Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврана (тĕпĕ: тавра) more information about the word form can be found here.
Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, тӗттӗмрех ҫав кӗҫӗр, ҫурла пек уйӑхӑн таврана ҫутатмалӑх та хевти ҫитеймест.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫыранран килекен ҫил вӗрме хӑтланса пӑхса парӑса ӳркенчӗклӗн турткалать; хӗвел ӑшши таврана тинех кирлӗ сӑн ӳкерчӗ; сывлӑш пусӑмӗ вӑйланчӗ те тӗтрене сапаласа ячӗ, парӑс ҫинче талккӑшпех розӑпа тулса ларнӑ хӗрлӗ хумсем ҫӑмӑллӑн ҫиҫе-ҫиҫе выляма пикенчӗҫ.

Береговой ветер, пробуя дуть, лениво теребил паруса; наконец, тепло солнца произвело нужный эффект; воздушный напор усилился, рассеял туман и вылился по реям в легкие алые формы, полные роз.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сенкер ӗнтрӗкре тӗмсем мӗлтлетеҫҫӗ, кӑшт аяккарах йывӑҫсем тӗлӗреҫҫӗ; пӑчӑ, таврана ҫӗр шӑрши ҫапнӑ.

В синих сумерках мерцали кусты, подальше спали деревья; веяло духотой и землей.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ыйхи ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн — килсе ҫитрӗ те пуҫ вӗҫӗнче тӑракан Мерипе темӗн пӑшӑлтатрӗ, унтан унӑн куллине пӑхӑнса таврана «ш-ш-ш-ш» тенӗ сасӑ салатрӗ.

Сон, действительно, как бы лишь ждал этой подачки; он пришел, пошептался с Мери, стоящей у изголовья, и, повинуясь ее улыбке, сказал вокруг: «Шшшш».

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кирек епле чӗнсен те туйӑмсем сӑмахсен, унтан та ытларах, ӑнлавсен тулашӗнче юлаҫҫӗ — таврана сарӑлнӑ ырӑ шӑршӑ евӗр.

Как их ни называть, они останутся навсегда вне слов и даже понятий, подобные внушению аромата.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Таврана ҫӗнӗ кун килнине систерсе ҫутӑ сӑн ҫапрӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тамара фабрикӑран тухнӑ ҫӗре таврана каҫ сӗмӗ ҫапнӑччӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Шупашкартан Элӗке ҫӳрекен юлашки автобуспа яла таврӑнакан Тамара таврана каҫхи сӗм ҫапнине сӑнаса пынӑ май самаях пӑшӑрханчӗ.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Кушакки таҫта васкать, брусчатка ҫинче кӑвакарчӑн тимлӗн таврана сӑнаса тӑрать.

Кошка куда-то торопится, и голубь внимательно следил за округой стоя на брусчатке.

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html

Усковсен туй шавӗ таврана саланнӑ чух Лиза аппан чӗри тапма чарӑннӑ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Таврана каҫ сӗмӗ ҫапни ҫеҫ ӑна унта таврӑнмаллах пулнине систерсе чунне ыраттарчӗ.

Только сумерки заставили его вернуться туда, которое причиняло столько боли.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тислӗке тапратсан таврана пушшех шӑршӑ сарӑлӗ.

Если растормошить навоз, то вокруг запашок появится.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пиратсем курӑнми пулсанах эпӗ кӗсъере чиксе ҫӳрекен инҫете кӑтартакан трубана кӑларса пӗтӗм таврана пӑхса тинкертӗм те, кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче темиҫе утрав пуррине асӑрхарӑм.

Когда пираты скрылись из виду, я достал карманную подзорную трубу и тщательно оглядел горизонт: к юго-востоку я заметил несколько островов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ракетӑсем, ҫӳлелле ҫӗр е икҫӗр метра хӑпарса, парашютпа анса пынӑ, пӗтӗм таврана ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ.

Поднявшись вверх на сто-двести метров, они медленно спускались на парашютах, ярко освещая местность.

Окопсем, пралук, пулеметсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Часах таврана тӗттӗм хупласа илчӗ, ҫӳлӗ тусен тӑррисем кӑна нумайччен ҫуталса выртаҫҫӗ; вӗсем чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен те ҫутӑрах курӑнаҫҫӗ.

Мрак мгновенно покрыл все кругом, только верхушки отдаленных гор долго еще сияли; они были ярче самых ярких звезд.

Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Вӗсен моторӗсен пӗтӗм таврана чӗтретекен хӑватлӑ сассисем лӑплансан пурте ҫакна асӑрханӑ — урам чылай лӑпланнӑ.

И, когда затих мощный, все заглушающий рёв их моторов, все заметили, что стало гораздо тише.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Кӗмсӗртетнӗ сасӑсем ӳссе, хӑватлӑланса пынӑ, юлашкинчен, пӗтӗм таврана хупласа илнӗ те чарӑннӑ.

Грохот нарастал, заполнил все вокруг и затих.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Таврана сӗм тӗттӗм хупласа илнӗ, йӗп чиксе те куҫ курман.

Все погрузилось в густую, непроглядную темноту.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Таврана тӗттӗм хупласа илнӗ.

Было уже почти совершенно темно.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed