Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ истребитель ҫӗр ҫумне ҫитечченех хытӑ вӗҫсе аннӑ, унтан каллех ҫӳлелле хӑпарнӑ, месерле ҫаврӑнса выртса вӗҫнӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Любка Ременюк аллисене малалла тӑсса, юпа пек, чарӑнса тӑчӗ те, кӗленчеленсе кайнӑ куҫӗсене хупмасӑрах месерле кайса ӳкрӗ.
ХХIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Сӑмсипе тункатана ҫапӑнса йӑванса каять, вара, урисене ҫӳлелле тӑратса, месерле кайса та выртать.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Пин те ытла пуль месерле ишеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Месерле выртса, пӗр ҫупахай хӑпарчӗ, унтан — тепри, вӗсем хыҫҫӑн — вӗтӗ ҫӑрттансем.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кимӗ ҫинче месерле выртать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Унтан капан патӗнчи таптаса хытарнӑ юр ҫине месерле йӑванса кайса, куҫӗсене йывӑррӑн хупрӗ.Потом лег плашмя на притоптанный возле скирда снег и тяжело закрыл глаза.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Хӑй месерле, кӑкрисене мӑкӑртса, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать; унӑн сапаласа янӑ тӗксӗм ҫӳҫӗсем, йӑлтӑртатакан хура лакпа хутӑшса, рояль хуппи ӑшне кӗрсе кайнӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӑл сӗтел патнелле мӗн чухлӗ ҫывхарса пычӗ, унӑн кӗлеткин пайӗсем ҫав тери уҫӑмлӑрах палӑрчӗҫ, хулхушшинчи, хырӑм ҫинчи ҫӑмӗсем куҫа ытларах та ытларах курӑнса пычӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья пӑр ҫинче выртнӑ пек, асӑрханса месерле ҫаврӑнса выртрӗ те ӑшӑ питҫӑмартипе упӑшкин хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья яланхи пекех нумай, тӑрӑшса кӗлтунӑ, ун хыҫҫӑн вара вырӑн ҫине месерле йӑваннӑ та ҫине тӑрсах упӑшкине хӑйӗн кӑпӑшка ӳчӗпе йӑпанма чӗннӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Месерле выртнӑскер, вӑл мӑка пӑчкӑ пек харлаттарать, хӑйне пусӗнчен такам ҫапса ыраттарнӑ пек, куҫӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, ҫӗр чавакан Тихон аяккалла пӑрӑнса каять.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Киле таврӑнсан, Наталья амӑшӗн пӳлӗмне кӗрсе пӑхрӗ, вӑраннӑ амӑшӗ, темӗнрен тӗлӗннӗ пек, куҫхаршисене ҫӳлелле хӑпартса, аллисене пуҫӗ айне хурса, месерле выртнине курчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Месерле выртнӑ Алексей хӑйӗн умӗнче тытнӑ хут листи ҫийӗн ҫӳлелле пӑхать, куҫӗсенче, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ тутисенче Алексей пысӑк хуйха кайни палӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Михеев, ҫуллахи ҫӳхе салтак тумтирӗ тӑхӑннӑскер, вӗри хӑйӑр ҫине месерле тӑсӑлса выртнӑ.Тело же Михеева, одетое в летний солдатский костюм, разбросалось на горячем песке лицом в небо.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Месерле выртакан Марцов чавса таран ҫара та тымарлӑ аллисене ҫӳлелле, пуҫ вӗҫнелле хунӑ, сӑн-пичӗ ун сарӑхса кайнӑ, ыратнӑран кӑшкӑрса ярас марччӗ тесе, шӑлӗсене ҫыртса лартнӑ ҫын пек выртать вӑл.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл ҫӗр каҫичченех ҫӳлелле пӑхса, месерле выртрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Аллисене пуҫ айне хурса, месерле выртрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Лешӗ месерле выртать, аллинче ҫисе ярайман ҫӑкӑр хытти.Тот лежал на спине и держал в одной руке недоеденную корку хлеба.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Михеев, месерле выртса, пуҫне аллипе хытӑ чӑмӑртарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Йытти месерле выртса урисене тӑратнӑ та хӳрипе сулла пуҫланӑ.Собачка легла на спину, подняла лапки и стала махать хвостиком.
Арӑсланпа йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.