Шырав
Шырав ĕçĕ:
48. Эй Ҫӳлхуҫа, этем ӗмӗрне асна илсемччӗ: Эсӗ пӗтӗм этем ывӑлне ниме тӑман пурӑнӑҫ валли пултарнӑ-и вара?48. Вспомни, какой мой век: на какую суету сотворил Ты всех сынов человеческих?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫыннӑн асаппа пухӑннӑ мулне ҫӑтса яраймӗ, каялла тавӑрса парӗ; пурлӑхне кура тавӑру пулӗ, савӑнсах тӑраймӗ: 19. вӑл ҫынна пусмӑрласа пурӑннӑ, чухӑнсене пуш алӑпа янӑ, ҫын лартнӑ ҫурт-йӗре турта-турта илнӗ; 20. унӑн хырӑмӗ тӑрана пӗлмен, ӗмӗтсӗрскер, ниме те уяса тӑман вӑл.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех Ливан йывӑҫӗнчен лартнӑ ҫуртри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман: 21. патша карапӗсем Хирам тарҫисемпе пӗрле Фарсиса ҫӳренӗ, вӗсем унтан виҫӗ ҫулта пӗрре таврӑнса ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем иле-иле килнӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман; 22. патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид хӑйӗн килне пиллеме таврӑнсан, Саул хӗрӗ Мелхола ӑна хирӗҫ тухнӑ [та ӑна саламласа] ҫапла каланӑ: паян Израиль патши хӑйне еплерех чапа кӑларчӗ, ниме тӑман ҫын ҫарамасланнӑ пек, хӑйӗн чурисен арӑмӗсем умӗнче ҫарамасланчӗ! тенӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах Ҫӳлхуҫа умӗнче манӑн юн ҫӗр ҫине тӑкӑнас ҫук: Израиль патши ӗнтӗ, тусем тӑрӑх хир чӑххине хӑваланӑ пек, ниме тӑман пӗр чӗрчуна, пӑрҫана, шырама тухнӑ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилӗ йытӑ хыҫҫӑн, ниме тӑман чӗрчун, пӑрҫа, хыҫҫӑн.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр, 21. ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нина ӑна туйрӗ, анчах пач пӗлмен ҫынна ниме тӑман пуш сӑмахсемпе мухтаса савӑнтарма пултараймарӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Малтанах шухӑшларӑм — Наташа пек чипер хӗр ниме тӑман арҫынна качча тухас ҫук.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫапла ниме тӑман, анчах темшӗн чуна хумхантаракан сӑмахсене тӑнласа, хӑюсӑррӑн шӳтлекелесе, симӗс ҫыран хӗрринче эпӗ ҫаплах каччӑпа юнашар уткаласа ҫӳрерӗм.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
– Ума лартнӑ тӗллев патне ниме пӑхмасӑрах утмалла.
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html
— Пӗр ҫыншӑн ҫапла пӗтӗм ял ниме туни чуна ҫемҫетсе ячӗ-ха, — терӗ вӑл.
Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.
Тепӗр тесен, ытлашши хыпкаланни те пурнӑҫра ниме пӗлтермест.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Апла тӑк, этемрен ниме тӑман чӗр чуна куҫас килмесен, ялан ӗҫлемелле, халӑхла пурӑнмалла, ун сӑмахне тӑнламалла.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пиччӗшне Элиме хӑйӗн ывӑлӗ Узин ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ, пурнӑҫра вӑл ниме юрӑхсӑр ҫын пулса тӑнине пӗлтерчӗ.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Эсир унта мансӑр хӑвӑр тӗллӗн нимӗн те татса параймастӑр, ниме тӑман пӗчӗк ыйтусене те! —
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ниме пӑхмасӑр хӑйне май куҫать ҫынсен юхӑмӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.