Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуп тумтир аркине ҫӗклерӗ те йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ, пачах та пачӑшкӑсене тӑхӑнма тивӗҫ мар, йӑлтӑркка йӗм кӗсйинчен «Епархиальнӑй ведомостьрен» ҫурса илнӗ хутпа чӗркенӗ икӗ колода карт туртса кӑларчӗ.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауман хӗрлӗ пуставпа тыттарнӑ хӑйӗн картусӗпе кӗрӗкне тӑхӑнма васкарӗ, Рюк-Рюгенау баронессӑсем — сывпуллашмасӑр! — тухса кайнӑ хыҫҫӑн алӑка кӑшт хупса, алӑк патнерех куҫса ларчӗ.
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шурӑ кӗпе тӑхӑнма пӑрахсан шараҫ текех кирлӗ пулмарӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Анат енчи чӑвашсем улача кӗпесене анатрисенчен чылай каярах тӑхӑнма пуҫланӑ пулнӑ — арчасенче ухтарса ӗлӗкхи шурӑ кӗпесем, эрешсем ҫителӗклех тупнӑ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
«Ман вӗренме каймалла — тӑхӑнма тумтир ҫук. Килте кӑвак тӑла тӗртрӗҫ, пусрӗҫ. Ҫав тӑларан ҫӗленӗ пальтопа институт пӗтертӗм», асӑнать пӗр ватӑ учительница.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Шурӑ тумсем тӑхӑнма пӑрахсан пулнӑ ку.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ҫавӑн чухне пир кӗпе тӑхӑнма та пӑрахрӗҫ.
Малтан калани // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Эсир рабочисен хваттерӗсене кайса ҫӳреме ан ӳркенӗр-ха: мӗнпур ачасенчен ҫуррине урайне яма ҫук — урисене тӑхӑнма нимӗн те ҫук вӗсен.Вы б потрудились пройти по рабочим квартирам: половину ребят на пол спустить нельзя — обуви нет.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Анчах Лёня, унпа пӗрле чух, чӗп амӑшӗ пекех: ҫухине те тӳмелет, урине те ашӑрах тӑхӑнма хистет.— Но Ленчик над ней чисто клуша: воротник застегнет, ботинки потеплей заставит обуть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл хӑрах ура ҫинче сиккелесе тӑхӑнма пуҫларӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вӑл хӑйӗн пӳлӗмне урӑх тумтир тӑхӑнма кӗрсе кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ырӑ купца ҫав ҫӗрре сылтӑм аллинчи качи пӳрнине тӑхӑнма кӑна ӗлкӗрнӗ, хайхискер хӑйӗн пысӑк ҫурчӗн хапхи умне пырса та ҫитет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Лю Гуй-лань ялти ытти хӗрсенчен, чи малтан, кивӗ япаланах типтерлӗ ҫӗлесе тӑхӑнма пултарнипе уйрӑлса тӑнӑ.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пирӗн тӑхӑнма ҫӗлӗк те ҫук.
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Бригада начальникӗ, урисене кан ҫинчен усса, пушмакӗсене тӑхӑнма пуҫларӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Шӑлавар ҫӗлесчӗ унран! — кӑшкӑрчӗ пӗри, хӑй ҫине ним тӑхӑнма ҫук ҫын.— Наделать бы из него штанов! — воскликнул человек, у которого нечего было надеть.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче Япони жандармин начальникӗ пулнӑ Морий Таропа пӗрле вӗсем иккӗшӗ те кӑмӑл уҫӑлмалла Харбина кайса ҫӳренӗ, иккӗшӗ те лайӑх тӑхӑнма тата арҫынсем ҫине пӑхма юратнӑ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Траурлӑ митингра, ыттисем хушшинче, ҫар тумтирне тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ Ваня Туркенич тухса каларӗ.На траурном митинге среди других выступил Ваня Туркенич, одетый уже в военную форму.
Ҫитрӗҫ! // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Анчах урӑхла нимӗнле тума та май ҫук, ҫавӑнпа та эпир ӑна ҫине тӑрсах тӑхӑнма ӳкӗтлерӗмӗр.
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег ӑшӑ тумланчӗ: Николай куккӑшӗ ӑна хӑйӗн ҫӑмран тӗртнӗ гимнастеркине куртка айӗнчен тӑхӑнма пачӗ, аллине тӑхӑнма — ӑшӑ алса пачӗ.
Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.