Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑшра (тĕпĕ: сывлӑш) more information about the word form can be found here.
Сывлӑшра уншӑн самолет Турӑ пулнӑ, ҫӗр ҫинче — автомашина.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пур ҫӗрте те юр: ҫӗр ҫинче те, сывлӑшра та.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Этем тени ирӗклӗ пулма, сывлӑшра вӗҫен кӑйкӑр-кайӑк пек ирӗклӗ те мӑнаҫлӑ пулма, пысӑк ӗмӗт ӗмӗтленме, ҫав ӗмӗт-шухӑшне ҫитерме ҫуралать.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйсӑррӑн ҫеҫ сикейрӗ вӑл, сывлӑшра чухнех ӑна иккӗмӗш ҫӗмрен пырса ҫапрӗ те ҫӗре ӳкерчӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне йывӑҫсем те ӳсмен, ҫынсем те утса ҫӳремен, сывлӑшра кайӑксем те вӗҫмен, шывра пулӑсем те ишсе выляман.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ҫӗртен пуҫланнӑ, ҫӗртен ҫуралнӑ: сывлӑшра вӗҫекенсем те, шывра ишекенсем те, ҫӗр ҫинче ҫӳрекенсем те, шӑвакансем те.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпӑр ҫӳлте сывлӑшра Ташӑ кӗвви хыйпӑтрӗ!

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла сӑвӑ каласа Шӑпӑр юрлать алӑра, Хӑй тутинчен кӑларса, Пуҫӗ ҫинче сывлӑшра.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мотоцикл кӗрлевӗ каҫхи сывлӑшра вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сӑпсасем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ кӑна, сывлӑшра тӗкӗлтурасем нӑрлама тытӑнаҫҫӗ:

Help to translate

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Пӑван лӑплансан, сывлӑшра сӑпсасем вӗҫме тытӑнаҫҫӗ:

Help to translate

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Вӗҫнӗ чухне айккинчи тӑватӑ вентилятор транспорта сывлӑшра тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.

Четыре боковых вентилятора управляют транспортным средством во время полета.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Пуҫ таяҫҫӗ, ҫакна май калпакӗсен шӗвӗр тӑррисем сывлӑшра темӗн ҫыраҫҫӗ тейӗн.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш самантра ура айӗнчен ҫухалчӗ вӑл -каллех сиссе те юлаймарӑм: эпӗ сывлӑшра, юлташӑмсем пекех, аллӑмсемпе хырӑмран аяларахри вырӑна хупласа, чу-у-у! вӗҫсе, аялалла «кӗвенте аватӑп».

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Куҫ хупса илме ӗлкӗртӗм-ши, ҫук-ши, пӗлместӗп, — юлташӑм ҫыран хӗррине те вирлӗн тапса хӑварчӗ, вара, сывлӑшра чу-у-у! вӗҫсе илсе, аялалла траектори туса, чуланса анса кайрӗ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кӗрхи сулхӑн, нӳрӗ, янкарлӑ сывлӑшра Пурис, «кӑмӑскаланнӑ тайлӑк чикмек», выҫӑпа анкаса хевтесӗрленнӗскер, витӗрех шӑннипе сивчир тивнӗ пек сиксе чӗтрекенскер, ир еннелле эрех сӗрӗмӗнчен, ӳт-пӳ ӗнтӗркӗлӗхӗнчен пӑртак хӑтӑлчӗ, анчах хӑй пачах вӑранса кайманччӗ-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр ҫинче те, сывлӑшра та, шывра та вӑл, тинӗсри спрут пек, «вӑрӑм нӗрсӗр тыткӑчисемпе» хыпашламан, тимӗр чӗрнисемпе чӗрмен-ҫурман, аркатман-вакламан, ҫунтарман, сирпӗнтермен, путарман, хурахламан, ҫын пурнӑҫне вӑхӑтсӑр, айӑпсӑр татман вырӑн та ҫук.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун пек уҫӑ сывлӑшра пыра йӗкӗлтени ҫеҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed