Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пӗр енче чул хӳмепе хапха пулнӑ, тепӗр енче пит чӑнкӑ ҫыран пулнӑ.С одной стороны были стены и ворота, а с другой был крутой обрыв.
Хурсем Рима хӑтарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑрах енче гауптвахта, тепӗр енче — столовӑй тата офицерсен хваттерӗсем.С одной стороны — гауптвахта, с другой — столовая и офицерские квартиры.
IX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак тӑрӑ вӑрӑм шалча ҫине тӗренсе тӑрать, шалчи мал енче те, хыҫал енче те тухарах тӑмалла.Этот навес опирался на длинный шест, выступавший впереди носа и позади кормы.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пур чунлӑ япаласенӗн те аяк пӗрчи шалта, ӳт ӑшӗнче пулать, тимӗршапанӑн аяк пӗрчи тул енче, ашӗ шал енче пулать.
Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр енче — хупнисем, тепӗр енче — курма пынӑ тӑвансен ушкӑнӗ.С одной стороны — заключенные, с другой — толпа родственников.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Майра йӗпписемпе тирнӗ тем чухлӗ хурт-кӑпшанкӑ шлепкен шал енче те, тул енче те ҫакӑнса тӑнӑ.Наколотые на булавки, они были пришпилены к шляпе как снаружи, так и изнутри.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗр енче хӗрлисем, тепӗр енче шуррисем пулса вӑрҫӑлла вылясси Сашӑна чылайччен интереслентерчӗ.Сашу сильно заинтересовала игра войнушку, где бы с одной стороны были красные, а с другой — белые.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑрман леш енче, МТС енче, тупӑсем пени лайӑхах илтӗнет ӗнтӗ.За лесом, в стороне МТС, уже явственно была слышна орудийная пальба.
22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл шпион пулса Силезия енче пулса Швеци корольне хирӗҫ ӗҫленӗ, унтан Швеци королӗ енче пулса Силезине хирӗҫ ӗҫленӗ, юлашкинчен, Российӑра тинӗс тата ҫар енӗпе мӗн-мӗн тунисем ҫинчен Швецине пӗлтерсе тӑма Петербурга вӑрттӑн порученисемпе килсе тухнӑ.
Гилакс-фиорд заливӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Эпир пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ҫурутравпа пыратпӑр, пӗр енче — тинӗс, тепӗр енче — залив.Мы шли гуськом друг за другом по косе между морем и заводью.
Вӑрманти пушар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 58–60 с.
Пӗр сӑрчӗн тӑррине хӑпарсанах сулахай енче эпӗ арканса пӗтнӗ гранит шӑллӑ стена пек тем тӑршшӗ тӑсӑлса кайнӑ ту хырҫине куртӑм, сылтӑм енче — айлӑм.
Xурчкапа куян // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 38–40 с.
Хӗрпе юнашар сылтӑм енче, каччӑн ашшӗпе амӑшӗ, каччӑпа юнашар сулахай енче хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ вырнаҫаҫҫӗ.По правую руку невесты сидят родители жениха, по левую руку жениха — родители невесты.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кун пек чухне хӗрарӑм кил хуҫипе юнашар сылтӑм енче, арҫын кил хуҫи арӑмӗпе юнашар, сулахай енче ларать.При этом дама сидит по правую руку хозяина, а мужчина — по левую руку хозяйки.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сулахай енче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне рыцарь сылтӑм аллипе туртса кӑларнӑ, ҫавӑнпа сылтӑм енче ҫӳресси шанчӑклӑ вырӑн пулнӑ.)
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пӗр енче йӑла тӗвви, тепӗр енче — пуртӑ.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хыртан тунӑ сӗтел ҫине икӗ ҫурта ҫутса лартрӗҫ, сӗтелӗн пӗр енче — виҫӗ улӑм пукан, тепӗр енче — табуретка тӑрать.
II. Ҫар сучӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вандейӑра пулса иртнӗ пӑлхава лайӑхрах пӗлес тесен, ҫак хирӗҫле ӗҫсене лайӑхрах ӑнланса илес пулать: унта пӗр енче Франци революцийӗ, тепӗр енче — Бретань хресченӗ тӑнӑ.
I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗр енче Трубачёв тӑрать, тепӗр енче вӑл, Коля Одинцов.Трубачев стоял по одну сторону, а он, Коля Одинцов, — по другую.
23 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ганс хӗвеланӑҫӗ енче ҫуралса ӳснӗ пулсан та, хӗвелтухӑҫӗ енче пурӑнакан ҫын пек йӑвашшӑн шухӑшлать.Ганс, уроженец крайнего Запада, размышлял с фаталистическим смирением обитателей восточных стран.
XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫатан карта леш енче — Йоҫҫӑх, ку енче — Лида.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив