Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрме the word is in our database.
сӗрме (тĕпĕ: сӗрме) more information about the word form can be found here.
Унтан Ухтиван аллинчи сӗрме купӑса туртса илсе каска пукан ҫине хучӗ те сӗтел хӗррине пырса таянчӗ.

Потом вдруг вырвал из рук Ухтивана скрипку и положил ее на чурбак, сам оперся о стол.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Купӑсне пӗрре сӗрме ӗлкӗреймест, пурте ҫӑварӗсене карса пӑрахаҫҫӗ.

Не успеет по скрипке провести, все ахают, рты разевают.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗрме купӑсӑнни пек ҫинҫе пилӗклӗ, яштака пӳ-си, чӑнкӑр-чӑнкӑр шӳлкемепе витӗннӗ ҫӳллӗ кӑкӑрсем, илемлӗ тӳре сӑмса.

Тонкая, как у скрипки, талия, стройная фигура, высокая грудь в звонком шюльгеме, красивый прямой нос.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Сӗрме купӑс-и? —

— Это скрипка, что ли? —

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗрме купӑс шартлатса хуҫӑлчӗ.

С треском сломалась скрипка.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хыпаланса калаҫнӑ май Ивук йӗкӗт тавра ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, унӑн сӗрме купӑс чикнӗ пушӑ кутамккине вӗҫертсе урапа ҫине хурать, ҫӑм шлепкине хывса илет, ҫӳҫне тӳрлеткелет, юратса ӑна куҫӗнчен пӑхать, тарлӑ ҫурӑмӗнчен ҫупӑрлать.

— Ивук до того рад встрече, что прямо вьюном вьется вокруг парня, снимает с его плеч котомку со скрипкой, бережно укладывает на телегу, похлопывает по взмокшей спине, поправляет сбившиеся под войлочной шляпой волосы, заглядывает в глаза.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар леш хӗррине ларнӑ та сӗрме купӑсне най-нӑй-нӑй тутарса ларать».

Сидит на земле и жалобно так на скрипке пилит.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эс сӗрме купӑсна хатӗрле унта.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадир пулсан та, вӑл хӗлле килте корзинка авма та ӗлкӗрет, ку та сахал, сӗрме купӑс калама та вӑхӑт тупать.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара сӗрме купӑс ҫеҫ кӑларма пултаракан ҫинҫе сасӑпа:

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун пек чух ирӗксӗртен тенӗ пек хуҫа Ятламаспа Исмене кӗсле е сӗрме купӑс калама чӗнчӗ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта ҫапах та юратнӑ ӗҫӗ пур унӑн, Мамич-Бердей сӗрме купӑспа кӗсле тума чармасть, тӗрлӗ савӑт-сапа тума чармасть.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗрме купӑсусем тармаҫҫӗ, Ятламас, вӗсене кайран та сутатӑн.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗрен кунне уявлама вӑл ытти каччӑсем пек шакӑртмапа мар, сӗрме купӑспа тухрӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас аллинчи сӗрме купӑсне хӑвӑрттӑн ҫӗре хучӗ те Альпие хыттӑн ыталаса илчӗ, ӑна тек калама памасӑр вӗҫӗмсӗр чуп тума пикенчӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӗрме купӑса пӑхса эпӗ ун пекки тата тӑватӑп, пӗр лав туса тултаратӑп.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗррехинче вӑл сӗрме купӑса улахра Альпи те курнӑччӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем урамра е вӑл пурӑнакан пӗчӗк ҫеҫ ҫӗр пӳртре сӗрме купӑс янӑранине илтсен ав Ятламас сурӑхӗ макӑрать тесе ахӑратчӗҫ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сурӑх вырӑнне Ятламас таҫти ялтан чаплӑ кӑна сӗрме купӑс илсе килчӗ.

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑрман варринчи ялта кашӑк-ҫӑпала, катка-пичке е сӗрме купӑс-тренчӗл таврашне кам туянтӑр?

Help to translate

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed