Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлет (тĕпĕ: итле) more information about the word form can be found here.
Мартӑн та ҫитес ҫул арӑм пулса тӑмалла — пӑрахут машинисчӗн, — ҫавӑнпа вӑл ашшӗпе Гравелотӑн сӑмахӗсене киленсех итлет.

Марте в будущем году тоже предстояло сделаться женой — пароходного машиниста, — а потому она с удовольствием слушала речи отца и Гравелота.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ вара каласа параймастӑп, кӑмӑлӑм та ҫук, — хушса хучӗ вӑл Франк Давенанта ҫамки айӗнчен пӑхкаласа; лешӗ куҫӗсене ҫурри таран йывӑррӑн хупнӑ та итлет, ывӑлӗн ҫак сӑмахӗсенче усӑ кӳме пултаракан самантсене тӑнлать.

А я не могу рассказать, да и не хочу, — прибавил он, исподлобья рассматривая Франка Давенанта, который, тяжело полузакрыв глаза, слушал, ловя в этих словах сына черты характера, могущие пригодиться.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӑл чӑтлӑх вӑрманта тӑрать тейӗн; пуҫне каҫӑртнӑ, мӑйне тӑснӑ, темӗн итлет е такама чӗнет-тӗр — ҫакна тӗшмӗртме кӑна пулать, анчах унӑн мӑйракисем ҫурӑмӗнчен перӗннӗпе пӗрех.

Олень стоял, должно быть, в глухом лесу; подняв голову, вытянув шею, он прислушивался или звал — нельзя было уразуметь, но его рога почти касались спины.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ Давенант кӳренчӗклӗн итлет, тӗшмӗртет-ха: Галеран хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсен чӳкҫин тӳсӗмсӗрлӗхӗпе йӑпанать, ҫавӑнпа та Тиррей аслӑ юлташӗн сӑмахӗсен хушшинче мӗн пуласси пирки систерӳсем шырать.

Разочарованный Давенант обиженно слушал, догадываясь, что Галеран забавляется нетерпением жертвы своих тайн, и выискивал среди его слов намеки на предстоящее.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант вальс мар, тӳпе хорне итлет.

Давенант слышал не вальс, а небесный хор.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗтмен ҫӗртен пуҫланнӑ калаҫӑва Давенант ӑмсанса итлет, хӑй Галерана нихӑҫан та евӗрлеймесси пирки кулянса шухӑшлать.

Давенант с завистью слушал внезапный разговор, печально думая, что он никогда не смог бы подражать Галерану.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Бурль куҫӗсене хупса, минтертен таянса выртать, тӑрӑхлавлӑ сӑнпа тимлӗ итлет.

Бурль полулежал с закрытыми глазами, слушая внимательно и ехидно.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Кусемсӗр пуҫне Трумов Ягдинӑн тӗлӗнмелле хитре, хумхантаракан кӗвви-ҫеммине итлет, ҫакӑ ӑна, каттӑркӑҫа, кам та пулин юратакан тата ирӗклӗ, телейлӗ пурнӑҫа аса илтерет: кунашкал музыка чуна пусаратех тата наркӑмӑшлантаратех.

Кроме всего этого, Трумов услышит от него прекрасную, волнующую музыку, которая ярко напомнит каторжнику счастливую жизнь человека любимого и свободного: такая музыка угнетет и отравит душу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Стиль Консейле куҫӗсенчен тӳррӗн пӑхса, тимлӗн итлет.

Стиль внимательно слушал, смотря прямо в глаза Консейля.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Рене хывӑнчӗ те вырӑн ӑшне кӗрсе лӑпчӑнчӗ; тимлӗн итлет.

Рене разделась и легла, прислушиваясь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Рене сахал ҫиет, тимлӗ итлет, куҫӗсем театрти ачасенни пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Рене мало ела, внимательно слушала, и глаза ее блестели, как у детей в театре.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Роз хӑлхине тӑратса итлет.

Роз прислушался и сказал:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Самбо — калать, музунгу — итлет.

 — Самбо говорит, музунгу — слушай.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.

Она отбежала шагов десять в мокрую тьму кустов и остановилась, слушая всем своим существом: неистовый лай, выстрел, второй, третий; два крика; сердце Гелли стучало, как швейная машина в полном ходу; в полуоткрытую дверь выбрасывались тени, быстро меняющие место и очертания; спустя несколько секунд звонко вылетело наружу оконное стекло и наступила несомненная, но удивительная в такой момент тишина.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Крапивин трубкӑна тытрӗ те яланхи пекех: — Угрозыск пайӗ. Крапивин итлет, — терӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Насретдина та пӗрре каланипех итлет, ав.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Матрос тимлӗн итлет, чӗмсӗрлӗх ӑна вӗчӗрхентерет.

Матрос прислушался, молчание раздражало его.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Унӑн сасси шанчӑксӑр-тарӑххӑн янӑрама тытӑнчӗ, пӗрре кулса, тепре ӑмӑрланса Тарт ӑна саланкӑрлӑн итлет.

Все неувереннее звучал его голос, и все рассеяннее слушал его Тарт, то улыбаясь, то хмурясь.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тепӗр чухне ӑна вӑл пӗр вырӑнта, пулма пултарайман тӗлӗнмелле ташӑра ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать, ун тавра пурте пурӑнаҫҫӗ те сывлаҫҫӗ, вӑл вара, куҫӗсем чарӑл уҫӑ пулин те, утнӑ ҫӗртех ҫывӑрать тейӗн; океан та, клипер та ҫук ӗнтӗ, вӑл ҫынсен тӗнчинче нихӑҫан та пурӑнман, яланах кунта ҫап-каланса ҫӳрет — шӑплӑх музыкине, хӑйӗн сывлавне тата ача ыйхилле пӑтравлӑ, инҫетри туйӑм-илӗм сассине итлет.

Иногда казалось ему, что он кружится на одном месте в странном, фантастическом танце, что все живет и дышит вокруг него, а он спит на ходу, с широко открытыми глазами; что нет уже ни океана, ни клипера и что не жил он никогда в мире людей, а всегда бродил тут, слушая музыку тишины, свое дыхание и голос отдаленных предчувствий, смутных, как детский сон.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Лонгрен ҫиллессӗн итлет.

Лонгрен сердито слушал.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed