Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Эпир Феран шывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче тапранса тухрӑмӑр, Иерусалима кайнӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑ аллине туйсах пытӑмӑр, ҫул пуҫламӑшӗнченех Вӑл пире тӗрлӗрен тӑшманран хӑтарса пычӗ, ҫапла эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.