Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтнӗ (тĕпĕ: кӗт) more information about the word form can be found here.
«Ну-ну» тенине хайхискер хӑйне хулпуҫҫирен ҫапнӑ ҫынран тата усалтарах ӗҫ кӗтнӗ пекрех, ҫав усал ӗҫрен хӳтӗленме хатӗрленнӗ пекрех каларӗ, аллисене ринг ҫине тухнӑ боксер пек хутлатса чавсисене икӗ еннелле чӑрсӑррӑн саркаларӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Акӑ ҫитрӗ вӑл — эпӗ пӗр савӑнса, пӗр хӑраса кӗтнӗ кун!

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫанталӑк тӗттӗмленессе пӗрре мунчари пек вӗриленсе, тепре пӑрлӑ шыва чӑмнӑ пек ҫӳҫенсе кӗтнӗ Альбина, нихҫанхинчен хӳхӗмрех тумланнӑскер сакӑр сехет ҫурӑрах урама тухрӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Алексей малтан кӗтӳ кӗтнӗ, унтан пӗр тӑлӑх хӗрарӑм патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Этемлӗх чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ ӗмӗте чи малтан шӑпах пирӗн ҫӗршыв пурнӑҫланӑ — 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин «Восток» караппа тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ.

12 апреля 1961 года наша страна первой осуществила заветную мечту человечества – ракета-носитель вывела на орбиту корабль «Восток» с первым космонавтом мира Юрием Гагариным.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Алюнов кӗтнӗ кунах, ирхине-ирех, сиктерсе ҫитрӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эх, йывӑр, йывӑр халӑх кӗтнӗ патша пуласси.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эх, мӗн тери йывӑр иккен вӑл халӑх кӗтнӗ патша пуласси.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Усал сивӗ ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ӳт-пӳне кӗтнӗ алӑ, ҫепӗҫ те хӑюсӑр алӑ сӗртӗнчӗ.

Help to translate

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер килессе кӗтнӗ тейӗн ҫав.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗркеллӗ сарнӑ тӗк тӳшек ҫинче, такама кӗтнӗ пек, аллисене ик еннелле сарса, хӗрарӑм ҫывӑрать.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗтнӗ хӗр сасси.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Апла, Алюн ӑна ҫак вырӑнта виҫӗ кун кӗтнӗ иккен.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл килессе пирӗн асаттесем те кӗтнӗ, анчах кӗтсе илеймен.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш эрнине Укаслу лӑпкӑнах пурӑнчӗ, хӑй кӗтнӗ пек пысӑк парне илнӗ Киремет ӑна инкек-синкекрен, Хунчар аллинчен сыхлӗ тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылай хушӑ кӗтнӗ ӑшӑ ҫил сивве ҫӗнтерсе ҫанталӑка кунӗлетни хӗре питӗ савӑнтарчӗ, вӑл Пинере ҫул ҫӳреме лайӑхрах пулӗ тесе шухӑшларӗ, ӑна Хусанккапа пӗрле килессе кӗтме тытӑнчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртрӗ хӑвӑрт тепӗр хӗл, Ҫитрӗ кӗтнӗ ӑшӑ ҫу.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed