Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлпулу the word is in our database.
тӗлпулу (тĕпĕ: тӗлпулу) more information about the word form can be found here.
Шупашкарта мар, Хусанта пӗрремӗш тӗлпулу йӗркеленӗ чӑваш блогерӗсем тутар тусӗсемпе тӗл пулса пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсемпе темӗнччен калаҫрӗҫ.

Help to translate

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

«СВ-ПРЕСС» Издательство ушкӑнӗн ертӳҫи Александр Вражкин уява пухӑннисене Константин Иванов тата Нарспи сӑнӗллӗ календарь парнелесе тухни ку ҫурхи пӗрремӗш уяв кӑна мар, Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнине ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Ҫемьепе нумайлӑха асра юлакан тӗлпулу йӗркелӗр.

Организуйте уютную семейную встречу, воспоминания о которой будут долго радовать всю вашу семью.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак тӗлпулу малтан Виктора ҫав териех хумхантарчӗ.

Предстоящая встреча глубоко взволновала Виктора.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗрарӑмсене кӗтмен кӑмӑллӑ паллашу, парне е романтикӑллӑ тӗлпулу кӗтет.

Сейчас женщин ожидает приятное неожиданное знакомство, сюрприз или романтическое свидание.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Туссемпе тӗлпулу ӑнӑҫлӑ иртӗ.

Встреча с друзьями пройдёт удачно.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Телейсӗр пулчӗ пирӗн тӗлпулу

Help to translate

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Тутӑрне пӗркенсе, тӗлпулу хистесе Кӗтейетчӗ мана сар пике!

Help to translate

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Ҫав тӗлпулу паянхи пек ман куҫ умне тухса тӑчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапах чун темӗнле тӗлпулу пуласса сисет, чӗре такама, палланӑ та ҫывӑх юлташа курасса шантарса тапнӑн туйӑнать.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Пӗлместӗп: шухӑшӑм шухӑшласа кӑларчӗ-и ӑна, е тата уйӑх каяллахи тӗлпулу хыҫҫӑн пулчӗ-и вӑл — анчах тимӗрҫӗ сӑнарӗ юлашки кунсенче пӗр вӗҫсӗр куҫ умне тухать те, манӑн ун ҫинчен ыттисене те каласа парас килет.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ку тӗлпулу чипер вӑхӑтра пулнӑ пулсан, ашшӗпе ывӑлӗ савӑнсах ыталанӗччӗҫ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Химик-Август» командӑпа Ульяновскри «СШ-Волга» хушшинчи тӗлпулу ҫивӗч иртрӗ.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Хаҫатҫӑсем йӗркеленӗ тӗлпулу вӗренекенсемшӗн усӑллӑ пулнине шанас килет.

Help to translate

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Ырӑпа ӑмсанмалли кӑна юлать», – Хапӑсри шкулта пулнӑ май ҫак шухӑш мӗн тӗлпулу тӑршшӗпех пуҫран каймарӗ.

Help to translate

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Шӑпах та уҫӑ калаҫу евӗр иртрӗ тӗлпулу.

Help to translate

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Уҫӑ тӗлпулу вӑхӑтӗнче калаҫса килӗшнӗ кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Альберт Каримов.

Help to translate

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Сӑмах май, тӗлпулу тӗлне библиотека ӗҫченӗсем Нина Мануиловнан кӗнекисен куравне уҫнӑ.

Help to translate

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

- Ку ӑшӑ тӗлпулу, пачах та иккӗленместпӗр, пирӗн воспитанниксен асӗнче чылайлӑха юлӗ.

Help to translate

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Тӗлпулу хаваслӑ викторинӑпа вӗҫленчӗ.

Help to translate

Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed