Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмӑн (тĕпĕ: хӗрарӑм) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмӑн сулахай алли Павӑлӑн сылтӑм алли айне лекрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавӑнпа мана хама та ҫамрӑк хӗрарӑмӑн диагнозӗ иккӗлентеретчӗ, — терӗ Малкин.

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳре шыҫҫипе выртакан ҫамрӑк хӗрарӑмӑн кураторӗччӗ Эльгеев.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Трахома ҫук ку хӗрарӑмӑн.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев карболка шӗвекӗпе пӳрне вӗҫӗсене йӗпетрӗ те ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫ хупанкисене тавӑрса пӑхрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шатраллӑ тиф е тата ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр хӗрарӑмӑн тромбофлебит пуҫланать… — Соньӑна палламан пек пулса, профессора куҫран пӑхрӗ Павӑл.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Физика законне пӑхӑнса, пуҫхӗрлӗ ҫӗкленӗ хӗрарӑмӑн хӗрлӗ юн пӗрчисем ал-урисенчен куҫса пуҫри пушаннӑ юн тымарӗсене тӑвӑнасси тӗрӗсех, — тесе шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эльгеев.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Крыльцара хӗрарӑмӑн упӑшкине тӗл пулчӗ вӑл.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ятламасӑн макӑрасси килчӗ: ҫак вӑхӑтра амӑшӗ кашни кунах ӗне сӑватчӗ, темле чухӑн пурӑнсан та унӑн, тӑлӑх хӗрарӑмӑн, ҫав савӑнӑҫӗ пурччӗ, ак Урасмет ӗнене ҫавӑтса тухса кайнӑ хыҫҫӑн карчӑкӑн вӑл савӑнӑҫ та ҫук ӗнтӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ӑшра кулса илчӗ — кур-ха, ҫак пӗчӗк хӗрарӑмӑн мӗн чухлӗ вӑй, мӗн чухлӗ хаярлӑх, мӑрса арӑмӗ темерӗн!

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картиш енчен арӑмӗ ӳленӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ — хӗрарӑмӑн кирек мӗнле инкеке те час туякан чӗри кил-йыш пурнӑҫӗнче темле пысӑк инкек пулнине сиссе илчӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмӑн хӑмпи пысӑк — кун каҫа хӑнт та тумасть вӑл, тӳсет — арҫын пек мар, — терӗ такам, ҫинҫешке сасӑллӑскер.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ те ӳссе кайнӑ иккен.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кам ачи пулӗ вара вӑл: манӑн-и е ют хӗрарӑмӑн.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫав пӗчӗк хӗрарӑмӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗсене илтсен, гимназист пичӗсем тӑрӑх йӑл кулӑ чупса иртрӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев, ку хыпара илтсен, хытӑ куляннӑ, анчах ывӑлӗ патне сивӗ сӑмах ҫырман, амӑшне те пӗлтерме хушман: хӗрарӑмӑн чӗри ҫемҫе — чӗлхи хавшак.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ни хӗрхенсе, ни макӑрса сӑмах уҫни пулмарӗ — ҫав тери пысӑк хуйхӑ пырса ӳкни ик хӗрарӑмӑн ӑш вӑркавне пӗрлештернӗ: «Михала мӗн час ҫаврӑнса килеймерӗ ҫак», — терӗҫ кӑна иккӗш те.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шурӑ ҫын урисем патӗнче ҫаврӑнса выртнӑ чӑмакка хӑраса ӳкнӗ чӗрӗпе аса илтерет; хӗрарӑмӑн ӗсӗклевлӗ пӑшӑлтатӑвӗ тӗшмӗшле хӑравпа янӑрать; хӗр, ахӑртнех, Стара тӳпере кичемленсе ҫитнӗрен ҫӗр ҫине аннӑ мӗнле те пулин турӑ вырӑнне йышӑнать.

Комочек, свернувшийся у ног белого человека, напоминал испуганного ежа; всхлипывающий шепот женщины звучал суеверным страхом; возможно, что она принимала Стара за какого-нибудь бога, соскучившегося в небесах.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Ҫав кӑшкӑрупа хӗрарӑмӑн хыпаланчӑк куҫӑмӗ хушшинче, — вӑл тӗмсен ӑшне чӑмрӗпе пӗрех ӗнтӗ, — уҫӑмсӑр ҫыхӑну пурри Стара иккӗлентермест.

Неясная для него, но несомненная связь существовала между этим криком и быстрыми движениями женщины, нырнувшей в кусты.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Хӗрарӑмӑн тулли, ыйхӑллӑ ӳтне пӗлес килнин туйӑмӗ сивӗ шывпа ҫӑвӑннӑн вӑй кӗртрӗ.

Любопытство освежило ее грузное, недоспавшее тело, как умывание холодной водой.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed