Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмра the word is in our database.
йӑмра (тĕпĕ: йӑмра) more information about the word form can be found here.
Унта, пӗр илемлӗ вырӑнта, лаштра йӑмра айӗнче ҫутӑ ҫӑл куҫӗ юхса выртать.

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Йӑмра тункати ҫинче, сулхӑнра, Тавӑт учителӗ, Тӑхти лара парать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин шыв урлӑ ӳкнӗ хӑрӑк йӑмра тӑрӑх утса леш енне каҫрӗ те шуҫлак сукмакпа «Ҫиманькка ҫучӗ» текен сӑрта хӑпарчӗ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таня чи малтанах, картана тухса, качакана утӑ пачӗ, пӑрланнӑ йӑмра турачӗсене пуртӑпа татса кӗчӗ те тимӗр кӑмака хутса ячӗ, пӗчӗк чӳлмекпе ҫӗр улми пӗҫерме лартрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ват йӑмра айӗнчи шӑнкӑрти ҫӑлкуҫран Тулли ывӑҫ ӑсса тӑр шывне, Ҫӑлтӑр пек куҫӗпе пӑхайса куҫӑмран Ӗҫтеретчӗ мана ир енне!

Help to translate

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Хирлеп айлӑмӗнче шыв илнипе хӑрса ларнӑ ватӑ йӑмра икӗ пысӑк тураттине сенӗклесе тӑлӑххӑн ларать.

Help to translate

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Вӗсем пысӑк хуйӑрпа хупланӑ йӑмра хӑвӑлӗнчен пӑшал (вӑл винтовка пулнӑ), хутаҫпа чӗркенӗ патронсем тата тимӗрҫӗ тунӑ пысӑк ҫӗҫӗ тупрӗҫ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Захар сӑрт тӑрринчи йӑмра сулхӑнне тӑсӑлса выртатчӗ те куҫне хупнӑ-хупманах харлаттарма пуҫлатчӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсен уполномоченнӑйӗ Ҫтаппан ним шухӑшламасӑр йӑмра касать.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, хӑва е йӑмра турттарса каякан Ӗнел ҫыннисене хирӗҫ пулсан, ураписене тӳнтерчӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миҫе ҫултанпа ӗнтӗ унта хӑвапа йӑмра ирӗклӗн ӳсет.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ ватӑ йӑмра та курӑна пуҫларӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑмра патӗнче Ҫтаппан лашине тӑратрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил-ҫурт таврашӗ кивелсе ҫитнине ҫывӑха пымасӑр курма ҫук, ӑна пӳрт умӗнче ларакан ватӑ йӑмра лапсака турачӗсемпе пытарса усрать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Астӑватӑн-и, эсӗ йӑмра ҫинчен ӳкнӗччӗ?

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑнта, таҫтан та таҫта ҫити саркаланса, виҫӗ ватӑ йӑмра ӳсет.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра Сахар пахчинчен ушкӑнпа вӗҫсе тухнӑ вӗлле хурчӗсем хӗрарӑмсен пуҫӗ тӗлӗнчи йӑмра турачӗ ҫине сырӑнма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ вӗсен тата тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри йӑмра айне пухӑннӑ.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсем йӑмра ҫине, теприсем капан ҫинех ӳкеҫҫӗ, анчах ҫынсем вӗсене ҫийӗнчех сӳнтерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова пӗр пысӑкрах йӑмра патне ҫитсе тӑчӗ, темрен тӗлӗнсе, мӑн ҫын пекех пуҫне сулкаласа илчӗ:

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed