Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑлтатса (тĕпĕ: ахӑлтат) more information about the word form can be found here.
Огуречннков кӗтмен ҫӗртен ахӑлтатса кулса ячӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников ахӑлтатса кулса ячӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хушшинче ларакан усламҫӑсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти улшуҫсем ахӑлтатса кулчӗҫ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахаль калаҫнӑ чухне те, вӑйӑра юрланӑ вӑхӑтра та, вараланса-хуралса пӗтсен те, ахӑлтатса кулнӑ самантра та яланах илемлӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйсем каччӑсене йӗкӗлтесе (вӗсем ӗнтӗ Иливан хапхаран тухнине те асӑрханӑ) ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӑна, «майӗпентерех» тенӗ пек, темиҫе хутчен алӑран тытрӗ, пӗррехинче хӗр ахӑлтатса кулса ярсан ун ҫӑварне хуплама тӑчӗ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем виҫҫӗш те ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне пӗрле ахӑлтатса кулни те пулкалать.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чура Нарыковсем — виҫӗ пӗр тӑван — килти пекех иртӗхсе кайнӑ — нисӗпе пӗлмесӗр пӗтӗм сасӑпа ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унран халь ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Каччӑсемпе хӗрсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тепӗр самантран ҫеҫ вӑл ҫӑвар туллин ахӑлтатса кулса ячӗ:

Help to translate

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Пӗрле ларакансем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Народ, сидевший рядом с ним, расхохотался.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗр вӑхӑта ҫӑварне шыв сыпнӑ пек пулнӑ халӑх каллех ахӑлтатса кулса янӑ…

Некоторое время в караулке было тихо, а потом снова грянул раскатистый хохот…

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Петӗр ахӑлтатса кулса ячӗ.

Педер громко расхохотался.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ахӑлтатса кулса ярать.

— Ивук самодовольно расхохотался.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫамрӑксем ахӑлтатса кулса яраҫҫӗ.

А молодежь хохотала.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗрмешсе, ахӑлтатса кулса вӗсем тӑвалла ишеҫҫӗ.

Барахтаясь и гогоча, они плывут вверх по течению.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑйӑсенче ун сасси Кайӑк сасси евӗрлӗ, Ахӑлтатса кулнӑ чух Ҫирӗп ҫын ку темелле.

Help to translate

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed