Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑма the word is in our database.
хӑма (тĕпĕ: хӑма) more information about the word form can be found here.
Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турӑш кӗтессинче мӗн пуррине уйӑрса илме май ҫук: те турӑ кӗлеткисем вӗсем, те хӑрӑмпа юриех вараланӑ хӑма таткисем.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫисем сӑмавар лартма шухӑшламаҫҫӗ пулсан, сӑмахне вӑл хӑй пуҫласа ярать: — «Ара, сирӗн хӑма чей ҫук-им? Е сӑмаварӑр шӑтӑк-и? Сахӑртан татӑк пурӑнмастӑр пуль-ҫке? Кивҫен пӗрер стакан пыл парас мар-и?..» — тата темтепӗр ыйтма тапратать вӑл.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Карти-хури кивелнӗ, юписем чалӑшнӑ, хӑма хапхасене ҫил хапхасемпе улӑштарнӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулаш енчен хӑмӑр хӑма ҫапнӑскер, таврари ытти ҫуртсенчен уйрӑм ларнипе ҫеҫ палӑрса тӑрать темелле.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫине хӑма витнӗ, сӑмалӑпа сӗрсе тухнӑ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь эпӗ хӑма ҫуракан заводра ӗҫлетӗп.

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑма ҫуракан заводра ӗҫлетӗп.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Слободаран инҫе мар вырнаҫнӑ хӑма ҫуракан завод кӑшкӑртрӗ.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ури айӗнче ҫирӗп хӑма.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахмет, урине сӑтӑрсарах утаканскер, хӑма пуҫӗ ҫине такӑнса, сирпӗнсе кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗре патак ҫапса кӗртрӗмӗр, патак ҫине хӑма татки ҫирӗплетсе хутӑмӑр, хӑма варрине пӑта ҫапса сехет варри турӑмӑр.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Тепӗр енче ватӑ йӑмрасем ҫинче тӗрлӗ хӑма, толь татӑкӗсенчен ҫумӑртан пытанмалӑх штабсем майлаштараттӑмӑр.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хӑй вара Кулян кутамккинчен панулмисене вӑр-вар кӑларса саваламан вӑрӑм хӑма сӗтел ҫине илемлӗн вырнаҫтарса тухрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пылак сӗткенпе тулса ҫитнӗ пахча ҫимӗҫсем йӑваннӑ кутамккаран хӑма сарнӑ пульница урайӗпе именсе, вӑраххӑн кӑлтӑртатса айккинелле тара пуҫларӗҫ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Машина ҫӗкленчӗ, пӑр ҫурӑкне лекнӗ урапа айне хӑма та хума май пулчӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫур сехет те иртмерӗ, кайнисем хӑма та, пӗрене те йӑтса таврӑнчӗҫ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Хура кӗркунне ҫырантан аякра мар пирӗнпе тӗлме тӗлех, хӑма та пӗрене купаланса выртатчӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Тепрехинче тӑватӑ машинӑпа пӗрене те хӑма, тӳпе каштилӗх — вӑрӑм лиҫван, тӑрӑлӑх тимӗр килсе выртрӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Санька аппа сӗтел ҫине пӗр енӗ хуралнӑ хӑма татӑкӗ хучӗ, ун ҫине ҫӗрулми чукунне лартрӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed