Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лав the word is in our database.
лав (тĕпĕ: лав) more information about the word form can be found here.
Ялти ытла чухӑн ҫынсен ачисене аппа хамӑрпа илсе каяс терӗ, ҫавӑнпа ялтан пире лав пама турӗҫ.

Help to translate

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав кун пирӗн ялтан темӗн чухлӗ лав салтак леҫме тухса кайрӗ.

Help to translate

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Йывӑр лав малаллах кайӗ-ши?» - текелерӗҫ кулуарта канашлу пуҫланасса кӗтекен ветерансем.

Help to translate

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Хирӗҫ килекен лав айне пулас мар тесе пӑрӑнчӗ те укӑлча юпине ҫамкипе пырса ҫапӑнчӗ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Элеонора лав тытрӗ те хӑйне ӗҫ шыракансен столовӑйне ҫитерме хушрӗ.

Элеонора наняла извозчика и приказала везти ее в столовую для безработных.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каярахпа пӗр машина кирпӗч, 50 лист шифер, пӗр лав юман хӑма йӑкӑртать.

Help to translate

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Тепӗр виҫӗ кунран Йӑкӑнат патӗнчен дружинниксемпе правлени членӗсем пӗр лав юман, ӑвӑс тиесе тухрӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Килте тепӗр лав утӑ пур пек.

Help to translate

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Тӗлӗкре вӑл йӗтем ҫинчен пӗр лав улӑм вӑрласа кӗчӗ пек.

Help to translate

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Икӗ лав ун ҫумӗнченех, ӑна кӑшт ҫеҫ ӳпӗнтерсе ямасӑр, вӑшлаттарса иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Станцӑран Слакпуҫне ҫитме лав тытрӗ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепри, салтак амӑшӗ, пӳрт ҫине витме пӗр лав ыраш улӑмӗ ыйтать.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӑватӑ хутлӑ ҫурт умӗнчен иртнӗ чух тротуартан пӑрӑнмалла пулчӗ: пӗр подъезд умӗнче лав тӑрать, ун тавра темле ҫынсем чупкалаҫҫӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Колхозран питомнике калча илме пыракан лав хуҫисем, час-часах хӑй ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут калча куракан ачамккӑсем, ҫитсе кӗретчӗҫ.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Анчах пурттине лав ҫинче курмарӑм, Петӗр ӑна алла илме ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна хӑварса лав еннелле чупрӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тепӗр аллипе хӑй лаша умӗнчи ҫамрӑк йывӑҫсене лав таптаса ҫӗмӗресрен асӑрханса сирет.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ лав ҫинчи пӗренесене пӑхкаларӑм, анчах уйӑрса илеймерӗм, такам пӗренисем.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӑхатӑп — унта йывӑҫ тиенӗ лав тӑрать, ҫынни ҫук.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑлӑп тӑхӑннӑскер, вӑл лав ҫине меллӗн майлашса ларнӑ та кӗске авӑрлӑ пушшипе ҫул хӗрринчи юра ҫапкаласа пырать.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed