Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗ (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Мулкачӗсене хӑй пӗлекен каштаран ҫакрӗ те пӳртре такамсем хыттӑнах калаҫнине итлесе тӑчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юрататӑп эпӗ фронтран килекен ҫырусене вулама, — Нина, Хӗветӗрӗн аппӑшӗ, шӑллӗ евӗрлех хӗсӗкрех куҫлӑскер, кӗске пальтӑвӗ ҫийӗн усӑнса тӑракан тутӑр ҫӳҫисене юсакаласа, тӑрпасӑр лампа умнех пырса тӑчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урамра кӑштах чарӑнса итлесе тӑчӗ Мария Тимофеевна.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кантӑр шӑрши сарӑлнӑ лупасайӗнче каҫченех ӗҫ вӗресе тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен хӑй мӗн илтнине каласа пӗтерчӗ те Ҫинкка, каска ҫинчен ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫпа мунча кӗртсех ярасшӑн сире, — кӗтессерех кайса тӑчӗ те чикарккӑ пӗтӗрсе, туртса ячӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫлекенсем патне яланхи пекех ҫӑнӑхланса пӗтнӗ тумӗпе Иван пичче кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӑпӑл-хапӑл тумланкаласа, алӑк патне чакса тӑчӗ, алӑк хӑлӑпне ярса тытсан тин сывлӑш ҫавӑрса илчӗ:

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗпи айӗнче пӑрҫа ҫыртнӑ пек, шартах сикрӗ Сантӑркка, ҫӗҫҫине чӳлмеке хурса, ури ҫине тӑчӗ:

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ ним калаймасӑр пӳлӗнсе тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вутту ҫунса пӗтет, кӑмакуна асӑрха, — хӑй, тӗлӗнмелле япала курнӑ евӗр, кӑмака умӗнче ҫутӑ вылянине пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхса тӑчӗ Ҫимун.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртӗр, иртӗр, — малтанах ӗлӗкхи тусне мӗнлерех кӗтсе илме аптӑраса тӑчӗ Ҫимун, умри пир саппунӗпе аллине шӑлкаларӗ те Архип Григорьевича ларма пукан сӗнчӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑн чул ылтӑна курсан, тӗлӗннӗ халӑх пӗр вӑхӑт пӑшӑл-пӑшӑл калаҫса тӑчӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле этемччӗ! — юлашки юлнӑ эрехне ӗҫсе ярсан, Хумкка ура ҫине тӑчӗ:

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ Хумкка ҫине Ҫимун, унтан татах ыйтрӗ:

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлтен ҫӑвакан юрпа пӗрле йӗри-тавра милӗк шӑрши перекен мунча кӗлӗ вӗҫсе тӑчӗ вӑл ӗҫленӗ чух.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ пӗчӗк куҫӗсемпе Ылтӑн Петрукӗ, темскер пӗлесшӗн пулчӗ:

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, мӗн пулса иртнине тинех ӑнланса илнӗ пек, ик аллине сулса, сӗтел умне пырса тӑчӗ:

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, Иван, кин патне кӗмерӗн-им? — тем аса илнӗ пек, ывӑлӗн куҫӗнчен пӑхса тӑчӗ амӑшӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed