Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларсан воевода унран каллех кулма пӑхрӗ.
1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӑшт ларсан тӳрех каларӗ ӑна:
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чылай ларсан вара: — «Куратӑп, халӗ те пӗчӗк ача ӑсӗпе пурӑнатӑн эс, Мамич-Бердей. Арҫын ӑсӗ кӗреймен-ха сана», — терӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗтел хушшине ларсан алӑри кашӑка темӗнччен чуп тӑватӑп, — кулчӗ каччӑ.
8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл ывӑлӗпе пӗрле сӗтел хушшине ирхи апата кӗрсе ларсан (те ирхи апат пулчӗ ӗнтӗ уншӑн, те кӑнтӑр апачӗ) пурне те куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнса майӗпен кӑна ҫапла ыйтрӗ:
17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пус киллӗ ларсан уявсенче ӗрет ҫӳреме те майлӑ, чӳк тунӑ чух чупса каҫса чӗнме те алмаклӑ, инкек-синкек сиксе тухсан пӗр-пӗрне пулӑшма та хӑтлӑ.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вырӑна кайса ларсан куҫсем хушӑкра каллех ҫуталса кайрӗҫ.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑнасене ҫеҫ шанса ларсан, хыпар-хӑнара вӗсенчен ҫеҫ пуҫтарсан эп ҫакӑн чухлӗ элчӗ тытман пулӑттӑм.
6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫуркунне чечеке ларсан, вӗсене те ытарма ҫук.
Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.
Кукуруза тӑватӑ ҫеҫкене ларсан, хӑйсемех вӑлтана аван хыпаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Акӑ, хӗрсем паккус вӗҫне тухса кӑшт сывлӑш ҫавӑрма ларсан, улӑх тӑрӑх юрӑ янӑраса каять:
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Чылай ларсан, эпӗ ӑна ӑсатма кайрӑм.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫуллен вӑл, Атӑл ларсан, пирӗн пата кӑмпа тата милӗк тиесе килет, эпир ӑна купӑста-хӑяр парса яратпӑр.
Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хывӑнса ларсан, эпӗ тӗпелти стена ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ ӳкерчӗк ҫуккине асӑрхарӑм.
Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫапла кӑшт калаҫкаласа ларсан, Иван пичче: «Ыйхӑ пусрӗ, кайса выртам-ха хамӑн кермене», — тесе, кӑштӑртаткаласа тухса кайрӗ.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑшт ларсан, эпир киле утрӑмӑр.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑшт ларсан, кукаҫипе кукамай тухса кайрӗҫ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эрне выҫӑ ларсан та тупса параймастӑп.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чылай калаҫкаласа ларсан, Ҫтаппан пичче киле кайма тӑчӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑй вырнаҫса ларсан, лашана тилхепинчен турткаларӗ.
Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.