Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухрӗҫ (тĕпĕ: тух) more information about the word form can be found here.
Тепӗр кунне пӗтӗм халӑхпа тенӗ пек юшкӑн кӑларма тухрӗҫ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ытти ҫамрӑксем те таҫтан, йывӑҫсем хыҫне пытанса тӑнӑ пулинех, уҫланкӑна сиксе тухрӗҫ те ҫумӑр лашлаттарса ҫунине пӑхмасӑрах авалхи чӑваш ташшине яра пачӗҫ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нумай кирлӗ-и, акӑ вӗсем виҫҫӗн катаран тухрӗҫ уйӑх ҫутиллӗ сукмакпа ялалла танккарӗҫ.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

И-ях! тесе кӑшкӑрса сиксе тухрӗҫ Ванюкпа Нинук уйӑх ҫутиллӗ хурӑн уҫланкине.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Учитель утса ҫитнӗ ҫӗре ачасем шыва кӗрсе те тухрӗҫ.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ, вӗсем ытти ачасенчен маларах хӑйсен йӑранӗсене ҫумласа тухрӗҫ те ӑҫта тарса пытанмалла-ши тесе ун-кун пӑхкалама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Темиҫе сехет ним чӗнмесӗр утнӑ хушӑра каҫ сӗмӗ тавралӑха хупларӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем вӑййа тухрӗҫ.

Долгие часы мы шли молча; наконец стемнело, и в небе стали загораться звезды.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗлӗтсем ӑҫтан тухрӗҫ.

Откуда появились облака?

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Акӑ вӑрмантан тухрӗҫ те сӑрт ҫине хӑпарчӗҫ.

Вот вышли из лесу и поднялись на холм.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ушкӑнӗпе уҫланка чупса тухрӗҫ.

Гурьбой выбежали на поляну.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем халь модӑран тухрӗҫ пулас!

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Часах вӗсем пысӑках мар уҫланка — ҫав тери хӑватлӑн ӳсекен йывӑҫсем хушшинчи пӗчӗк кӑна пушӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине тухрӗҫ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темле ҫынсем шалтан тухрӗҫ.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шел те, йывӑрлӑхсем те сиксе тухрӗҫ.

Увы, возникли и проблемы.

Хӗле хатӗрленетӗп // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/328

Ларура ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.

Help to translate

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый вырӑнти тата территори пайӗсен, учрежденисемпе организацисен ертӳҫисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайӗнчи ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, пурнӑҫламалли тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Help to translate

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

…Вӗсем ҫӑра курӑкпа витӗннӗ пысӑках мар уҫланкӑна тухрӗҫ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вӑл хӑй валли те, ҫав хӗр валли те билетсем илчӗ, унтан вӗсем пристаньрен Атӑл хӗрринчи урамалла тухрӗҫ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун чухне вӗсем кану ҫуртӗнчен тулта ҫутӑ чухнех тухрӗҫ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑва ҫинчен самай вӑхӑт иртсен тин тухрӗҫ вӗсем.

Help to translate

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed