Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫтӑрхан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
…1918 ҫулхи ҫуркунне, мункун хыҫҫӑн, Ваньккасен Аҫтӑрхан ҫывӑхӗнче тӑракан полкне васкавлӑн Атӑл хӗрринчен Дон юханшывӗ урлӑ Миллерово хули патне куҫарнӑччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Асӑрханакана Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ теҫҫӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӑйӑр, ытларах Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ (грецкий орех), тӑварланӑ е пӗҫернӗ (ӑшалани мар) пулӑ (фосфор ҫӑл куҫӗ) сӗтел ҫинче пулмалла.

Орехи, преимущественно грецкий орех, соленая или вареная (не жареная) рыба (источник фосфора) должны быть на столе.

Спорт Улӑпӗн пурнӑҫ йӗрки // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=891&text=news-publikacii

Аҫтӑрхан хыҫҫӑн мӗн?

— А за Астраханью что?

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ пекех, топран ватер-лини таран ҫутӑ сӑрпа сӑрланӑ.

Точно грецкий орех, крашенное от топа до ватерлинии светлой шаровой краской.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Нумаях пулмасть Шупашкарта вырӑссен ку чухнехи паллӑ поэчӗн Юрий Щербаковӑн (Аҫтӑрхан хули) В.Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Казаксен юрри» тата Валери Туркайӑн Раҫҫейри паллӑ сӑвӑҫсем тӗрлӗ ҫулсенче вырӑсла куҫарнӑ сӑввисен «Навсегда я выбрал этот путь» пуххи вулакан патне ҫитрӗҫ.

Так, совсем недавно в Чебоксарах увидели свет в его переводе на чувашский язык сборник стихотворений известного русского поэта Юрия Щербакова (г. Астрахань) «Казаксен юрри» (Казачья песня), сборник стихотворений самого Валери Тургая, переведенных на русский язык известными российскими поэтами «Навсегда я выбрал этот путь».

Валери Туркай сӑввисен ҫӗнӗ пуххи сӑвӑҫ 60 ҫул тултарнӑ ятпа кун ҫути курнӑ // Валери Туркай. https://chuvash.org/news/28369.html

Аҫтӑрхан Селимӗн арӑмӗ ҫырма тӗпӗнчи шыв хӗрринче кӗпе кивет, мӑшӑр кӗвентине вылянтарать хӑй; Селимӗ лере, картла вылянине пӑхса тӑрать…

Баба Асьтырхан Селима толчет в корыте белье на берегу реки, дробно стуча двумя пестами; а сам Селим торчит там, где режутся в карты, наблюдает за игрой…

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эппелюк хыҫӗнче Аҫтӑрхан Селимӗ тӑрать.

За спиной Эппелюка маячит Селим Асьтырхан.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Хӑвӑрт шатӑртатма пуҫларӑн эсӗ, Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ!

— Быстро ты затрещал, орех грецкий!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсенчен ҫурҫӗр еннелле Ногай е Моздок ҫеҫенхирӗн хӑйӑр кӗрчӗсем пуҫланаҫҫӗ те вара, ҫурҫӗрелле тӑсӑлса, таҫта хӑяматра Трухмен, Аҫтӑрхан тата Кӑркӑс-Кайсацк ҫеҫенхирӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ.

На север от них начинаются песчаные буруны Ногайской, или Моздокской, степи, идущей далеко на север и сливающейся Бог знает где с Трухменскими, Астраханскими и Киргиз-Кайсацкими степями.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Аҫтӑрхан мӑйринчен пӗҫерсе хатӗрленӗ кукӑль тупӑнмасть-ши, пӗлместӗп, — маншӑн пулсан вӑл, Марья Алексевна, чи лайӑх кукӑль; анчах ун пекки ҫук пулсан, — мӗнли пур ӗнтӗ, ан айӑплӑр.

Не знаю, найдется ли готовый пирог из грецких орехов, — на мой вкус, это самый лучший пирог, Марья Алексевна; но если нет такого, — какой есть, не взыщите.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сайра хутра ҫак улах вырӑна вак сутӑҫӑ килсе тухать те, решеткелле хӳме умӗнче чарӑнса, ҫур сехете яхӑн кӑшкӑрать: «Аҫтӑрхан арбузӗ, панулми!» — вара ирӗксӗрех мӗн те пулин илмелле пулать.

Редко-редко заберется в глушь разносчик и, остановясь перед решетчатым забором, с полчаса горланит: «Яблоки, арбузы астраханские» — так, что нехотя купишь что-нибудь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ мар, тата вӗсене илме хӑй ҫын ямалла.

— Не грецких, и пущай сам за ними присылает.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пӗлет Аҫтӑрхан мӑйӑрӗсем маррине.

Он поймет, не грецких.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аҫтӑрхан мӑйӑрӗ мар.

Не грецких.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

100 миллилитр алоэ сӗткенне, 500 грамм вӗтетнӗ аҫтӑрхан мӑйӑрне, 300 грамм пыла, 3-4 лимон сӗткенне хутӑштармалла.

Help to translate

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Ҫамрӑк армути, пӗтнӗк, душица, Аҫтӑрхан мӑйӑрӗн ҫулҫи, хӑмла, туранӑ ыхра, лаванда кӗвене хӑратаҫҫӗ.

Help to translate

Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Хӑшӗсем пӑрҫа пысӑкӑш пулаҫҫӗ, теприсем аҫтӑрхан мӑйӑрне те ҫитеҫҫӗ.

Некоторые могут быть величиной как горошек, а некоторые могут достичь величины грецкого ореха.

Ҫӑпан // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ӗлӗк асаннесем кӗве ан ертӗр тесе арчана камфара, кедр йывӑҫӗн касӑкне, табак, махорка, хӑмла, аҫтӑрхан мӑйӑрӗн хуппине хунӑ.

Раньше бабушки, чтобы отпугнуть моль, в сундуки ложили камфору, обрезок кедрового дерева, табак, махорку, хмель, скорлупу грецкого ореха.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӗлӗк асаннесем кӗве ан ертӗр тесе арчана камфара, кедр йывӑҫӗн касӑкне, табак, махорка, хӑмла, аҫтӑрхан мӑйӑрӗн хуппине хунӑ.

В старину бабушки для отпугивания моли в сундуки клали камфору, обрезок кедрового дерева, табак, махорку, хмель, скорлупу грецкого ореха.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed