Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнӑ (тĕпĕ: хӑпар) more information about the word form can be found here.
Пӗррехинче пусмапа чупса хӑпарнӑ хушӑра лайӑх илтрӗ вӑл, ун ашшӗпе, III Василипе, никамран та ытла эпӗ туслӑ пурӑннӑ тесе мухтанакан Василий Васильевич Шуйский хӑйпе калаҫса тӑракан тепӗр боярина: «Питӗ хаяр ача вӑл. Ӳссен мӗнле патша пулӗ», — тесе хучӗ.

Help to translate

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ӗнтӗ чылай ҫӳле хӑпарнӑ.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк кӗпер урлӑ каҫса вӗсем шыв леш енчи сӗвек вырӑна пырса тухрӗҫ, тата кӑшт сӑрталла; хӑпарнӑ хыҫҫӑн часах вӗсен умне мӑкланса кайнӑ хӗрлӗ чул стеналлӑ кремль тухса тӑчӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Князь! — терӗ Захарьин кунта ыттисем хыҫҫӑн юлан утпа хӑпарнӑ Палецкие.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче ҫамрӑк арӑм Казанка шывӗ хӗрринчен икӗ чӗреспе шыв ӑсса хӑпарнӑ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кремль патне ҫӳлелле хӑпарнӑ чухне мӑрсан ҫуна ҫинчен те анмалла пулчӗ — юр кайса пӗтнӗ вырӑнта ларса пыма намӑс, — ҫынсем кремле юлан утпа та тӑрантассемпе ҫеҫ кӗреҫҫӗ.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫар ҫыннисем малтан тӗлӗнчӗҫ: «Ку пӑлхар ачи мӗнле хӑпарнӑ чул ҫине?»

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Сӑрталла хӑпарнӑ чух тӑнне ҫухатнӑ-ҫке хӗрарӑм — ку та физика законӗ: пуҫӗ ҫӳлерех пулнӑ вӑхӑтра юн ура тымарӗсене тӑвӑннӑ…»

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Килтен чипер тӑн-пуҫпах тухрӗ, халь акӑ — сӑрталла хӑпарнӑ чух — калаҫайми те пулчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Разин отрячӗ Чӗмпӗр енчен Атӑл хӗррипе хӑпарнӑ», — вуларӗ Павӑл.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӗвел хӑпарнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ваҫҫа пусма тӑрӑх ампар тӑррине хӑпарнӑ.

Вася влез по лестнице под крышу амбара.

Кушак ҫури // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 6–7 с.

— Нурлата икӗ кун кайрӑмӑр, Аксуна — пӗр кун, Алексеевскине ҫитес ҫук, — шутласа пырать Эльгеев, сӑрталла хӑпарнӑ чух лаша хыҫҫӑн чупкаласа.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Некрасов урамӗпе хӑпарнӑ чух сулахай енче трактир пурччӗ, унта кӗрсе апат ҫиес тӗнӗччӗ Павлуш.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах вӑл, путсӗр анархист, хӑйӗн отрячӗпе «Миссури» пӑрахут ҫине ларнӑ та Сӗнтӗрвӑрри тӗлне хӑпарнӑ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗррехинче, арамӗ патӗнчен тухса Сандецкий ҫурчӗ патнелле хӑпарнӑ чух, Михаил Эльгеев Александр Федорович Федорова тӗл пулчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппӑшӗ Кайриҫырмаран шыв ӑсса хӑпарнӑ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Соня верандӑна хӑпарнӑ вӑхӑтра, урамри хапхаран такамсем шакканӑ, Матильда пурӗпӗр хапха уҫма тӑнӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кун пек вӑрӑм ҫула тек тухаймӗ: сӑрталла хӑпарнӑ чух пашкать, сывлӑшне ҫавӑраймасть.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сарлака крыльца умӗпе хӑпарнӑ чух, сылтӑм енчи кантӑкра хӑй ҫути пуррине астурӗ Тоскинеев.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed