Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкамасӑр (тĕпĕ: васка) more information about the word form can be found here.
Васкамасӑр туфлине, плащне тӑхӑнчӗ, тӑхӑниччен саркаласа пӑхрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унтан вӑл, ҫаплах чӗрнисене якатаканскер, тутлӑн карӑнчӗ те халь ҫеҫ курнӑ лайӑх тӗлӗке аса илнӗн кулкаласа, васкамасӑр калаҫса кайрӗ:

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпланчӗ те турилкке ҫинчен кӑлпасси татӑкӗ илсе хыпрӗ, васкамасӑр, тутине лайӑхрах пӗлме тӑрӑшса чӑмларӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Асӑрханӑ-тӑр, сцена ҫине вӑл васкамасӑр, кашни утӑмне тӗплӗ шухӑшласа тунӑн тухать.

Help to translate

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Урам урлӑ каҫсан йӗпе тротуар ҫинче ӑнсӑртран шуҫса ӳкес мар тесе анаталла Таранов васкамасӑр утрӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Хӑй пӗлекен ҫынсем ҫинчен шухӑшласа вӑрманти улах сукмакпа васкамасӑр утакан Таранов кӗрен те сӗтеклӗ ҫырлаллӑ палан тӗмӗ тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ: «Чим-ха, пӗр чипер япалах ӑсталама пулать-ҫке — тема тенине таҫта шыраса ҫӳремелле мар!»

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранова хӑйне те ыйхӑ аптратма пуҫларӗ, вӑл вара васкамасӑр хывӑнса ҫутӑ сӳнтерчӗ те шифоньер хыҫӗнчи кравать ҫине кайса выртрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лайӑх шутласа пӑх-ха, васкамасӑр, ял хӑш енче пек сан шутупа?

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тепӗр кун ирех ялтан тухрӑм та, пӗр-пӗр машина пулмӗ-и тесе, ҫул тӑрӑх васкамасӑр малалла утрӑм.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Эсӗ вӗсене, кӑмӑллӑн кулкаласа, алӑ тытатӑн, «кӗрсе тух» тенине хирӗҫ: «Эпир унта ҫитӗпӗр, хӑвӑр пырса курӑр», тесе калатӑн та каллех васкамасӑр малалла каятӑн…

Help to translate

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫав ҫынна эпӗ унччен те хулара час-часах асӑрхаттӑм, вал яланах темшӗн салхуллӑн, васкамасӑр ҫӳретчӗ, хӑш-пӗр чухне — ӳсӗр те пулкалатчӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

— Епле пулсан та, эпӗ хамӑн пурнӑҫа ку таранччен лӑпкӑн пурӑнса ирттермен, — терӗ вӑл васкамасӑр.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл аш татӑкӗ чӑмланипе малтанах чӗнеймерӗ, ҫыртӑкне ҫӑтса ярсан, васкамасӑр пирус чӗртрӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Мӗнпур айӑпӑм манӑн, Таня, хамран тухнӑ, — васкамасӑр каларӗ вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Театртан тухсан, вӗсем тӑваттӑшӗ те сӑмах чӗнмесӗр тата васкамасӑр утрӗҫ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӗр каҫхине Аньӑпа эпӗ, ятарласах утса ҫӳреме тухнӑскерсем, Нева хӗррипе васкамасӑр утаттӑмӑр.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун пек чухне кашни утӑмрах хирӗҫӳ сиксе тухать, — васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӑнтӑрлахи апата кайма хатӗрленнӗччӗ кӑна, пӳлӗме Паланов васкамасӑр пырса кӗчӗ те ман алла акӑ еплерех ҫыру тыттарчӗ:

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркашпа иксӗмӗр ҫуран ҫӳремелли ансӑр сукмакпа улӑхалла антӑмӑр, ял еннелле васкамасӑр утрӑмӑр.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Васкамасӑр тумланса эпир ешӗл ҫерем ҫине выртрӑмӑр.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed