Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капан the word is in our database.
капан (тĕпĕ: капан) more information about the word form can be found here.
Унтан малалла: картта тӑрӑх эсӗ Астахово слободине ӳкмелле, унтан тӳрӗрех тетӗн, — эпӗ ак Малахов хуторне каятӑп; унта та ман аякри пӗлӗш-хурӑнташпа тахҫанхи тус пур — унта та хамӑн утта пӗтермесӗр вӗсенне ҫитерме пулать Эсӗ асту: ҫул ҫине пӗр капан утӑ тиесе тухаймастӑн, ют ҫӗрте ыйтса илме мар, укҫалла туянма та май килмесен пултарать.

И дальше: ты говоришь, надо по карте на слободу Астахове ехать, туда прямее, а я поеду на Малаховский; там у меня — тоже дальняя родня и односум есть; там тоже можно своего сена не травить, чужим попользоваться, Поимей в виду, что прикладка сена с собой не увезешь, а в чужом краю, может статься, не токмо не выпросишь, но и за деньги не купишь.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…

Но еще больший ущерб хозяйству причинили хоперцы, стоявшие в хуторе постоем: на скотиньем базу они повалили плетни, вырыли глубокие, в рост человека, траншеи; чтобы не утруждать себя излишней работой — разобрали стены у амбара и из бревен поделали накаты в траншеях; раскидали каменную огорожу, мастеря бойницу для пулемета; уничтожили полприклада сена, бесхозяйственно потравив его лошадьми; пожгли плетни и загадили всю летнюю стряпку…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ мӗн калама пултаратӑн хуҫалӑх енчен? — ыйтрӗ старик, анкартинчи капан юписене турта-турта кӑларнӑ май.

Ты как скажешь всчет хозяйства? — врывая стоянки на огороде, спросил старик.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем ҫӳллӗ утӑ урапи туртса пынӑ — урапа темелле те мар, пӗр капан темелле.

Они тянули высокий воз сена — скорее не воз, а один стог сена.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мулкачӑсем хӗл ҫывхарса килнине сисеҫҫӗ те кун пек илемлӗ кӗрхи кунсенче юлхав пулаҫҫӗ — вӗсем ӗнтӗ ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ та ушкӑнпа кӑна ҫӳреҫҫӗ; капан тавра пухӑнса, мулкачӑсем савӑнӑҫлӑ вӑйӑсем выляҫҫӗ — пӗрисем сикеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, теприсем хуралта тӑраҫҫӗ, малти тяпписемпе ҫурӑк тутисем ҫинчи хыткан сухалне шӑлкаласа, хытӑ тинкерсе пӑхаҫҫӗ: сунарҫӑ килмест-и унта?

Зайцы чуют близость зимы и в такие погожие дни поздней осени становятся ленивыми — они уже одеты в теплые меха и ходят, как правило, стайками; водят у скирды заячьи хороводы — одни прыгают, резвятся, другие стоят часовыми и, поглаживая передней лапкой жесткие усы на разрезанной губе, зорко всматриваются вдаль: не идет ли охотник?

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Утӑ кӑҫал пухкаларӑмӑр, виҫӗ капан пулчӗ.

А сенов ноне наскребли, три прикладка свершили.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чубӑн арӑмӗ ҫук, урҫа вӑл; унӑн пӳрчӗ умӗнче кирек хӑҫан та сакӑр капан тырӑ ларать.

Чуб был вдов; восемь скирд хлеба всегда стояли перед его хатою.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Буланый, хӑйӗн хуҫине хӗрхенесшӗн пулса пулас, капан патне пычӗ те унта выртакан ҫырӑва ӑнсӑртран таптарӗ — таканланӑ ури айне пулнипе лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут курӑк ӑшне путса, пайӑн-пайӑн ҫурӑлса пӗтрӗ.

Буланый, видимо желая посочувствовать своему хозяину, подошел к копне и нечаянно наступил на лежавшее тут письмо, — под кованым копытом смятая бумага погрузла в траву и расползлась на части.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Таҫта ҫывӑхри кайӑк уҫӑ саспа янратса юрлать, утӑ чӑштӑртатать, — калта капан ҫине улӑхать пулас.

Где-то поблизости звонко, со щелканьем пела птичка, шелестело сено, — очевидно, ящерица взбиралась на копну.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Капан тӑрринчи ҫамрӑк каччӑсем сенӗксемпе вылянӑ пекех ӗҫлеҫҫӗ, лампа ҫутине лекекен кӗлтесемпе пучахсем хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Молодые парни, взобравшись на скирду, бросали вилами, точно играя, снопы, и колосья, попадая в лучи лампы, как бы загорались красным светом.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тачанка ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ те капан патне кӗрлеттерсе ҫитрӗ.

Тачанка свернула с дороги и с шумом подлетела к копне.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак капан патне кайӑк пек вӗҫтерсе ҫит! — терӗ вӑл, тачанка ҫине ларсан.

К этой копне подлети птицей! — сказал он, усевшись на тачанку.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл капан леш енчен килекен кашни сӑмаха илтес тесе, сывлама чарӑнчӗ, темӗн пекех тимлесе итлеме пуҫларӗ.

Хворостянкин затаил дыхание, напрягал слух, стараясь уловить каждое слово, долетавшее к нему из-за копны.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

…Пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх чуптарса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫакӑнта вара, капан хӳттинче, Хворостянкин Татьянӑна тупрӗ.

И вот тут, под копной сена, изъездив всю степь, Хворостянкин и нашел Татьяну.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Икӗ арҫын унӑн лашине тӑварса курак ҫине ячӗҫ те Татьянӑна капан патне, каҫхи апат ҫиме чӗнчӗҫ.

Двое мужчин распрягли ее лошадь, пустили на траву, а Татьяну пригласили к копне ужинать.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Капан ҫинче инҫе кайма пулӗ-ши тесе шутланӑ евӗр, Сергей кӗрлесе юхакан шыв ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗн ҫӑра та ҫаплах типсе ҫитеймен куҫхаршийӗсене пӳрнисемпе сӑтӑрса якатрӗ.

Сергей посмотрел на бушующую реку, погладил пальцами свои мокрые брови, как бы раздумывая над тем, можно ли уплыть на копне.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Капан, шыв айӗнчи тункатана пырса ҫакланса пулас, ҫыранран инҫе мар чарӑнсан, юханшыв тыткӑнне лекнӗ кайӑк ҫыран хӗрринчи тӗме урлӑ пружина пек ялт сиксе каҫрӗ те сӑмсипе курӑк ҫине пырса тӑрӑнчӗ.

Когда же она, зацепившись за корягу, остановилась недалеко от берега, речной пленник, как пружина, взлетел вверх так высоко, что перепрыгнул прибрежный куст и ткнулся носом в траву.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Капан ҫыран хӗрринелле ҫывхарсанах мулкачӑ пӗр вырӑнта тапӑртатса ҫаврӑнма пуҫларӗ.

И как только копна начала причаливать к берегу, заяц закружился на месте.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем шывра шампӑлтатса, шӑршӑ персе тӑракан утта аллисемпе пӗтӗм вӑйран тӗртеҫҫӗ, капан, кӑшт енчен енне сулӑнкаласа, утрав еннелле юхса кайрӗ.

Они барахтались в воде, изо всей силы упирались руками в пахучее сено, и копна, покачиваясь, поплыла по направлению к острову.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав вӑхӑтра капан вӗсем патне юхса ҫитрӗ.

А копна тем временем поравнялась с ними.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed