Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗлӗ пуҫланас умӗн унта Уҫӑппа тепӗр тӑват-пилӗк комсомолец пырса кӗчӗҫ, тӗттӗмрех кӗтесе пытанса тӑчӗҫ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗрарӑмсем тек калаҫса тӑмарӗҫ, япалисене пуҫтарса, хӑвӑрт килӗсене саланчӗҫ, чӳрече янахӗсем хыҫне пытанса, вӑрттӑн урамалла пӑхма, Петӗр еплерех иртсе кайнине сӑнама пуҫларӗҫ.
Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Картлашка ҫинче алӑк хыҫӗнче пытанса тӑракан Эмине, Нургали арӑмӗ, курӑнса кайрӗ, вӑл арҫынсене пӗр сӑмах каламасӑр тӳрех Эрнепи патне чупса пычӗ те ӑна пӳртелле илсе кӗчӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан крепость хӳми патне ӑшне ҫӗр тултарнӑ тарасасем хыҫне пытанса стрелецсемпе пищальниксен пысӑкрах ушкӑнӗсем ҫывхарчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Арск мӑрсисем халь пурте Хусанта пытанса пурӑнаҫҫӗ…»
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Юри пытанса тӑнӑ каччӑ шӑтӑк патне пырса хирӗҫ пӑхрӗ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тен, кайман та, тен, ялта пытанса пурӑнать-ха, — терӗ ун юлташӗ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫавнашкал вӗсем, шур кӑмпасем, ҫулҫӑсем айне «пытанса» лараҫҫӗ.
Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.
Ҫӗрле ытларах ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен шӑшисем кӑнтӑрла шӑтӑкӗсене пытанса лараҫҫӗ, ҫӗрле тухаҫҫӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Хамӑр, Уҫӑппа иксӗмӗр, ҫенӗке пытанса, пакша пырса лекессе кӗтрӗмӗр-кӗтрӗмӗр…
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Хальхинче тӳрех ҫывӑха пымарӑмӑр, малтан инҫетрен, ҫулнӑ сӗлӗ куписем хыҫне пытанса пӑхса тӑтӑмӑр.
Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.
— Ав, хыр хыҫне пытанса выртнӑ, — кӑтартрӗ мана Лёша.
«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.
Шур кӑмпана кура-ши, хыр кӑмпи те ҫавӑн пекех «кавир» айне пытанса ӳсет.
Хырлӑхра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 4–5 с.
Кашни йывӑҫ ҫинчех вӑрман кушакӗ пытанса выртнӑн туйӑнать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Мӗн эпир ҫынсенчен пытанса ҫӳретпӗр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Киремет ҫырми хӳтӗ вырӑн, йӗри-тавра ыраш, ҫырминче йывӑҫ тӗмӗсем пур, пытанса ларма аван.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ан шарла, асту, вӑл пытанса ҫӳрет.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫӑва тухсан-ха вӑл, пӗр каҫхине мана Ваҫҫа хӗнеме тытӑнчӗ, эпӗ пусма айне пытанса лартӑм.
Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр уйӑх ытла кӳршӗ ялти мӑн аккӑшӗн лаҫӗнче пытанса пурӑннӑ вӑл.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Миккипе Янтул каҫ пулнӑ-пулман кантур лупасӗ хыҫне пырса пытанса тӑчӗҫ.Едва стемнело, как Яндул и Микки спрятались за конторским сараем,
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.