Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенкел the word is in our database.
тенкел (тĕпĕ: тенкел) more information about the word form can be found here.
Энтрей, тенкел ҫинчен яштах сиксе тӑчӗ:

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Урампа иртсе пынине асӑрхарӑм та, хам та калаҫма тесех каҫрӑм-ха ҫав, Захар Петровчӑ, — тесе, Энтрей тенкел ҫине майлашӑнса ларчӗ.

Help to translate

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӗпкуҫ ҫутинче пӗр курпун карчӑк чӑлха ҫыхса ларать, сӗтел патӗнчи тенкел ҫинче чип-чипер хӗр ҫӑм арлать.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Лар-ха, Иван, санпа калаҫмалли пур, — терӗ Казаков, стена ҫумӗнчи тенкел ҫине кӑтартса.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, тепӗр тенкел илсе, Сергее хирӗҫ вырнаҫса ларчӗ.

Help to translate

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Этем мар, шуйттан вӑл, чунилли!» — тесе кӑшкӑрчӗ те Тарье, хыҫлӑ тенкел ҫине лак! ларчӗ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа пӗрне ҫӑтрӗ, ун хыҫҫӑн шыв сыпрӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, ҫирӗм минут иртсен, вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗлтернӗ пулсан та кая юлаттӑр: пуп ҫӳҫӗпе сухалне ӗнерех касса тирпейлеме ӗлкӗрнӗ пулас, — терӗ те Казаков, хӗре тенкел ҫине ларма сӗнчӗ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑк хупӑннӑ самантра кил хуҫи тенкел ҫинчен, хӑяккӑн сулӑнса, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, тайкаланкаласа утса, пӳрте кӗчӗ, тӗпелти тенкел ҫине пырса ларчӗ, йывӑррӑн сывлама пуҫларӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хурана хӑлӑпран ҫаклатма ӗлкӗреймерӗ, ҫав вӑхӑтра Ахтупай ун-кун пӑхкаларӗ те ал айӗнче ним ҫукран вӑрӑм тенкел ҫинче выртакан кӗслене ярса илчӗ, ӑна ик кӗтессинчен тытса, пӑр таткине пенӗ пек, игумена пӗтӗм вӑйпа пуҫран шанлаттарчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫӗр ак Сарье картишӗнче, Иливан тунӑ вӑрӑм тенкел ҫинче ларасшӑн пулмарӗ, йӗкӗте пахчана сӗтӗрчӗ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене илтсен Эрнепин куҫӗсем хуралса килчӗҫ, вӑл сулӑнса кайрӗ, лутра тенкел ҫинчен кӑшт ҫеҫ ҫӗре шуса анмарӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт тӑрсан тин Сарри «Атя эппин, ӑсатса яр» терӗ те шуралса, кӑвакарса кайнӑ мӑнукне хӑех хыҫлӑ тенкел ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗ.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Туринке кил хуҫи ларма сӗнмесӗрех вӑрӑм тенкел ҫумне сӗвенчӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫар тек Хусанта тӑма пултараймасть, — пуҫларӗ воевода ҫӳллӗ тенкел ҫинче ларакан патшапа юнашар пырса тӑрса.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь хӑйӗн вырӑнне — варринчи ҫӳллӗ хыҫлӑ тенкел ҫине ларчӗ, унран сылтӑм енне Астрахань патшин ывӑлӗсем, сулахай енне шӑллӗсем вырнаҫрӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Походра пулсан та аслӑ князь валли чатӑрта трон евӗрлӗ хыҫлӑ тенкел хатӗрленӗ иккен, — патша тӳрех ҫавӑнта вырнаҫрӗ, тутарсем ун умне палас ҫине урисене хуҫлатса ларчӗҫ.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан итлесе тӑранаймӗ ӑна ырланине, хыҫлӑ тенкел ҫинче утьӑкка ҫӗкленӗрен пуҫӗ ҫаврӑнса кайӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр Михала ҫеҫ ҫаплах клуб умӗнчи тенкел ҫинче ларчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed