Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерчӗ (тĕпĕ: вӗҫтер) more information about the word form can be found here.
Лаша пӗчӗк ачана тӗлӗнтерсе савӑнтарас тесе-и кайӑк пек вӗҫтерчӗ ҫил касса.

Help to translate

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӗпӗртенипе Павӑл магазинран тухсанах почта ҫуртне вӗҫтерчӗ, арӑмӗ патне телеграмма ҫаптарчӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленнипе хӗпӗртенӗ Павӑл икӗ кӗленче «Красный восток» сӑра туянчӗ те хваттерне вӗҫтерчӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хуҫи пекех чалӑш ҫухаллӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ официант самантрах аялти хута вӗҫтерчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлташӗсенчен уйрӑлсан, Эльгеев тӳрех клиникӑна вӗҫтерчӗ, паллакан ординаторсемпе калаҫса пӑхрӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйпе пӗрле утлӑ салтаксене илчӗ те Мясников ирех ҫавӑнта вӗҫтерчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Иҫниксене чӗнме вӗҫтерчӗ апла каллех.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халиччен кун пек ҫапӑҫура пулса курман алманчӑ вара тӳсеймерӗ, лашине ҫавӑрчӗ те ялалла вӗҫтерчӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хаким лаши ҫине вӑшт! ҫеҫ утланса ларчӗ те сиккипе аяккалла вӗҫтерчӗ, хӑй лашине чӗлпӗртен тытса тӑракан Урасмет тусан айне пулса юлчӗ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ӑйӑра утланса часрах килелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫӑмӑллӑн ҫӗкленчӗ те пикене лаши ҫинчен йӑтса илсе сиккипе ялалла вӗҫтерчӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай йывӑҫ кутӗнче тин сунӗ пушӑт йӗвенпе тӑракан утне утланчӗ те ӑна хулӑпа ҫаптара-ҫаптара вӑрман хӗрринчи улӑхалла вӗҫтерчӗ.

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн алманчӑ та Хусан ҫыннисене йышӑнма вӗҫтерчӗ, пӑхӑр-ха, мӗнле васкать, тӑван ашшӗ килнӗ тейӗн шӗкӗр хуларан! — кулчӗ ӑна куҫпа ӑсатса Ятламас.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса хӑйӗн пӗчӗк арӑмне ҫӳле ҫӗклесе илчӗ те: «Маттур та ӑслӑ эсӗ, манӑн кӑвакарчӑнӑм!» — тесе темиҫе хутчен хыттӑн чуп турӗ, унтан хӑвӑрттӑн тумланса юлан утпа алманчӑ патне вӗҫтерчӗ.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев васкасах Соньӑна сипленӗ профессор патне тӑрантаспа вӗҫтерчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш хӗпӗртенипе часах урамалла вӗҫтерчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Лаша ҫавраҫил пек вӗҫтерчӗ пуш урам тӑрӑх.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗр — «ман алсем тислӗклӗ» — текелесе — «Страствуй» ҫеҫ терӗ, вара лармалли утияла тепӗр хут силлесе тусан вӗҫтерчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Леш вара, тӑвалла пулсан та, ҫавраҫил пек вӗҫтерчӗ аслӑ ҫулпа.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Джесси Детрей тумне тӗрӗслерӗ, ӑна хыттӑн чуп турӗ те — вакун чӳречинчен пуҫӗпе сӗлтрӗ, хӑйне ҫамкинчен, чӗринчен пӳрнипе кӑтартрӗ, ал тупанӗнчен ӑсра сӑнарланнӑ хур тӗкне вӗрсе вӗҫтерчӗ.

Тогда Джесси проверила белье Детрея, крепко расцеловала его и, кивнув из окна вагона, показала пальцем на свой лоб, на сердце и сдунула с ладони воображаемое перо.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed