Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вырӑнтан тӑрсан, эпӗ пуҫ кӑштах ҫаврӑннине туйрӑм, урасемпе алӑсем хам вӗсем ҫинчен тимлесе шухӑшланӑ вӑхӑтра ҫеҫ итлеҫҫӗ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем чӗнмеҫҫӗ, ҫамрӑк бук йывӑҫҫисем ҫинче ҫил епле чӑштӑртатнине шухӑша кайса итлеҫҫӗ.Они молчали, задумчиво слушая шепот ветра в буковом молодняке.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ачасем пӗр-пӗрне пӳлсех, тулли кӑмӑлпа ответлерӗҫ: хӑвна ҫав тери туслан итлеҫҫӗ пулсан, питӗ аван-ҫке вӑл!
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Таичи тата ҫакна та курчӗ: халат тӑхӑннӑ шурӑ питлӗ ҫынсем ӑна сума суса, питӗ тимлӗн итлеҫҫӗ.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасемпе хӗрачасем ӑна тимлӗн итлеҫҫӗ, учитель сӑмахне пӳлмеҫҫӗ.Мальчики и девочки слушали его внимательно, ни одним словом не перебивая речь учителя.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсен тата пурин те дежурнӑй командира итлес пулать, — Колышкин-и вӑл, Суржик-и, пурпӗр, ыран вара Колышкинпа Суржик ҫӗнӗ дежурнӑй командира — Стеклова е Володина итлеҫҫӗ, вӗсем хушнисене тӑваҫҫӗ.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах ман ачасем Полосухин сӑмахне тимлӗн итлеҫҫӗ.
30 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем хӑйсене ачасем мӗн каланине итлеҫҫӗ, анчах вӗсем ачасенчен те ыйтаҫҫӗ.Они слушают, что ребята им говорят, но они и с ребят требуют.
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Класра шӑп: вӗренекенсем, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, Нина Ивановнӑна итлеҫҫӗ.В классе очень тихо: ученики затаив дыхание слушают Нину Ивановну.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ — пуринчен те ҫӳлерехре тӑратӑп, калаҫатӑп-ха тата, ыттисем вара нимӗн те шарламаҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, аха-а!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вырсарникунхи кӗлле собор туллиех халӑх пухӑнчӗ; Окуров ҫыннисем йӗп-йӗпе тара ӳксех Исаия аттен хитре проповедьне итлеҫҫӗ: вӑл Авессаломпа аслӑ Петӗр патша ҫинчен, Соломон патша ӑрӑмҫӑ пулни ҫинчен, вуниккӗмӗш ҫулпа Севастополь ҫинчен, крепостла правӑна пӗтерсе хуни ҫинчен, Россия хӑватлӑ та пуян пулнӑ пирки ют ҫӗршывсем ӑна кӗвӗҫни ҫинчен тата мӗн илтнине ҫӑмӑллӑнах ӗненни — питӗ сиенлӗ пулни ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари пӗчӗк ҫынсем Кольӑна каҫса кайсах итлеҫҫӗ, унран тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлеҫҫӗ, анчах ыйтасса вӗсем кулленхи пурнӑҫра кирлӗ вак-тӗвек ӗҫсем пирки кӑна ыйтаҫҫӗ, ҫамрӑк йӗкӗт унашкал ыйтусене хирӗҫ мӗн тупса каламаллине пӗлеймест, ҫавӑнпа та, хӑй намӑсланасран хӑраса, ун пек калаҫусенчен пӑрахса тарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑнта, тахҫанах ӗлӗк урӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ кил-ҫуртӑн хапхи умӗнче, Сима хӑйне хӑй лайӑхрах туйнӑ пек: хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл пӗр кӳренмесӗрех тата чыслӑн тепӗр ҫын ӑшне пытарать, ҫав шухӑшсене кунта ыттисем пек сиввӗн кӑна илтсе пӗлме тӑрӑшса мар, авторне хӗрхеннипе кӑна, ҫапла вара унӑн чунне йышӑнмасӑр, мар кӗтсе илеҫҫӗ, темле урӑхларах итлеҫҫӗ, ҫакӑ ӑна килӗшет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе мӑнаҫлантарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шиханра ҫынсем канлӗ, лӑпкӑ пурӑнаҫҫӗ, тата ытлашши выҫӑпа та аптрасах каймаҫҫӗ, пуҫлӑхсем мӗн хушнисене мирлӗнех итлеҫҫӗ, пӑхӑнаҫҫӗ, ӗлӗкхине асра хытӑ тытаҫҫӗ, анчах та кирлӗ пулнӑ чухне вӑхӑт ҫӗнӗлле ыйтнине те турткаланса тӑмасӑрах ҫул параҫҫӗ: сӑмахран, качча кайман хӗрсем ытлашши нумайланса кайнине асӑрхасанах, мещенсем прогимнази туса лартма шут тытрӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кӗркунне хула ҫинче эрни-эрнипе хӑмӑр пӗлӗтсем капланса тӑраҫҫӗ, пӳрт-ҫуртсен ҫивиттисене вӗсем вӑйлӑ ҫумӑрсемпе шӑварса ислентереҫҫӗ, кӗрлесе юхакан пӗчӗк шыв юххисем ҫулсене ҫисе йӑтӑнтараҫҫӗ, ҫырмари шыв хӗп-хӗрлех хӗрелсе каять, тулашса юхать; хула шӑпланса ларать, ҫынсем чи кирлӗ чухне кӑна урамсене тухкалаҫҫӗ, вара, килтех ларса, ирӗксӗрех хӑҫан малтанхи юр ҫуса лартасса кӗтеҫҫӗ, картсем тытса качакалла, ухмахла, хӑйсен козырӗлле выляҫҫӗ, прологпа минея вуланине, хӑш-пӗр ҫӗрте тата — гражданла кӗнекесем вуланине итлеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Палуба ҫинчи партизансемпе салтаксем Харсӑр командира итлеҫҫӗ.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ыттисем ӑна тимлӗн итлеҫҫӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗри, чалӑш сухаллӑ хура сатин кӗпе тӑхӑнни, — шӑппӑн темӗн ҫинчен калать, ыттисем ӑна тимлӗн итлеҫҫӗ.Один, в черной сатиновой косоворотке, что-то тихо говорил, а другие внимательно его слушали.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем Ленина итлеҫҫӗ, Совет ҫӗршывне епле аталантармалли, ӑна мӗнле ҫирӗплетсе пымалли халала йышӑнаҫҫӗ.Товарищи послушают Ленина, примут его наказ, как строить и крепить СССР.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Епле итлеҫҫӗ делегатсем Ленина!
Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.