Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ун суранӗ ҫине пӑхмарӗ те, лаша темле хыпӑнчӑклӑн туртӑкаласа кӗлеткипе тӳрленсен тата хуҫинчен тем пирки каҫару ыйтнӑ пек пуҫне лашт усса сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине ӳксен ҫеҫ пӑртак пӑрӑнса тӑчӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юхан шыв ӑна пурнӑҫ вӑйне кӑтартнӑ, вара ҫухату суранӗ питӗ хытах ыратман.Река будто возвращала его к жизни, и острая боль недавной потери притуплялась.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн ури аманнӑ та, халӗ суранӗ шыҫса пӳрленнӗ тет-и, хутор ҫыннисенчен лашине пырса пама каласа янӑ.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр те пӗр суранӗ тӳрленсе тепӗр хут сотньӑна лекес пулсан, вӑл вӗренсе ҫитӗ вара пурне те тӑнч ӑнланма.Но ежели заживет рана и снова попадет он в сотню, то уж тут-то научится окончательно понимать войну.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий лашине ун ҫине тытрӗ; суранӗ ҫинчен манса кайса, йӗнерӗ ҫинчен сикрӗ те пӗҫҫинче чӑтма ҫук ыратса килнипе месерле йӑванса кайрӗ.Григорий тронул к нему коня, прыгнул, забыв про рану, с седла и, простреленный болью, упал навзничь.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вара ӑна больницӑран кӑларчӗҫ те Тверской урамри госпитале ячӗҫ, мӗншӗн тесен унӑн пуҫӗнчи тӳрленсе ҫитнӗ суранӗ, кӗтмен ҫӗртенех, тепӗр хут хусканчӗ, пӳрленме пуҫларӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суранӗ чӑтма ҫук ыратни ӑна халтан ярать, ураран ӳкерет.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ашланса тӑракан сурана пӳрнипе пусрӗ, суранӗ вӗри кӑвар хунӑ евӗр пӗҫерсе илчӗ.Тронул мякотную рану пальцем, будто горячий уголь прислонил.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суранӗ Гришкӑн — сурмаллӑх кӑна, тӑшман ӑна палашпа сулса пуҫӗн тирне ҫеҫ шӑйӑрттарса илнӗ; ут ҫинчен ӳксен, ҫӗре ҫапӑннипе, Гриша ӑнтан ҫеҫ кайнӑ пулнӑ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суранӗ ҫав тери таран, шӑтӑкӗ аллаппи кӗмеллӗх те пур, шалта сыпӑклӑ-сыпӑклӑ пыр, лаши сывланӑ май мӗнле чӗтренсе тӑни те курӑнать.Глубокий, хоть ладонь суй, длинный порез, обнаженное коленчатое горло в судороге дыханья.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Такан Яккӑвӗ (вӑл службӑра лаша таканланӑ; лаши, ӗрӗхсе ӳксе, пӗррех Яккӑва питӗнчен шартлаттарнӑ, унӑн сӑмса кимӗрчекне хуҫнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ, пит ҫине такан йӗрӗ хӑварнӑ; тӑрӑхла ункӑ пек ҫаврашка суранӗ кӑвакарса ҫӗвӗкленсе ларнӑ, икӗ енчен, икӗ пӑнчӑ пек, шӗвӗр такан вӗҫӗ тивнӗ вырӑнсем сӑр илсе ларнӑ, ҫавӑнпа ӑна Такан тесе хушамат панӑ та) — маттур та кӗре кӗлеткеллӗ батареец, ҫаннисене тавӑрса, алӑкран чупса тухрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Эх, язва эсӗ, Ҫӗпӗр суранӗ! —
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ӑна ӑсатакан санитар вара лейтенантӑн суранӗ хӑрушӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.Санитар, провожавший его, рассказал, что ранение лейтенанта было опасным.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Суранӗ ҫине темскер хунӑ.
XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Йытӑ суранӗ пек! — Юргин йӑл кулса илчӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Суранӗ ӑҫтине Андрей кураймарӗ те.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Корнилов Толя Ковалевӑн хул айӗнчи темӗн пысӑкӑш, хими кӑранташӗпе чӗре-чӗре тухнӑ пек, симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан суранӗ ҫине пӑхрӗ те, лӑпкӑ выртма, ҫар медицини хушнине итлеме хушрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун суранӗ ҫине хура тӑхлан шывӗпе йӗпетнӗ япала хумалла пулнӑ, вӑл нимӗн каламасӑр, урисемпе тапкаланать, эмел хума памасть.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Назарка виле патне пычӗ те унӑн хутланса кӗнӗ пуҫне, тӑнлав ҫинчи юнлӑ ҫаврашка суранӗ тата вилнӗ ҫыннӑн пичӗ курӑнмалла туса, тӳрлетсе хучӗ.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ун суранӗ пирки ялан йӗкӗлтешни те йӗплешни (ӑна вӑл пач та тарнӑ чухне мар, тапӑнма команда парас тесе, взвочӗ енне ҫаврӑннӑ вӑхӑтра лектернӗ) хӑйӗн ӗҫне тунӑ-тунах: вӑрҫа вӑл хаваслӑ та тулӑх кӑмӑллӑ прапорщик пулса кайнӑскер, унтан вӗчӗхӳллӗ те шӑртламас ипохондрикле таврӑннӑ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.