Шырав
Шырав ĕçĕ:
Килӗнчи инкек ҫинчен пӗлсенех Испухан яла вӗҫтерсе ҫитнӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем ҫул кукрине вӗҫтерсе ҫитрӗҫ, хӑвӑртлӑхне кӑшт ҫеҫ пӗчӗклетрӗҫ, каялла васкаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Акӑ хайхи мотоциклсем, унтан ҫӑмӑл машина, ун хыҫҫӑн каллех икӗ мотоцикл партизансен тӗлне вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Тепӗр кунне каҫхипе, хӗвел ансан, Кирук вӗҫтерсе ҫитрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫав самантра амӑшӗпе Федя та вӗсем патне вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Мотоциклӗ хӑй хӑвӑртлӑхӗпе малалла чылай вӗҫтерсе кайрӗ те кювета чӑмрӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ун умӗнче пӗр каччӑ ларать, тет, ҫӳҫне-пуҫне вӗҫтерсе.
Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.
Вӑрӑм ҫӳҫлӗ яштака хӗрсем Хӗлипе чечеклӗ алшӑлли ҫинче укка-укка сиктереҫҫӗ пек, суллаҫҫӗ те вӑшт вӗҫтерсе яраҫҫӗ.
Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.
Тепӗр темиҫе кунран каллех вӗҫтерсе ҫитрӗ хайхискер.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре Ҫӑкалӑх ялне милици машини вӗҫтерсе ҫитрӗ.
Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.
Ак Саша пиҫнӗ уртӑш ҫырли пек куҫне умалла, ҫыр хӗрринелле вӗҫтерсе вичкӗнлетрӗ те ӳт-пӗвӗпе старт пама кӗтекен спринтер манерне йышӑнчӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Анчах хӑҫан, епле майпа эпӗ юлташӑмсене мана та тӑмран йӑваласа туманнине, вӗсем пекех шикпе мӗскӗнлӗхе парӑнтарма, ҫивӗччӗн ҫавраҫил вӗҫтерсе, ҫавӑрттарса ҫӳреме пултарнине уҫса кӑтартаям-ха?
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Эпӗ, ӑшӑма вӗҫтерсе, ниепле те тӗшмӗртейместӗп-ха: мӗн пахипе, мӗн илӗртнипе юлташӑмсем шыва кӗме ҫак майсӑр чӑнкӑ вырӑна суйласа илнӗ?
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
— Аван-и, арҫынсем? — ҫаксен чун-чӗрине такӑр сукмак хывма хатӗрленсе, юриех сӑмахне ӑшпиллӗн вӗҫтерсе пуҫларӗ карчӑк.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Куҫне маччаналла тӗлли-паллисӗр вӗҫтерсе, пӗр супка шухӑша путнӑ пек пулчӗ, вара, ун-кун пӑхкаласа, пӑнк «хӑмпӑланса» тӑракан хырӑмне аллипе виҫӗ хут та ҫурӑ шаплаттарса илсе, сӑмахне хатӑррӑн сыпӑнтарса ячӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Ах, ах, — ҫине-ҫинех ахлатса, ӑшне вӗҫтерсе, шалтан чӑрмаланчӗ ҫак класра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Татьяна Николаевна, ҫырӑ сӑн-питлӗ чух хӗрарӑм, сӑрӑ платье-костюм тӑхӑннӑскер.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Унтан вӑл «яка пӑр ҫинче юлнӑ» клиенчӗсене чӑл-чал сапаланӑ куҫӗсемпе «сӑнӑ вӗҫтерсе» илчӗ те, куҫ харшине сӑмса кӑкӗ ҫине пуҫтарса, «шпагат» тума пикенекен хуралҫӑ-милиционерсене шӑппӑн, анчах ҫирӗппӗн, чышкине шатӑртаттарса чӑмӑртаса хытӑрларӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Пӗр катен, шӳрпе питлӗ карчӑк, ҫине платье-костюм, пуҫне шупка берет тӑхӑннӑскер, ӑшталанса, Магаев еннелле йӗп те вӗҫтерсе илчӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Эс пире хӑвӑрӑн хура ӑслайӑрсемпе тӗтӗрсе, сӑмах арпи вӗҫтерсе ан арпаштар.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.