Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килетчӗ (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Альӑна Юра ӑна юратманни ҫинчен каласа та парас килетчӗ, анчах юлташӗ умӗнче лайӑхмарланчӗ.

Help to translate

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Манӑн ача чухнех йӑмӑк пултарас килетчӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Манӑн ун чухне нимӗҫӗн карланкине кышласа татас килетчӗ

Я тогда хотел немцу горло выесть…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл вӗсем ҫине, вӗсен ӗҫӗ ҫине хӑй халь ҫава тытнӑ Емельянов ҫине пӑхнӑ пек, сӑнаса пӑхатчӗ те, унӑн та вара пӗтӗм чунне парса вӑй-хал ӗҫӗпе ӗҫлесси, ҫӗр чавасси, саваласси, ҫӗр йӑтасси, урай ҫӑвасси килетчӗ.

Когда он глядел на них, на их труд, как теперь на Емельянова с косой, им овладевала страсть к физическому труду, ему хотелось копать, строгать, носить землю, мыть полы.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тӗрӗссипе каласан, хушӑран мана еху хӗлӗхӗнчен тунӑ серепепе кролик е мӗнле те пулин вӗҫен кайӑк тытма тӳр килетчӗ.

Правда, иногда мне удавалось поймать в силки, сделанные из волос еху, кролика или какую-нибудь птицу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан Эмилӗн те вӗсемпе каяс килетчӗ, анчах та вӑл ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Петрель-фру патне каймаллине вӑхӑтра аса илчӗ.

По правде говоря, Эмиль охотнее всего пошёл бы с ними, но он вспомнил, что должен быть с мамой и папой на обеде у фру Петрель.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мана пӗр-пӗрне тана хурса калаҫакан ҫын ушкӑнӗ кирлӗччӗ, тата манӑн хама шапана е йытӑ ҫурисене вӗлернӗ пек таптаса вӗлересрен хӑрамасӑр урамсемпе уйсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрес килетчӗ.

Я жаждал общества равных мне людей. Я ощущал потребность ходить по улицам и полям, не опасаясь быть растоптанным подобно лягушке или щенку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн час-часах никам чӑрмантарман пач пӗччен ҫӗрте шухӑшласа ларас, ӗлӗкхисене аса илес килетчӗ.

Мне нередко хотелось побыть в одиночестве, чтобы без помех отдаться своим думам и воспоминаниям.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн аслӑ чиркӗве кайса курас килетчӗ, нимрен ытла королевствӑра чи ҫӳлӗ ҫурт тесе шутланакан унӑн башнине курасшӑн ҫунаттӑм.

Мне очень хотелось посетить главный храм и особенно высившуюся над ним башню, которая считалась самой высокой в королевстве.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсене пӑхсан, ӑш йӗкленсе килетчӗ пулсан та, эпӗ интересленсех пӗр пыйтин ӑшчикне касса пӑхнӑ пулӑттӑм.

Я бы с большим интересом анатомировал одно их них, несмотря на то, что их вид возбуждал во мне тошноту.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кушакне те Эмиль ахальтен хӑваламарӗ, ҫӑмламас чӗрчун мӗн ҫӳллӗшне сикме пултарнине пӗлес килетчӗ унӑн, ҫавӑ ҫеҫ.

А кошку Эмиль гонял, чтобы проверить, хорошо ли она прыгает в высоту, только и всего!

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Нимӗҫсене уйрӑмах партизан отрячӗсем тӑнӑ вырӑнсенче йывӑр килетчӗ.

Особенно туго было немцам в тех местах, где базировались партизанские отряды.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ вӑл Киева, Николаева, Днепропетровска е ытти хуласене вӗҫсе кайса килетчӗ, гитлерла правительсен «ӗҫӗсене» тӗрӗслесе, вӗсене кӑтартусем парса ҫӳретчӗ.

Лишь время от времени он вылетал в Киев, Николаев, Днепропетровск или другие города, чтобы на месте направлять «деятельность» своры гитлеровских правителей.

Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл ҫакӑнтан та килетчӗ тата: кирек епле питӗ васкавлӑ задание пурнӑҫлама кирлӗ чух та вӑл яланах куҫ умне пырса тухатчӗ.

Получалось так потому, что он всегда оказывался под руками, когда нужно было выполнить какое-нибудь срочное задание.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Хӑш чухне унпа ахаль ҫеҫ шӑкӑлтатса калаҫса ларас килетчӗ, ачашлас килетчӗ ӑна, вӑл халь пӗчӗк ача кӑна-ҫке, — анчах ан та шухӑшла ун пек тума: вӑл пурпӗр ҫар ҫынни пек ответлетчӗ.

Хотелось иногда с ним попросту поболтать, приласкать, — ведь мальчишка еще, — не тут-то было: отвечает по-военному.

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл Клесовӑна тата Сарнына кайса ҫӳреме пуҫларӗ, унта хӑй пӗлнӗ ҫынсенчен тата хӗр тантӑшӗсенчен пире интереслентерекен сведенисене пӗлсе килетчӗ.

Она стала бывать в Клесове и Сарнах, где от знакомых и подруг узнавала то, что нас интересовало.

Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Отрядӑн пурнӑҫӗ те, вӑл малашне епле ӗҫлесси те ҫав ҫыхӑнуран килетчӗ.

От нее зависели и судьба и направление работы отряда.

Отряд ӳсет // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Эпӗ Хохола юрататтӑм, питӗ хисеплеттӗм ӑна, анчах та манӑн ӑна пӗрре хам ҫине е кам та пулин урӑххи ҫине ҫиллентерес, кӑшкӑртас, урисемпе тӑпӑртаттарас килетчӗ.

Я любил Хохла, очень уважал его, но мне хотелось, чтоб однажды он рассердился на меня или на кого-нибудь другого, кричал бы и топал ногами.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл пӗлӗтре пушӑ япала пулнине пӗлни мана кӑмӑла кайрӗ, анчах ҫапах та манӑн уйӑх ҫине пысӑк метеор ӳкерес, вӑл ҫителӗклӗ вӑйлӑн пырса ҫапнипе ӑна хыптарса ярас, ҫӗр ҫинче вӑл хӑйӗн ҫуттипе ҫутӑлса тӑракан тӑвас килетчӗ.

Мне было приятно узнать, что она — пустое место в небесах, но всё-таки хотелось бы, чтоб на луну упал большой метеор с силою, достаточной для того, чтоб она, вспыхнув от удара, засияла над землёй собственным светом.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Паллах, вӑл манран мӗн пӗлесшӗн пулнине эпӗ ӑнланнӑ, анчах та манӑн ун патне каяс килетчӗ.

Я, конечно, понимал, что он хочет от меня, но — мне хотелось идти к нему.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed