Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрӗсене (тĕпĕ: йӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Кашкӑрсем каҫхи тупӑша хырӑмӗсенче шӑратма вӑрман чӑтлӑхӗсене кайрӗҫ, тилӗ те, юр ҫинче хӑйӗн йӗрӗсене чеен пӑтраштарса, уҫланкӑран ҫухалчӗ.

Волки ушли в лесные чащобы переваривать ночную добычу, убралась с поляны лисица, оставив на снегу кружевной, хитро запутанный след.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Юлашки йӗрӗсене шанчӑк ҫухатнӑ хыҫҫӑн хӑпартнӑ пек.

А последние ряды уже положили тяп-ляп, как будто потеряли надежду.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ку ӗнтӗ питех те ухмахла хӑтланни пулӗччӗ: ҫав хушӑра ҫапкаланчӑксем арчапала таҫталла кайма ӗлкӗреҫҫӗ, унтан вара вӗсен йӗрӗсене те шыраса тупаймӑн.

Это было бы глупо — они уйдут с сундуком, и поминай как звали.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йывӑҫсем хушшипе автомашина йӗрӗсене сӑнаса пытӑмӑр.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

18-19. Вӑл тӗпсӗрлӗхе, чӗрене витӗр ҫутатать, унти кашни пӑрӑнӑҫа курать: Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ӑслӑлӑха пӗлсе тӑрать, иртнине тата пулассине пӗлтерсе, вӑрттӑнлӑх йӗрӗсене уҫа-уҫа парса, ҫитес ӗмӗрӗн паллисене кӑтартать; 20. Унран пӗр шухӑш та пӑрӑнса иртеймест, пӗр сӑмах та пытанса юлаймасть.

18. Он проникает бездну и сердце и видит все изгибы их; ибо Господь знает всякое ведение и прозирает в знамения века, 19. возвещая прошедшее и будущее и открывая следы сокровенного; 20. не минует Его никакое помышление и не утаится от Него ни одно слово.

Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Кам та кам пысӑк ӑс пухас тесессӗн, ӑслӑлӑх тахҫан пулнине те пӗлет, пулассине те тавҫӑрать, сӑмах тӗшшине те, ытарлӑх тупсӑмне те пӗлет, хӑват паллисемпе кӗтретсене, ҫулсемпе вӑхӑт йӗрӗсене малтанах пӗлсе тӑрать.

8. Если кто желает большой опытности, мудрость знает давнопрошедшее и угадывает будущее, знает тонкости слов и разрешение загадок, предузнает знамения и чудеса и последствия лет и времен.

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Йӗрӗсене асӑрхани те кӑмӑла ҫӗклерӗ.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Улатӑр вӑрманӗнчи чи пысӑк кушак - ҫӳлевӗҫ - йӗрӗсене курса тӗлӗнтӗмӗр.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пирваях вӑрман мулкачӗн йӗрӗсене ҫеҫ асӑрхарӑмӑр.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed