Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ мӗнле те пулин хама паллама пултаракан гестаповеца тӗл пуласран шикленетӗп.Мне ничего не будет, но я боюсь повстречаться с гестаповцами.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Эсир иккен ӑна уезда илсе кайӑр, унӑн хӗҫпӑшалне хӑвӑрпа пӗрле илӗр… мӗн те пулин пуласран, — терӗ поднаредник лӑпкӑрах сасӑпа.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юлашкинчен леш енчи ҫыран та йӑлтах уҫӑлса ҫитрӗ; кӗпер вӗҫӗнче шыв пичкисем, пушар пуласран лартнӑскерсем, курӑнаҫҫӗ, унтах светофор, чикӗри хуралҫӑсен пӗчӗкҫӗ сарӑ пӳрчӗ, асфальтлӑ шоссе, йӑрӑм-йӑрӑм сӑрланӑ шлагбаум; черепица витнӗ, чӑнкӑ тӑрӑллӑ чугун ҫул будки, унтах кирпӗч завочӗн труби.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак хӗрарӑма паллакан Дубков эпӗ пӗррехинче манежра тарҫӑсемпе вӗсем тытнӑ кӗрӗксем хыҫне пытанса тӑнине асӑрхасан тата Дмитрирен эпӗ юратса пӑрахни ҫинчен пӗлсен, сана ҫав амазонкӑпа паллаштарам-и, терӗ те, эпӗ хӑраса ӳкнипе манежран ҫил пек тухса ыткӑнтӑм, вӑл ҫав хӗрарӑма ман ҫинчен каланӑ пулӗ тесе шухӑшланипех, ӑна тӗл пуласран хӑраса, эпӗ манежа тарҫӑсем тӑракан ҫӗре ҫити те урӑх кӗме хӑймарӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апатланнӑ хыҫҫӑн Володя мана алӑран тытасшӑнччӗ, анчах ку ҫепӗҫленни пуласран шикленсе, чавсаран кӑна тӗкӗнчӗ те зал еннелле пуҫне сулчӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, эпӗ ҫакӑн ҫинчен каларӑм ӗнтӗ, хӑйпе шӑллӗ, ашшӗ е йӑмӑкӗ хушшинче ҫепӗҫлӗхсем пуласран хӑранӑ пек тӗнчере урӑх нимрен те хӑрамасть, тата, туйӑмсене кирек мӗнле палӑртассинчен те пӑрӑнса, тепӗр енчи чикӗрен тухса каять, хӑйне ытла сиввӗн тытать, ку сивӗлӗх унӑн сӑлтавне ӑнланман ҫынсене час-часах хытӑ кӳрентерет.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗччен ҫӳреме лайӑх мар пуласран эпӗ ирхинех Володьӑна пӗрле пыма сӗмнеччӗ, анчах, вӑл, шӑллӗпе пиччӗшӗ пӗр пӗчӗк тӑрантас ҫинче юнашар ларса ҫӳренине курсан ҫынсем мӗн калӗҫ тесе килӗшмерӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен куҫӗсемпе тӗл пуласран айккинелле пӑхса, эпӗ сӗтел патне пытӑм та пируса чӗртме пикентӗм.Поглядывая по сторонам, чтоб не встречать их взглядов, я подошел к столу и стал зажигать папироску.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫав самантра хӑрушӑ сӑнлӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен Сен-Жером, хӑйӗн куҫӗсене ман куҫсемпе тӗл пуласран тартса, ман патӑма хӑвӑрт пычӗ те алӑран ярса тытрӗ; анчах унӑн алли перӗннине сиснӗ-сисменех эпӗ, ҫилӗ тӑвӑлса килнипе тӑна ҫухатас патнех ҫитсе, алла туртса вӗҫертрӗм те ӑна ачан мӗнпур вӑйӗпе ҫапрӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хыҫалтан хӑвалама мар, Андрей Никитичпа тӗл пуласран поездӑн тепӗр еннелле тармалла.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл-ку пуласран чул муклашки илнӗ Кэукай та маларах тухса тӑчӗ.Захватив с собой на всякий случай обломок камня, ступил вперед и Кэукай.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Чочоя тем пуласран пит хӑратӑп эпӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Савӑннипе, ҫав хушӑрах тата тем пуласран шикленнипе Чочой та, ура ҫине тӑрса, Нутэскинпа пӗрле кӑшкӑрса ячӗ:
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Паллах ӗнтӗ, вӑл Король каллех командир вырӑнне йышӑнасран хӑранӑ пулсан, ку вӑл хӑй ун вырӑнне командир пуласран шикленнипе мар, урӑх сӑлтавпа пулнӑ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тӗрӗссипе каласан, эпӗ самаях пӑшӑрхантӑм, мӗн те пулин пуласран хӑрарӑм, анчах Алексей Саввич та, Екатерина Ивановна та, пӗрне-пӗри пӳлсех шантарчӗҫ мана: — Пурте йӗркеллех пулать, эсир ҫук чух нимӗн те пулса иртмест, — терӗҫ.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Учитель сӗнӗвӗ илӗртнӗ пек туйӑнать пулсан та, вӑл хӑй шухӑшлани йӑнӑш пуласран хӑрать:Хотя предложение учителя и казалось заманчивым, он боялся просчитаться:
Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Темскер каласшӑнччӗ те сана, анчах ытлашши пуласран хӑратӑп.Хотел тебе кое-что сказать, но боюсь, что это будет слишком.
Тынэтӑн учитель пур // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ ӑна, Экэчона юрас тесе мар, ҫӳҫне ҫивӗтлесе ҫӳреме ирӗк патӑм, мӗншӗн тесен хӑш чухне ун пек ҫивӗтлӗ ачасем пирӗн пата тундрӑран та килкелеҫҫӗ; ашшӗ-амӑшӗсем пӑлан усракан тӳрӗ колхозниксемех вӗсен, пӗр-пӗр инкек пуласран ачисен ҫивӗчӗсене тивтересшӗн мар вӗсем.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Уметбаев шӑтӑка каялла анчӗ, хунара сӳнтерчӗ те, мӗн те пулин пуласран пулемета шӑтӑкран кӑларса, ӑна ҫыран хӗррине, Шуратӑл икӗ енчен те лайӑх курӑнакан тӗле, сӗтӗрсе пырса лартрӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Мӗн те пулин пуласран ҫывӑхарах, алӑ айӗнче, тытас пулать.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.