Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тула the word is in our database.
тула (тĕпĕ: тула) more information about the word form can be found here.
Якурпа Васса иккӗшӗ те пӗр харӑс тула чупса тухрӗҫ.

Help to translate

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паллах ӗнтӗ, тула каймалли вырӑн та урамра пулнӑ.

Разумеется, и все удобства были тоже на улице.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Сиксе тӑрса тула тухса чупрӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ытла та чаплӑ-ҫке хваттерӗсем: асли те аслӑ, тата, кунсӑр пуҫне, вутӑ-мӗн хутас, шыв патне каяс хуйхи те ҫук, мунчи те, тула тухмалли те пӳртрех — нихҫан шӑнса пӑсӑлмӑн.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Шалта тем шавлани тула та илтӗнкелерӗ.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Шыв ӗҫнипе вара Анукӑн тула тухас килсе кайрӗ, анчах ыйтма хӑяймасть.

К тому же Анук от воды захотела в туалет, да спросить стесняется.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Ытах ҫиллӳне шӑнараймастӑн пулсан, мана вӑрҫ, ҫап, хӗне, анчах чечек пек кинӗме ан тула!» — теттӗм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паян тула тухсан ҫав тери сивӗ, пӗрре те шӑнас килмест, тухнӑ-тухман пӳртелле кӗрсе таратӑн.

Help to translate

«Ҫанталӑк прогнозне сӑнанӑ май кӑҫал…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/192

Общежитие ҫитсен, вӑл ҫийӗнчи хуралса пӗтнӗ кӗпине хӑвӑрт хывса пӑрахрӗ те чылаях шӑртланса тӑракан сухалне хырма ларчӗ, унтан тула тухса лайӑх ҫӑвӑнчӗ.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Эпӗ ҫӳхе пиншак уртса ятӑм та тула тухрӑм.

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Хӗрача каллех тула тухса кайрӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑшт уҫӑлас тесе, тула тухрӑм…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑшт тӑрсан, тула тухрӑм та пӳрт умӗнче утса ҫӳрерӗм.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Ял курӑнать» тени чӗрӗлӗх шывӗ пулчӗ тейӗн: шӑн улӑма чӑштӑртаттарса арҫын тула сиксе тухрӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗркури алӑка шалтлаттарса тула тухрӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тарас ӑна тула тухма команда парать.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Елена Максимовнӑпа Паҫук тула, хӗвел ӑшшине, шӑппӑн канашлама тухрӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ак ҫак кӗпҫе тӑрӑх сывлама пулмасть-ши?» — тет те вӑл кӗпҫене пӗр вӗҫне ҫӑвара хыпса хуллен путма пуҫлать, тепӗр вӗҫӗ тула, шыв ҫине, тӑрса юлать.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук ӳплерен тула сиксе тухрӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ӗҫӳ япалу!» — алӑ сулчӗ вӑл, вара, часрах тула тухса, ҫӑвара карса, капламӑн-капламӑн уҫӑ сывлӑш хыпас тесе, ҫийӗнчи шурӑ халатне кӗхле-кӗхле, муталана-муталана хыврӗ те алӑк ҫывӑхӗнчи йӑрхахран ҫакса ячӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed