Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Сирӗн мана уйрӑммӑнах хыпар каламалли пур-и? — тесе ыйтрӗ вӑл манран.— Имеете ли вы мне сказать что-нибудь особенно важное? — спросила она меня.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эсир Лиговская княжнана качча илет теҫҫӗ, чӑнах-и ҫав хыпар? — тесе ыйтрӗ вӑл манран.— Правда ли, — спросил он, — что вы женитесь на княжне Лиговской?
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Княгиня хӑйӗн хӗрне фортепьяно патне кӗртсе лартрӗ, пурте унран мӗн те пулин юрласа парасса кӗтеҫҫӗ, эпӗ нимӗн те шарламарӑм, шавланине пула, Верӑпа пӗрле чӳрече патне кайса тӑтӑм, вӑл мана пире иксӗмӗре те хака тӑракан хыпар пӗлтерӗп, тенӗччӗ…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эппин, каласа парӑр-ха мана мӗнле те пулин пӗр-пӗр ҫӗнӗ хыпар?
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сиртен хыпар кӗтсе юлатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку хыпар мана питӗ савӑнтарчӗ: вӑл мана унӑн ҫырӑвӗсене пичетлеме ирӗк парать.Это известие меня очень обрадовало: оно давало мне право печатать эти записки.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Федотов ҫулсем ҫинчи йывӑр ҫапӑҫура пулни ҫинчен хыпар пӗтӗм аэродромӗпех хӑвӑрт сарӑлчӗ.Весть о том, что Федотов ведет тяжелый бой над дорогами, быстро пронеслась по аэродрому.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Черетри пирвайхи ҫынсем комиссие кӗрсе тухсан, комисси ытла хытах пӑхманни, питех тиркесе тӑкманни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Санаторире истребительсемпе вӗҫме ӗмӗтленекен урасӑр ҫын пурӑнни ҫинчен калакан хыпар санатори тӑрӑх ҫиҫӗм пек сарӑлчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кунтанах Владимир ҫара кайни ҫинчен хыпар ҫитнӗ.Через несколько дней узнали они, что Владимир уехал в армию.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах та эпӗ обществӑран татӑлса пӗччен пурӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине пуссассӑн, графиня хӑйӗн упӑшкипе ҫу каҫма ялне килесси ҫинчен хыпар сарӑлчӗ.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл, Силвио нимӗнле хыпар та ямарӗ-ха, тесе пӗлтерчӗ.Он отвечал, что об Сильвио не имел он еще никакого известия.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл ҫырӑва эпӗр, ӑна ҫыракан хӑйӗн вилнӗ тусне асӗнче пархатарлӑ тытса тӑнине тата иккӗшӗ ытах та туслӑ пулнине кӑтартакан хаклӑ хут вырӑнне хурса, унӑн тусӗн пурӑнӑҫне ҫителӗклех кӑтартса паракан хыпар вырӑнне хурса, нимӗн улӑштармасӑр, нимӗн асӑрхаттарнисемсӗр, ҫаплипех пичетлетпӗр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫак шухӑшпа эпир Иван Петрович Белкин ҫинчен унӑн чи ҫывӑх хурӑнташӗнчен, унӑн пурлӑхне йышӑннӑ Мария Петровна Трафилинӑран ыйтсаттӑмӑр; анчах та унӑн пире нимӗнле хыпар та пама май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӑл Белкина пачах та пӗлмен-мӗн.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Эпӗ вӑл кам иккенне, мӗнле ҫын иккенне пӗлместӗп, анчах ӑна ҫав ҫӗнӗ хыпар ҫинчен пӗлтеретӗп.Я еще не знаю, что он собой представляет, но делюсь с ним новостью.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл ҫав тери тӗлӗнмелле тата пулма пултарайман сӑмах-хыпарсем ҫуратать, кашни эрнерех вӑрҫӑ хӑҫан пӗтесси пирки ытла та оптимистла калаҫаҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ сӑмаха пурте хавасланса йышӑнаҫҫӗ, вӑл пӗринчен теприн патне куҫать, вара тӗрмере ҫӗнӗ тӗлӗнмелле хыпар сарӑлать, — ӑна ҫав тери ӗненес килет.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӑна ӗнтӗ Елинексем патне чупса кайса пӗр-пӗр пӗчӗк хыпар пӗлтерме кӑна мар, пысӑкрах ӗҫсем те хушма юранӑ.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Часах Пепи те Польшӑра вилни ҫинчен хыпар ҫитрӗ.
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тепӗр кунне вӑл ҫӗнӗ хыпар илтнӗ — мана виличченех хӗнемен иккен, анчах асаплантарнине тӳсеймен те камерӑра ҫакӑнса вилнӗ.А на другой день новая весть – я не забит до смерти, но не вынес пыток и повесился в камере.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953