗ килнине пӗлтӗм, ӗҫе юратакан ҫын вӑл, хӑй питӗ хавшак; станичнӑй председателӗн сасси янӑрать — коммунист вӑл, ӗлӗк партизанра ҫӳренӗскер, хӑйне белогвардеецсем хӗҫпе урлӑ та пирлӗ каскаласа пӗтернӗ.

По голосам я узнал: пришли секретарь партийной ячейки, чрезвычайно деловой и несколько суматошный человек, и председатель станичного совета, это был басовитый мужчина, коммунист, бывший партизан, вдоль и поперек иссеченный белогвардейскими шашками.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл йӗнер пускӑчӗсем ҫине тӑрса ҫӗкленчӗ те хӗҫпе сулса: — Кунта! Ман хыҫран! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Он поднялся на стременах и, взмахнув саблей, закричал: — Сюда, ребята! За мной!

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Сахал мар та, анчах Романьере пит ҫинче хӗҫпе каснӑ суран йӗрлӗ, сулахай алли чӑлах та кӑвак куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ ухсах ҫынсем нумаях мар ҫав.

— Да, но в Романье вовсе уж не так много людей с хромой ногой, со следом сабельного удара на щеке, с левой рукой, израненной, как ваша, и с голубыми глазами при таком смуглом цвете лица.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ку вӑл тахҫан — ӗлӗк хӗҫпе касса тунӑ суран пулнӑ пулас.

По-видимому, от удара саблей.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Унӑн пичӗ ҫинче хӗҫпе каснӑ пысӑк суран ҫӗвви пур пек астӑватӑп эпӗ.

На лице у него большой шрам от сабельного удара…

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Командир хӗҫпе тураса тӑкнӑ постромкӑсем ҫине пӑхса илчӗ, ҫывӑракан хӗрачана хул айне хӗстерсе хӗрарӑмсем патне, лав ҫине илсе кайса вырттарчӗ.

Командир взглянул на обрубленные постромки, крякнул, подхватил спящую девочку под мышки и положил на подводу с бабами и овцами.

XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Кӳршӗ качакисем янтӑ улӑма мӗн хӗле кӗнӗренпех вӑрӑ-хурахла ҫаратса пурӑннӑ итем ҫинче хӗҫпе тураса тӑкнӑ ҫынсем йӑваланса выртни ӑна пурнӑҫра пулма пултарайман япала пек, хӑрушӑ тӗлӗк пек туйӑнчӗ.

Казалось небывальщиной, сном, чтобы на гумне, где постоянно разбойничали соседские козы, обдергивая прикладок соломы, теперь лежали изрубленные люди.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Кубань казакӗ, йӗнер ҫинчен пӗшкӗнсе, юр ҫинче упаленекен продотрядника хӗҫпе урлӑ-пирлӗ турама тытӑнчӗ.

а кубанец, свисая с седла, крест-накрест рубил ползавшего в корчах продотрядника…

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Ик енӗпе те ҫивӗч вӑрӑм хӑмӑшсем, авӑна-авӑна илсе, пӗр-пӗрне хӗҫпе каснӑ пек касаҫҫӗ.

Камыш пригнулся и словно посветлел, узкие листья с обоюдоострыми краями полосуют друг друга.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed