Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паха the word is in our database.
паха (тĕпĕ: паха) more information about the word form can be found here.
Банан — тропикра ӳсекен паха йывӑҫ.

Банан — важное растение тропиков.

Тропик вӑрманӗсенчи ӳсентӑрансем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Мӗнле ҫанталӑк пуласси ҫинчен малтанах пӗлни халӑх хуҫалӑхӗшӗн мӗн енӗпе паха?

1. Почему научные предсказания погоды имеют важное значение для народного хозяйства?

Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Е вӑл хӑйне хӑй ытлашши пысӑка хурать, эпир вӑл пирӗнтен ҫӳлтерех тӑни пирки, ун валли пирӗннинчен уйрӑмах паха услови пулма тивӗҫлӗ пирки пӗртте иккӗленме пултарас ҫук тесе шутлать?

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Манӑн лабораторинче лайӑх ҫынсем, паха специалистсем сахал мар пулнӑ.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫтерлӗ хулинче кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн икӗ урамра ытларах юсав ӗҫӗсем туса ирттереҫҫӗ тесе пӗлтернӗ ПР Транспорт министертвинче.

В Стерлитамаке в текущем году в рамках нацпроекта «Безопасные качественные дороги» отремонтируют на две улицы больше, сообщили в минтрансе РБ.

Ҫтерлӗре 10 ҫул объектне юсаҫҫӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/natsi-proekch/20 ... sa-3438710

Шута илмелли паха самантсем пур:

Есть важные моменты, которые нужно учитывать:

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

«Ачасен туризмне аталантарассипе кӑсӑклӑ мероприятисем йӗркелени хӑйне евӗр паха.

Help to translate

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

Виталипе Ирина Пашкинсем, Петр Захаров, Анатолий Виноградов, Люба Тарасова мӑшӑрӗпе, Владимир Колпаков пуҫланӑ ӗҫе хӑвӑрт та паха тӑвассишӗн тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Тӑрна «ҫыравне» хутшӑнакансем - акци участникӗн свидетельствине, паха хыпарсем яракансем асӑнмалӑх парнесене тивӗҫӗҫ.

Help to translate

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Ҫак паха зона пассажирсемшӗн яланах меллӗ пулмалла тесе шутлать вӑл.

Он считает, что эта важная зона всегда должна быть максимально удобной для пассажиров.

Нацпроекта пула Туймазӑри чугун ҫул станцийӗн территорийӗ улшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3412127

Вӗсен паха опычӗ халӗ те халӑх хушшинче анлӑ сарӑлайман.

Их ценный опыт до сих пор не стал достоянием общественности.

Ӗмӗтленнӗ айӑплав // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/307

Земски управа Кушниковӑн, Заленскин тата Петровӑн ӗҫӗсем Шупашкар уесӗнчи медицина аталанӑвӗн историйӗнче паха вырӑн йышӑнаҫҫӗ», тесе хакланӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

«Ҫакӑн пек аслӑ ҫентерӳсем туса та вилӗмсӗр паттӑрлӑх кӑтартса ӗнтӗ совет ҫыннисем Космоса ҫул уҫрӗҫ, — ҫырса хӑварнӑ вӑл музей курма килекенсен кӗнекинче, — вӗсем, хӑйсен хастарлӑ ӗҫӗпе пире валли паха майсем туса парса, пирӗн ӑрӑва Космоса ҫӗклерӗҫ.

Help to translate

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Малашне вӑл тата та лайӑхрах ӗҫлессе, вулакансене ҫӗнӗ те паха произведенисемпе савӑнтарасса шанатпӑр.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Кӑшт тытӑнкаласа: — Мускаври хаҫатсенче паха статьясем пичетлет, — терӗ.

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫав сӑвӑллӑ ҫырӑва паха сӑвӑ вырӑнне хурсах упранӑ иккен поэт Хусанкая ӗмӗрлӗхе ӑсатнӑ хыҫҫӑн тин эп ӑна, ун кӗнекинче курса, тӗлӗнсе-савӑнса-хурланса вуларӑм:

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Шкул директорӗ Светлана Васильева ҫак паха коллекци ачасене патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышшӑннине палӑртнӑ.

Help to translate

Стройка ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%81%d1% ... 88%d0%bda/

Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.

С каждым годом он становится все более уютным и привлекательным местом для жизни – развивается инфраструктура, строятся социальные объекты, благоустраиваются дворы и обновляются дороги, создаются условия для полноценного отдыха и оздоровления, развития и самореализации каждого его жителя.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Анатолий Аврамовичпа калаҫма та, ӗҫлеме те ҫӑмӑл, паха сӗнӳ-канашпа та пулӑшма пултарать, — тенӗччӗ вӑл.

Help to translate

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Музей фончӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ паха материалсемпе пуянланса пырать.

Help to translate

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed